Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ӗçӗ куç умӗнче

«Хăй килӗнче те вăл квартирант пек çеç, апатра тата каçхине кăна курăнать-тӗр», – тесе шутлаççӗ ун çинчен ял çыннисем.

Ӗçчен те пуçаруллă çынсем пурăнакан Алешкин Саплăк ялӗн историйӗ 4 ӗмӗре тăсăлать. Паян ăна паллама та çук: Культура çурчӗ, почта уйрăмӗ, ял пуçлăхӗн офисӗ (ăна 2019 çулхи август уйăхӗнче уçрӗç), икӗ хутлă шкул, ун çумӗнче ялти пӗрремӗш вӗрентекенӗн В.С.Дементьевăн (Петр Дементьев паттăрăн ашшӗ) музей-хваттерӗ, инçех мар çӗнӗ ача сачӗ, хирӗçре фельдшерпа акушер пункчӗ, лавкка. Çырмара часавай, ун çумӗнче Кăшарнире шыва кӗмелли купель. Ялăн тӗп урамне сарнă такăр çула хăнăхрăмăр ӗнтӗ.
Ялта пурăнакансем, уйрăмах ватă çынсем, тӗлӗнеççӗ: Алешкин Саплăк ял хутлăхӗн пуçлăхӗ мӗнле веçех ӗлкӗрет пирӗн? Ял çыннисем ӗçлекен тӗлсенче вăл пур çӗрте те пур: акара та, вырмара та, фермăра та, стройкăра та, йывăç лартнă çӗрте те, юр тасатнă тӗлте те, масар картине тытнă çӗрте те, тимӗр кӗпер тăвас тӗлте те. «Хăй килӗнче те вăл квартирант пек çеç, апатра тата каçхине кăна курăнать-тӗр», – тесе шутлаççӗ ун çинчен ял çыннисем.
Алешкин Саплăк ял хутлăхне 6 ял кӗрет. Пирӗн паянхи тӗп сăнар Петр Артемьев ăна 2009 çултанпа ертсе пырать. Пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пӗлет: ваттипе – ватăлла, çамрăкпа – çамрăкла, юлташ пек калаçать. Хăйне пысăка хуманнипе ăна ял-йыш хисеплет те. Çынсем час-часах канаш илме килеççӗ ун патне, вăл е ку ыйтура ăнлантарса пама ыйтаççӗ. Ара, унран лайăхрах кам пӗлтӗр яла пырса тивекен саккунсемпе çӗнӗлӗхсене?
Саплăкра депутатсем вăйлă, активистсемпе пулăшакансем те пур. Ытларах вӗсем çине таянса ӗçе палăртать те пуçлăх.
2013 çулта ялсене Хусантан пулăшу сӗнчӗç: çынсем ял валли пуçтарнă 1 тенкӗ çумне патшалăх 4 хушать.  Анчах ăна ял хутлăхне аталантарас ыйтусемпе референдум ирттерсе çеç илме пулать. Тăкаксем витӗр курăнаççӗ, ӗçӗ куç умӗнче. Çынсем референдумра «кирлӗ мар» терӗç-тӗк, нимӗн те тăваймастăн, вӗсен йышăнăвӗпе килӗшмелле пулать.
Пӗрлехи ӗçсем валли Алешкин Саплăкра унчченех укçа пуçтарма тытăннă. Веçех ялта район Акатуйне ирттерессинчен пуçланчӗ. 2010 çулта кивӗ масар тӗлӗнче Николай Угодник ячӗллӗ йывăç чиркӳ туса лартрăмăр. Çак чиркӗве тата 2005 çулта лартнă часавая ял хастарӗсем тума пулăшрӗç. Ун чухне район пуçлăхӗн çумӗ пулса ӗçлекен Александр Шадриков та нумай пулăшрӗ. 2011 çулта çулла чиркӗве светить тума Тутарстан митрополичӗ Анастасий хăй килнӗччӗ.
2012 çулта Алешкин Саплăк 400 çул тултарнине район шайӗнче анлăн паллă турăмăр. Ăçтан кăна килмерӗç хăнасем. Пулăшакансем те, паллах, сахалăн марччӗ, анчах яваплăха хăй çине илекенни пӗрре кăна – Петр Николаевич. Мӗнле чăтрӗ-тӗр?
Çак çулах ялăн хӗвелтухăç енче пӗр километра яхăн посадка лартрӗç.
2013 çулта Алешкин Саплăкри шкул 110 çул тултарнине паллă турăмăр. Мӗнле унта ял пуçлăхӗн пулăшăвӗсӗр? Пур ыйтăва та тимлемелле.
2015 çулта Культура çурчӗ çумӗнчи мемориал комплексне юсаса çӗнетрӗç, Кивӗ Тăваньелпе Кивӗ Сатуркка ялӗсенчи обелисксене çӗнӗрен турӗç. Петр Артемьев малашне тылра ӗçленисемпе вăрçă ачисене халалланă палăк лартасси çинчен ӗмӗтленнине пӗлтерчӗ.
