Сувар

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи Çӗнтерӳ вăл – салтаксемпе тыл ӗçченӗсен паттăрлăхӗ

1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗ тата 1945 çулхи майăн 9-мӗшӗ. Çак икӗ дата хушшинче хăйне евӗрлӗ тапхăр – 1418 куна тăсăлнă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи. Çирӗп тӗрӗслеври патриотизм, тăшмана курайманлăх совет обществине пӗрлештерсе çӗнейми вăйлă тунă. Салтаксем Çӗнтерӗве вăрçă хирӗнче туптанă пулсан, ахаль çынсем  – тылра. Паттăрлăх çулсен ăрăвӗ хăйӗн гражданла тивӗçне туллин пурнăçланă.

1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗ тата 1945 çулхи майăн 9-мӗшӗ. Çак икӗ дата хушшинче хăйне евӗрлӗ тапхăр – 1418 куна тăсăлнă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи. Çирӗп тӗрӗслеври патриотизм, тăшмана курайманлăх совет обществине пӗрлештерсе çӗнейми вăйлă тунă.

Салтаксем Çӗнтерӗве вăрçă хирӗнче туптанă пулсан, ахаль çынсем  – тылра. Паттăрлăх çулсен ăрăвӗ хăйӗн гражданла тивӗçне туллин пурнăçланă.

Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăмӗнче пурăнакан Клавдия Никитична Михайлова вăрçă пуçланнă вăхăтра 32-ре пулнă. Çемьеллӗскер, тăватă ача ӳстернӗ. 1941 çулхи июнь уйăхӗн пӗр çумăрлă кунӗнче çемье пуçлăхне те вăрçа кайма ят тухать. Кама савăнтартăр-ха ку хыпар? Клавдин те акă, упăшкине çул çине парса яма тесе повидлăпа вӗт кукăле çу çинче ăшаланă чух куççулӗ юхнă та юхнă, чунӗ сиснӗн тутисем вӗçӗмсӗр пăшăлтатнă: «Таврăнаймасть, таврăнаймасть...»

Клавди тăван «Ленин çулӗпе» колхозра вăйне хӗрхенмесӗр дояркăра ӗçленӗ. Ăна шанса панă ушкăнра 24 ӗне. Кăнтăрла та, çӗрле те чупма тивет ӗçе, ара, сăлтавӗ тупăнсах тăрать вӗт: пăруланă хыççăн ӗни ура çине тăраймасть е пăрушкасем вăйсăрланнă, чирленӗ...

Кӗркунне тӗлне ялта арçынсем юлманпа пӗрех. Хирти тырра вара çапмаллах, ниме пăхмасăр. Колхоз председателӗ киле пырса: «Клавди, сансăр май çук, атя хир бригадин бригадирӗ пул», – тет. Хӗрарăмсем кӗлте çыхнă, Клавди вара улăм урисем туса тăнă. Вăл вăхăтра ку ӗçе ялта урăх никамах та тума пӗлмен.  Унтан çӗртме сухи пуçланнă...  Турта хушшине пӗр хӗрарăм тăнă, тепӗр иккӗшӗ икӗ енчен сӗтӗрнӗ.  Клавди каллех чи йывăр çӗрте – ун аллинче сухапуç. Арçынсенчен кая мар тытнă вăл йывăр сухапуçа, йăранӗсем тӳп-тӳрӗ пулса пынă. Хăйсен колхозӗн çӗрӗсене сухаласа пӗтернӗ-пӗтерменех кӳршӗллӗ «Чулпан» колхоз куççуль витӗр пулăшу ыйтма çитнӗ: «Клавди, пулăш». Каллех сухапуç унăн аллинче, мӗншӗн тесен  кӳршӗсен пӗр хӗрарăмӗ те суха пуç тытма пӗлмен.

1943 çулта колхоза кӗлте çапмалли барабан кӳреççӗ. Агрегата йӗтем çине вырнаçтараççӗ.  Кӗлте çапма кама шанаççӗ тетӗр? Клавдие. Хӗрарăмсем кӗлте çыххине салтса тăраççӗ, вăл вара барабана ывăтать. Куç курми тусан,  тырă хылчăкӗ тарланă ӳте çыпăçса чикет. Киле таврăнсан Клавди ӗнине сăвать , çăвăнсан вилнӗ пекех вырăн çине тӳнет. Тепӗр кун кăвак çутăпа каллех хире. 

Ачисем çав вăхăтра хăйсене хăйсем пăхнă, вăй çитнӗ таран амăшне пулăшма тăрăшнă.  Аслисем, Генăпа Саша, утă çулнă, типӗтсе купана хунă, кӗтӳ кӗтнӗ. Кӗçӗннисем, Валентинăпа Иван, вăрманта çăка çулçи пуçтарнă, типӗтсе вӗтетсе хунă. Амăшӗ ӗçрен таврăнсан çӗрулмине хырса çăнăх вырăнне хайхи çăка çулçине ярать, унтан кăвар умӗнче тутлă пашалу пӗçерсе парать вӗсене.

Пӗррехинче ашшӗ çартан салтаксен ушкăнӗпе ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗк ярса парать.  Ачисем ку сăнӳкерчӗке «атте» теççӗ. Алăран алла ярса пăхнисӗр пуçне апатланма ларсан та, пӗрле çитӗр тесе санӳкерчӗке сӗтел çине хураççӗ. Шел, ашшӗнчен хыпар урăх килмест.  Клавди мăшăрӗнчен  мӗнле те пулсан хыпар куллен кӗтет, пурпӗр çыру кӗтсе илеймест. Унтан вырăнти учительницăран  çар комиссариатне упăшки çинчен ыйтса хут çыртарать. Усал хыпар нумай кӗттермест, пӗр хут татки килет – «хыпарсăр çухалнă». Нумай куççуль тăкать Клавди, анчах ӗçрен пӗр кун та юлмасть, мӗншӗн тесен пуриншӗн те тӗслӗх вăл.

Вăрçăра салтак вилни çинчен хыпар килсен, çемйисене уйăхсерен пособи пама тытăннă. Клавдин вара упăшки «хыпарсăр çухалнă», эппин, пособи пăхăнман...  Вăрçă чарăнсан темиçе çултан кăна Клавдин çемйине пособи паркалаççӗ.

Вăрçă çулӗсенче тыл, тӗпрен илсен, хӗрарăм çинче тытăнса тăнă, мӗншӗн тесен шăпах вăл хăйне хӗрхенмесӗр ырми- канми ӗçлесе, ачисене, выльăхӗсене пăхса тата тырă ӳстерсе фронта пулăшнă. Ял çыннисем Аслă Çӗнтерӗвӗн экономика никӗсне хывнă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи – тӗнче историйӗнчи чи йывăрри.  Ирӗклӗхшӗн, тăван çӗршывшăн миллионшар çын пурнăçа хӗрхенмен. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи Çӗнтерӳ вăл – салтаксемпе тыл ӗçченӗсен паттăрлăхӗ.

Луиза СТЕПАНОВА,

Теччӗ районӗ,

Чăваш Чакăлтăм ялӗ.

Михайловсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: