Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗç, кану çук-тăк, çамрăка ялта хăварма халӗ йывăр

Ялсем пушанни никамшăн та вăрттăнлăх мар, ваттисем вилсе пыраççӗ, çамрăксем яла питех юлманнипе ачасем сахал çуралаççӗ. Темиçе çул каялла ыйтăва инфраструктурăна лайăхлатса (асфальтлă çулсем, çӗнӗ шкул, клуб, ФАП) татса пама тăрăшрӗç пулсан, паян куратпăр – çителӗксӗр, урăх мелсем кирлӗ

Кун пек мелсенчен пӗрне ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви сӗнет, урăхла каласан, ял çамрăкӗсене халӗ ялта та лайăх пурăнма майсем пуррине çамрăксен чӗлхипе ăнлантарма тăрăшать, вӗсене ялта хăварас тесен республикăн тата мӗн тумаллине палăртать.

Темиçе çул ӗнтӗ республикăн хулисемпе район центрӗсене «Майсен вăхăчӗ» («Время возможностей») çамрăксен турне йӗркелет вăл. Кăçал вара ТР Президенчӗн Р.Миннихановăн хушăвӗпе ялсене çитсе унти çамрăксемпе тӗл пулнă. Çулçӳреве министерство Тутарстанри Аграри çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗпе пӗрле йӗркеленӗ. Вăл августăн 22-мӗшӗнче Азнакай районӗнче пуçланнă та сентябрӗн 16-мӗшӗччен тăсăлнă. Ятарлă паллăллă автомобильсемпе икӗ хутлă автобуспа Тутарстан тăрăх 15 000 километр иртсе 100 ытла ял хутлăхне çитнӗ. Ял çамрăкӗсемпе «Ял вăйӗ» 70 ӗçлӗ вăйă ирттернӗ, 14-35 çулсенчи 5000 ытла çын хутшăннă. Çапла майпа ял çамрăкӗсемпе пӗрле пӗр команда пулса ял хутлăхӗсене лайăхлатассин, районсенчи çамрăксен политикине аталантарассин стратегине хатӗрленӗ. Тӗлпулусен вăхăтӗнче ялти çамрăк специалистсем валли регион тата федераллă шайра мӗнле-мӗнле патшалăх пулăшăвӗсем, грантсем, конкурссем пуррине, ялти ипотекăна мӗнле илмеллине тӗплӗн ăнлантарнă. Сăмах май, çамрăксем валли хатӗрленӗ патшалăх пулăшăвӗсене Аграри çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗ мобильлӗ приложение пухнă иккен. Ку енӗпе çӗнӗлӗхсене пӗлсе тăрас тесен çак приложение телефон çине кăна уçласа илмелле.
Турăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе журналистсене «Татар-информ» агентствăра сентябрӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов, Тутарстанри Аграри çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳçи Диляра Шувалова тата ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн çумӗ Марсель Махмутов паллаштарчӗç.
Яллă вырăнсене аталантарасси, çамрăксене яла хăварасси пек çивӗч ыйту халь кăна тăмасть, анчах вӗсене темшӗн ял çыннисене хăйсене хутшăнтармасăр татса пама тăрăшнă хальччен. Калăн, хула урамӗсем тăрăх утса çӳрекен чиновник ял çыннине мӗн кирлине унран лайăхрах пӗлет.
Спикерсем ялсене йӗркеленӗ тур пирки хăпартланса каласа пачӗç. Вӗсене ял çыннисем хуларисенчен тум, гаджетсем енчен нимӗнпе те уйрăлса тăманни кӗтменлӗх те пулнă. Министерство ял çамрăкӗ мӗнле тата мӗнпе пурăннипе хальччен интересленменнине кăтартать ку. Харпăр ӗç пуçарма мӗнле-мӗнле программăсем ӗçлени пирки ăнлантарни лайăх-ха, питӗ кирлӗ ӗç. Анчах çамрăксем ӗçпе кăна пурăнманнине шута илсе вӗсен канăвне те йӗркелемелле. Совет самани вăхăтӗнче ку ӗçе вырăнти культура уйрăмӗ илсе пынă пулсан, халӗ – çук. Темиçе çул каялла çул çитменнисем валли йышăннă «комендант вăхăчӗ» пирки закона вӗсем хăйне май ăнланса çак ӳсӗм çулне ялти мӗнпур çамрăка кӗртрӗç. Республикăри ялсенчи Культура çурчӗсем хӗлле –22, çулла 23 сехетчен кăна ӗçлеççӗ халӗ. Культура çуртне эрни-эрнипе уçман ялсем те пур. Пандемиччен çамрăксем шкулти спорт залӗсене кӗрсе вылянă пулсан, халӗ унта та кӗртме чарнă. Шел те, Çамрăксен ӗçӗсен министерстви кун çинчен пӗлмен те иккен. Юрать-ха, ял çамрăкӗсем хальхинче ыйтăва хăйсем çӗклесе ялсенче те спорт площадкисем туса пама ыйтнă. Анчах каллех ыйту – çамрăксем шутлă кăна пурăнакан ялсенче тăвӗç-ши вӗсене? Социаллă объект лартасси халăх шучӗпе тӳрремӗнех çыхăннă-çке. Вăхăт вăл ялта та пӗр вырăнта тăмасть. Çамрăк специалистсем пултарулăха ӳстерме курссем çитменнине, «Парикмахерски», илемпе çыхăннă ытти тивӗçтерӳсем кирлине каланă. Çапах та проблемăна тинех илтрӗç тесе шанас килет. Мӗншӗн тесен ӗç, кану çук-тăк, çамрăка ялта хăварма халӗ кансӗр. Унчченхи меслетсем кивелнӗ-тӗк, çӗннисем кирлӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.

​ 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев