Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Майнинче ӗç е ӗçлекен çук?

Ялти шкултан вӗренсе тухакан çамрăка акă ӗнтӗ 25-30 çул ял илӗртмест. Хăйӗн малашлăхне фермăра та, машинăпа трактор паркӗнче те курмасть вăл...

Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнин çӗрне «Хузангаевский» хуçалăх тара илсен, кунти чăвашсем питӗ хавхаланнăччӗ. Мӗн тесен те йăхташ-çке-ха хуçи, çитменнине коммунист (Иван Иванович Казанков). Анчах вăхăт нумай та иртмерӗ – тӗрлӗ инстанцие, çав шутра редакцие те, çăхав çыракансем, пухусенче хӗрӳ тухса калаçакансем тупăнчӗç те. Ял халăхне (каярах паллă пулнă тăрăх, ытларах пенсионерсене) ялти фермăна, машинăпа трактор паркне 40 çухрăмри Куркуль ялне куçарни пуринчен ытла хумхантарать иккен. Имӗш Казанков ял халăхне ӗçсӗр хăварнă, çамрăксем яла юлмаççӗ, ял пӗтет. Пытармăпăр, ялти шкултан вӗренсе тухакан çамрăка акă ӗнтӗ 25-30 çул ял илӗртмест. Хăйӗн малашлăхне фермăра та, машинăпа трактор паркӗнче те курмасть вăл. Эппин, Чăваш Майнинче ача çуратакан çамрăксем текех çуккишӗн Казанков айăплă та мар пек.

Çапах та лару-тăрăва уçăмлатма вырăна çитсе килес терӗмӗр. Шел пулин те, фермăсем чăнах та тăлăххăн лараççӗ, выльăх тавраш çук кунта. Машина-трактор та унчченхи пек кӗрлемест. Вăхăтӗнче колхозсем мӗнле аталаннине курнă ватăсен чӗрине ку курăну ыраттармасăр пултараймасть, паллах. Тирпее хăнăхнă вӗсем. Яланхи пекех, ял çыннисем ку ыйтура пӗр шухăшлă пулмарӗç. Пӗрисем Иван Ивановича айăпларӗç пулсан, теприсем сăлтавне ял çыннисенче хăйсенче пулнине пытармарӗç.

– Ял çыннисем выльăх апатне, соляркăна вăрламан пулсан, хуçалăх пӗтместчӗ вăл, – терӗ çирӗппӗн В.Карпов утарçă кун пирки. Вăл каланă тăрăх, И.Казанков Анат Кăтратари инвестор пек çӗре гербицид сапса хавшатмасть, сухалать. Ахаль çын çакна питех сисмест пулсан та, утарçă лайăх чухлать, мӗншӗн тесен кӳршӗ ял хирне гербицид нумай сапнипе унăн вӗлле хурчӗсем вилеççӗ.

Тӗрӗссипе, «Хузангаевский» хуçалăх Чăваш Майнине пӗтерме тӗллев лартман. Элкел районӗнче вырнаçнăскер, ӗнесемпе техникăна хăйне çывăхарах куçарнă çеç. Халăха та ӗçсӗр хăварман. Вӗсен хальччен мӗнле ӗçленӗ, çаплах ӗçлеме май пур. Чăн та, тăван ялта мар, 40 çухрăмри Куркульте. Çуран та каймалла мар. Кашни кун вӗсене (паянхи кун хуçалăхра 22 çын ӗçлет) ирхине 5 сехетре вахта автобусӗ ӗçе илсе каять, кӳрет, тӳлевсӗр апатлантарать. Ӗç укçи те ялшăн япăх мар пек. Ял çыннисем каланă тăрăх, дояркăсем 20 пин тенкӗрен кая илмеççӗ кунта. Кунсăр пуçне ӗçе сиктермесӗр çӳресен кашни уйăхра преми – 5 килограмм аш-какай тата 4 килограмм кăлпасси парăнать. Соцпакет (больничнăй, отпуск) та пур. Çапах та чăвашмайнисене тивӗçтермест ку, юта ӗçе питех каясшăн мар вӗсем.

Халăх мӗншӗн юта кайманнин сăлтавне ăнланма пулать: ферма ялта мар-тăк, урапа тӗпне фураж та, силос-сенаж та хурса килме çук. Инвестор вăл колхоз мар çав, пурлăха вăрлаттармасть, ӗçкӗçе те ӗçре тытмасть. Ку вăл «Хузангаевский» хуçалăхра кăна мар, Раççейри лайăх ӗçлекен мӗнпур хуçалăхра çапла. Урăхла каласан, пурнăçӗ тахçанах улăшннă, халăх кăна çакна ăнланасшăн мар. Эппин, чăвашмайнисен лару-тăрăвӗ çав териех япăх темелли те çук. Мӗншӗн тесен ӗçлес çын валли кунта ӗç пур, ӳркенмелле кăна мар. Чăн та, ял хуçалăхӗ вăл кантур мар, унта çăмăл ӗç çук. Республикăри нумай ял çынни чăвашмайнисене ăмсанать те, мӗншӗн тесен вӗсене Казанков пек ӗç сӗнекен çук, ӗçе тӳлевсӗр илсе çӳрекен пушшех те. (И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество