Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хурав кӗтекен виç кӗтеслӗ çырусем

Вăрçă вăхăтӗнчи сыхланса юлнă çырăва хуравласа çамрăк салтака е тыл ӗçченне  çыру çырма май пур. Хурава хуть мӗнле форматпа та ( текст, аудио е видео) çырма юрать.

Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çулхи юбилейне халалланă «Связь поколений – история в письмах» федераллă проекта тутарстансем те хутшăнма пултараççӗ. Йӗркелӳçӗсен сăмахӗсем тăрăх, ку вăл социаллă проект. Вăрçă вăхăтӗнчи виç кӗтеслӗ çырусем салтака тăванӗсемпе çыхăнтаракан пӗртен-пӗр мел пулнă. Çав çырусенче вăл вăхăтăн чăнлăхӗ, пирӗншӗн темрен те хаклă документ. Вăрçă вăхăтӗнче пурӗ 11 миллиард çыру çырнă, анчах та вӗсенчен пурте адресата çитеймен, çавăнпа хуравсăрах юлнă.

historyinletters.ru  цифрăллă çӗнӗ платформа вара кăмăл пуррисене пурне те çав çырусене хуравласа çыру яма май парать. Вăрçă вăхăтӗнчи сыхланса юлнă çырăва хуравласа эсир çамрăк салтака е тыл ӗçченне çырма пултаратăр. Хуть мӗнле форматпа та (текст, аудио е видео) юрать. Çаплах портала çемье архивӗнчи виçкӗтеслӗ çырусене, сăнӳкерӗксене вырнаçтарма, тăвансемпе çывăх çынсене тав тума пулать, анчах хăвăрăн хальхи пурнăç, мӗн ӗмӗтленни çинчен те çырса ямалла. Чи лайăх хуравăн авторне асăнмалăх парне кӗтет. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 75 годовщина победы