БРЕЙКИНГПА ТУТАРСТАН ЧЕМПИОНАЧӖ ИРТРӖ
Иван Емельяновăн воспитанникӗсем Тутарстан сборнăйне кӗме тивӗçрӗç
Ташă спортне кӗрекен брейкинг юлашки çулсенче питӗ те пысăк хăвăртлăхпа аталанса пырать, уйрăмах çак дисциплина Çамрăксен Олимпиадине кӗнӗ хыççăн. Брейкинг – хăйне евӗр субкультура, пурнăç стилӗ тесен те юрать. Хусанта кăна 10 ытла брейкинг шкулӗ ӗçлет. Районсенче сахалрах аталаннă, студисем ытларах Çырчаллинче, Анат Камăра, Элметре тата ытти хуласенче ӗçлеççӗ. 2018 çулта ТР Брейкинг федерацийӗ (президенчӗ паллă брейкер Александр Шаталов) йӗркеленнӗ хыççăн çак спорт тӗсне ТР Спорт министерстви те пысăкрах тимлӗх уйăрма тытăнчӗ. Хусан Раççей чемпионачӗсене йышăнма пуçларӗ.
Нумай пулмасть, февралӗн 20-мӗшӗнче, Бокспа сӗтел çи теннис центрӗнче Брейкингпа Тутарстан чемпионачӗпе первенстви иртрӗ. Йӗркелекенӗ ТР Ташă спорчӗн федерацийӗ. Унта 202 спортсмен хутшăнчӗ, брейкинг чӗлхипе каласан – би-бойсемпе би-герлсем.
Ăмăртусем 7-9, 10-12, 13-15, 16+ çул ӳсӗмӗсен категорийӗсемпе иртрӗç. Чи çивӗч конкуренци шăпах пӗчӗккисен – 7-9, 10-12 çултисен – хушшинче пулчӗ, мӗншӗн тесен хутшăнакансен шучӗ нумай. 60-70 ытла спортсмен хушшинче топ-16 шутне кӗме çăмăл мар. Ташă çаврăмӗнче вăй-хал элеменчӗсем, тӗрлӗ фризсем пулмаллах. Паллах музыкăпа килтерсе тумалла пурне те, ритм туйăмӗсӗр те ӗç тухмасть. Брейкингра батлсене (çапла калаççӗ спортсменсем пӗр-пӗринпе тупăшнине) маларах хатӗрлесе хума çук, йăлтах импровизаци. Хăй умӗнче кам, еплерех шайра тăнине кура мӗнпе тухмаллине йышăнать спортсмен. Кăткăс элементсемпе, фризсем пулмаллах, брейкингра вӗсен шучӗ нумай. Енчен те дисциплинăна кӗнӗ элементсене тумасан судьясем балл шайне чакараççӗ. Çавăнпа мӗнпур спорт тӗсӗнчи пекех кунта та тактика малти вырăнта пулмалла.
Сăмах май, чемпионата хутшăннисене Раççейӗпе паллă брейкерсем хакларӗç. Çавсен шутӗнче Любава, Кочубей тата Скотч пулчӗç. Вӗсен паспортри ячӗпе хушамачӗсене тупма май пулмарӗ, интернетра та вӗсем брейкингри хушма ячӗпе палăрса тăраççӗ.
Чемпионат 7-9 çултисен ăмăртăвӗсемпе пуçланса 16 çулран аслăраххисемпе вӗçленчӗ. Суйлав тапхăрӗнче малтан чи лайăх 16 спортсмена, унтан 8-шне, вара чи лайăх 4 брейкера суйлаççӗ. Шăпах вӗсем малти вырăнсемшӗн батлсенче тупăшаççӗ. Пӗрремӗш вырăна тухнисенчен брейкингпа Тутарстан сборнăйӗ йӗркеленет. Ку пысăк чыс, çавăнпа батлсем пӗринчен тепри хӗрӳрех иртрӗç, урай çунманни кăна.
Çӗнтерӳçӗсен шучӗпе Хусанти Break dance studio «ONE» студи палăрчӗ. Ку шкула йӗркелекенӗ Иван Емельянов, хăйех тренер та. Унта çӳрекен атьсемшӗн вăл наставник те, психолог та, юлташ та. Çак студи ачисем 10-12 çултисем хушшинче те палăрчӗç, 13-15 çултисен категорийӗнче вара арçын ачасен хушшинче те, хӗрачасен йышӗнчен те икӗ пӗрремӗш тата икӗ иккӗмӗш вырăнсене йышăнчӗç. Чи кӗçӗннисен хушшинче те пултаруллисем пурччӗ, малти вырăна тухма кăшт çеç çитеймерӗ. Ӗçе парăнса пурнăçласан кăна çапла пысăк çитӗнӳсем тума пулать. Çапла Иван Емельяновăн воспитанникӗсем Тутарстан сборнăйне кӗме тивӗçрӗç. Тренершăн вара ку питӗ пысăк кăтарту.
Ирина ГОРДЕЕВА.
В.Емельянова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев