Новости с тегом - 75 годовщина победы
-
18 октября 2020 - 13:53Атте миçе чикӗ урлă каçарса йăтса килнӗ чăматанне кӳршӗ яла çитсен çухатнăАтте Берлинах çитнӗ, рейхстаг тăррине ялав çакас операцие те хутшăннă. «Кунта вырăссем нихçан та кӗреймӗç, кунта пирӗн 105 гарнизон тăрать», – тесе çырса хунă лозунг пуррине каласа панă вăл яла килсен. Ялав çакнă чух темиçе совет салтакне персе антарнине те каланă. Рейхстаг тăррине хăпаракансене нимӗçсем пӗр вăрттăн чӳречерен персе тăнă тет. Вара пирӗннисем команда панă – çак чӳречерен перекеннине тӗп тумасăр çӳлелле урăх улăхмалла мар. Ăна тӗп тусан тин вара ялав çакнă.
-
10 мая 2020 - 12:34Сывă пулса вăрçăран таврăнайсан маттур хӗре качча илме ӗмӗтленнӗ Тудияр1942 çулхи раштав уйăхӗнче Минзифана та тантăшӗпе Савнеби Илюхинăпа пӗрле Хӗрлӗ çара илеççӗ. Пӗкӗлме станцийӗнчен 11 кун кайсан, Горький хулинче çар курсӗсенче вӗренет çамрăк хӗр. Унтан Минзифа тинтерех йӗркеленнӗ 1877-мӗш полкри зенитлă батарейăн разведчикӗ пулса тăрать. Виçӗ хӗр талăкӗ-талăкӗпе постра сенкер тӳпене сăнаççӗ. Атăсем типсе ӗлкӗрейменнипе урисем шăнаççӗ, карабин сивӗ, алса алăсене ăшăтмасть...
-
10 мая 2020 - 11:28Çамрăксем аптрамаççӗ, ветерана саламлама май тупаççӗХусанта пурăнакан Рустам Хабибуллин ветерана çамрăксем вăл пурăнакан çурт картишне килсе саламларӗç. «Таврида» арт-кластер пайташӗсем хисеплӗ ветерана концерт номерӗсемпе çеç мар, URAM юхăмăн çамрăк ӳнерçисем хатӗрленӗ открытка парса та савăнтарчӗç.
-
9 мая 2020 - 16:56Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи Çӗнтерӳ вăл – салтаксемпе тыл ӗçченӗсен паттăрлăхӗ1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗ тата 1945 çулхи майăн 9-мӗшӗ. Çак икӗ дата хушшинче хăйне евӗрлӗ тапхăр – 1418 куна тăсăлнă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи. Çирӗп тӗрӗслеври патриотизм, тăшмана курайманлăх совет обществине пӗрлештерсе çӗнейми вăйлă тунă. Салтаксем Çӗнтерӗве вăрçă хирӗнче туптанă пулсан, ахаль çынсем – тылра. Паттăрлăх çулсен ăрăвӗ хăйӗн гражданла тивӗçне туллин пурнăçланă.
-
9 мая 2020 - 16:46Кукаçин ячӗ мӗншӗн кӗнекере çук?1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçă нуши-терчӗ, хуйхи пырса перӗнмен пӗр çемье те çук пуль пирӗн çӗршывра. Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче те çаплах. Ман аттепе анне çемйисене те пырса лекнӗ ку, иккӗшӗн ашшӗ те фронтра пулнă, ыттисемпе пӗрлех унта юн тăкнă. Пӗри вăрçă хирӗнче выртсах юлнă, тепри аманса таврăннă
-
9 мая 2020 - 11:25Унăн тирпейлӗхӗ, йăрăс та патвар утти, çап-çутă та йăлтăртатса тăракан хром аттисем халӗ те ял халăхӗн куçӗ умӗнчеÇӗр çинче пурăнакан кашни çыннăн хăйӗн историйӗ, хăйӗн шăпи. Кашни çын çӗр çинче хăйӗн пурнăç йӗрне хăварать. Çав йӗр тăрăх вăл мӗнле çын пулнине нумай çул иртнӗ хыççăн та тӗпчесе пӗлме пулать. Шел, паллă та чаплă, ăслă та вăйлă çынсем çинчен нумай чухне вăл сывă чухне мар, çут тӗнчерен уйрăлнă хыççăн кăна пӗлетпӗр. Çапах та ваттисем калашле: «Пуян çын вилет – мул юлать, хисеплӗ çын вилет – ят юлать», – тени тӗрӗсех. Çак пӗлтерӗшӗн чăнлăхне Анисим Владимирович Кузнецов пурнăçӗн тӗслӗхӗпе çутатса пама пулать. Вăл – манăн кукаçей.