Çак çулсенчех Алешкин Саплăкри масара тирпейлерӗç, Тутар Саплăкӗнчи кивӗ (пӗрремӗш) масара та, иккӗмӗшне те, Кивӗ Тăваньелӗнчи масара та карта тытса тирпей кӗртрӗç.
Районта цеолит производствине тапратса ярсан Алешкин Саплăкри тата ытти ялсенчи урамсене унăн щебенкипе çулсем тума пуçларӗç. Пурӗ 15 километра яхăн урамсене цеолит çулӗ сарнă. Ытти урамсене 2020 çулта сарса пӗтересшӗн.
Кăçал ялта çӳп-çап контейнерӗсем вырнаçтарса тухрӗç. Шкул урамӗнче «Благодеяние» фондăн офисне туса хучӗç. Тата халиччен пулман япала: октябрь уйăхӗнче эпир панулми сачӗ (3000 тӗп), хыр посадки (8000 тӗп), каврăç (ясень) посадки (30000 тӗп) лартрăмăр.
Пулăшакансемсӗр мар. Хамăр ял çынни, усламçă Альфред Хайруллин Тăваньел çывăхӗнче пысăк сад лартрӗ: 101 гектар улмуççи, 10 гектар хăмла çырли, 10 гектар çӗр çырли. Вăл та нумай пулăшрӗ.
Патшалăх программисене те пирӗн ял хутлăхӗ хутшăнсах пырать. Юлашки çулсенче Алешкин Саплăкра 50 вырăнлă ача сачӗ, Кивӗ Тăваньелӗнче 15 вырăнлă ача сачӗ, Тутар Саплăкӗпе Тăваньелӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем, Саплăкри шкул çумӗнче мини-футбол площадки уçăлчӗ. Унсăр пуçне тӗп ялти Культура çурчӗн тăррине, котельня тăррине, шкул тăррине çӗнӗрен витрӗç. Кивӗ Тăваньелӗнчи шкула тӗпрен юсарӗç. Тутар Саплăк тата Кивӗ Тăваньел ялӗсем витӗр иртекен Çӗпрел – Пăва – Хусан автоçул тăршшӗпе урам çутти тутарнă. «Таса шыв» программăпа икӗ Саплăкра та тӗп водоснабжени ячӗç. Кун пек хăтлăх çинчен пирӗн çынсем ӗмӗтленме те пултарайман. 2020 çулта Çӗнӗ Тăваньелпе Кивӗ Тăваньеле шыв кӗртме палăртнă.
Кăçал çулла Тутар Саплăк ялӗнчи Шоссейная урамӗнче тротуар турӗç. Çак çуллах Алешкин Саплăкри авалхи масар тӗлӗнче часавай лартрӗç. Хальхи вăхăтра унта карта тытса йывăç лартас ӗç вӗçленсе пырать. Кӗркунне Туслăх кӳллине пулă ячӗç.
Çак пысăк ӗçсене патшалăх та, ял çыннисем те хастар хутшăнаççӗ, çапах спонсорсем пулман пулсан, ӗçсем ун пек ăнăçлах кайман пулӗччӗç.  Ялти усламçăсем кирлӗ пуçарусенчен нихăçан та айккинче юлман: Александр Марков, Виктор Марков, Виктор Артемьев, Владимир Журавлев тата ыттисем. Çапла «Туслăх кӳлли» çумӗнчи апатлану вырăнӗ те, чӗнтӗрлӗ кӗпер те, ытти объектсем те тăвăнчӗç.  Вӗсенчен «Мӗншӗн эсир ял хăтлăхӗшӗн çапла нумай укçа тăкатăр?» – тесе ыйтсан, вӗсем хаваслансах хуравлаççӗ: «Кирлӗ ӗçшӗн укçа шеллесе лармалла мар. Вӗсем вӗт хамăр ялшăн, тăван çӗршыв уссишӗн, пулас ăрушăн».
Ял хутлăхӗн ӗçӗсемпе кăсăклансан Петр Артемьев те чăнласа, те шӳтлесе: «Ывăнтăм!» – тет те йăл кулса малалла ӗçлет. Ăнланатпăр, çăмăл ӗç мар ӗнтӗ муниципалитетра вăй хурасси. Требованисем ӳссе пыраççӗ, саккунсем улшăнсах тăраççӗ. Ялти кашни çынна пырса тивеççӗ вӗсем.
Шанатăп, ял хутлăхӗн пуçлăхӗн команди кун пекех тăрăшса ӗçлесен, пуласлăхра Алешкин Саплăк Çӗпрел районӗнчи чи илӗртӳллӗ, хăтлă, илемлӗ ял пулса тăратех. Кун пирки пирӗн ял çыннисем иккӗленмеççӗ.

Валентин МАКАРОВ.
А.Наумовпа К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев