Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăксем аптрамаççӗ, ветерана саламлама май тупаççӗ

Хусанта пурăнакан Рустам Хабибуллин ветерана çамрăксем вăл пурăнакан çурт картишне килсе саламларӗç. «Таврида» арт-кластер пайташӗсем хисеплӗ ветерана концерт номерӗсемпе çеç мар, URAM юхăмăн çамрăк ӳнерçисем хатӗрленӗ открытка парса та савăнтарчӗç.

Кăçал Çӗнтерӳ кунӗ ытти çулхи пек массăллă мероприятисемпе иртеймерӗ пулсан та вăл шăп, пӗр палăрмасăр иртрӗ тееймӗн. Кашни çемьех çак уява май çитнӗ таран чаплă ирттерме тăрăшрӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем те тимлӗхсӗр юлмарӗç ӗнер.

Ак, тӗслӗхрен, Хусанта пурăнакан Рустам Хабибуллин ветерана çамрăксем вăл пурăнакан çурт картишне килсе саламларӗç. «Таврида» арт-кластер пайташӗсем хисеплӗ ветерана концерт номерӗсемпе çеç мар, URAM юхăмăн çамрăк ӳнерçисем хатӗрленӗ открытка парса та савăнтарчӗç. Таврари çуртсенче пурăнакансем çамрăксен пултарулăхне хăйсен чӳречисенчен, балконӗсенчен пăхса тăчӗç.

«Хисеплӗ юлташсем, çак концерт мана çав тери хавхалантарчӗ паян. 91 çула çитсе хам пурнăçра нумай юрă-ташă курнă-илтнӗ эпӗ, хам та юрланă та, ташланă та. Халь те, ак, сирӗнпе пӗрле юрласа ташлама хирӗç мар. Малашне те çакăн пек хаваслă пурăнасси пирки иккӗленместӗп. Эсир Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пирки ан манăр, ăруран ăрăва астăвăма упрăр», – терӗ ветеран.

Мероприятие санитарипе эпидемиологин пур нормине пăхăнса йӗркеленӗ.

«Çакăн пек лару-тăрура та çамрăксем Тутарстанăн хуть хăш картишӗнчех çапла майпа ветерансене тав тума пултараççӗ. Республика çамрăкӗсем çак акцие хаваспах хутшăнаççӗ», – терӗ ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Анна Захматова.

Каçхине, 1 минут шăп тăрса Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăннă хыççăн, Р.Хабибуллин ветеран пурăнакан çуртри çынсем пурте пӗрле «День Победы» юрра юрларӗç.

 

Сăнӳкерчӗксемпе ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби тивӗçтернӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 75 годовщина победы