-
9 мая 2020 - 09:18Хусанта уяв мӗнле иртнине ТНВ тӳрӗ эфирпа кăтартатьПарад кăна пулмасть паян, юна çӗнӗрен хӗртекен уяв пурпӗр тивӗçлӗн иртӗ, урăхла пулаймасть пирӗн. Тутарстанри уяв мероприятийӗсем кунта – https://youtu.be/oDnjgtyjNgQ
-
7 мая 2020 - 17:26Кăнна Кушкинче палăк уçăлатьПалăка ял халăхӗ майăн 9-мӗшӗнче уçма хатӗрленет. Чăн та, малтан палăртнă пек пысăк уявах пулмӗ-ха хальлӗхе. Сăлтавӗ паллă – коронавирус. Çапах та Çӗнтерӳ кунне каярах анлăн паллă тăвас шутлă ял.
-
7 мая 2020 - 10:45Çӗнтерӳ кунне халăх чунӗнчен кăлараймăнМайăн 9-мӗшӗнче «Çӗнтерӳ чӳречи» акцие хутшăнма чӗнетпӗр.
-
30 апреля 2020 - 17:55Хурав кӗтекен виç кӗтеслӗ çырусемВăрçă вăхăтӗнчи сыхланса юлнă çырăва хуравласа çамрăк салтака е тыл ӗçченне çыру çырма май пур. Хурава хуть мӗнле форматпа та ( текст, аудио е видео) çырма юрать.
-
30 апреля 2020 - 10:31«Пирӗн Çӗнтерӳ кунӗн» эстафетине паян Тутарстан илчӗИсторире пӗрремӗш хут «День Победы» юрă Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен чӗлхипе янăрать. Марафона кашни кун пӗрер регион хушăнать. Самарăран эстафетăна паян Тутарстан илчӗ.
-
29 апреля 2020 - 11:30Çӗнтерӳ юррин эстафети Самара çитрӗАкцие Тутарстан те хутшăнма хатӗрленет. Эпир чăвашсем Çӗнтерӳ юрри чăвашла янăрасса чăтăмсăр кӗтетпӗр.
-
28 апреля 2020 - 13:39Кашни тӗпре салтак чунӗТеччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăм ялӗ иртнӗ шăматкун, апрелӗн 25-мӗшӗнче, акцие хутшăнса ял варринчи клубпа шкул хушшинчи лаптăка 50 тӗп чие тӗмӗ лартрӗ.
-
27 апреля 2020 - 16:30Чăвашсиреньелсем тухтăрсене, ял çыннисене пулăшаççӗКультура çурчӗн ӗçченӗсем кунсерен 200-250 маска, врачсем валли костюмсем çӗлеççӗ
-
24 апреля 2020 - 11:27САМОЛЕТСЕНЕ МОТОР САССИНЧЕНЕХ ПАЛЛАНĂ1943 çулхи çӗртме уйăхӗнчен пуçласа Минзифа аслă разведчик, ефрейтор. Вăл самолетсене моторӗ сассинчен, кӳлепинчен камăн пулнине тӳрех тавçăрса вăхăтра штаба пӗлтернӗ.