Сувар

Чăвашсиреньелсем тухтăрсене, ял çыннисене пулăшаççӗ

Культура çурчӗн ӗçченӗсем кунсерен 200-250 маска, врачсем валли костюмсем çӗлеççӗ

Эпир, ялти Культура çурчӗн ӗçченӗсем, коронавирус сарăлнине пула пуçланнă карантин вăхăтӗнче, ытти нумай çын пекех, килте ларатпăр. Çапах та алă усма шутламастпăр та. Самоизоляци режимӗ пуçланнăранпах эпир тухтăрсем валли маскăсем тата ятарлă костюмсем çӗлетпӗр. Малтан, паллах, çăмăлах марччӗ: ара, çӗвӗ машинкипе çӗлеме хăйне евӗрлӗ хăнăху кирлӗ вӗт, тем тесен те. Çапах та шкулта ӗç урокӗсенче çӗлеме вӗренни шăп халь кирлӗ пулчӗ. Аса илтӗмӗр, хăнăхрăмăр, вӗрентӗмӗр, вара – ӗç вӗресе каймарӗ-и!.. Кунсерен 200-250 маска, 4 комплект хӳтӗленмелли костюм çӗлетпӗр халь.

Кунсăр пуçне ытти бюджет организацийӗсенче ӗçлекенсемпе пӗрле ял хутлăхӗн территорине çӳп-çапран тасатас субботниксене хутшăнатпăр. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине халалласа ирттернӗ акцие те хутшăнтăмăр: паркра хыр тата лиственница хунавӗсене лартрăмăр.

Ялти ватăсене те тимлӗхсӗр хăвармастпăр – килтен тухса çӳреймен шурсухалсене пур енлӗн волонтерла пулăшу пама тăрăшатпăр.

Çак вăхăтрах хамăрăн тӗп тивӗç пирки те манмастпăр: социаллă сетьсенче культурăпа çутӗç ӗçне илсе пыратпăр. Хамăрăн социаллă сетьсенчи туссем (вӗсем пирӗн 900 çын ытла) ан тунсăхлаччăр тесе тӗрлӗ конкурссем ирттеретпӗр, кивӗ сăнӳкерчӗксемпе видеосем  вырнаçтаратпăр, халăха çӗнӗ хыпарсемпе паллаштаратпăр, мастер-классем ирттеретпӗр, тӳрӗ эфирсем йӗркелетпӗр. Кунсăр пуçне ял-йыша паллă пулăмсене – ТАССР 100 çул, Аслă Çӗнтерӳ 75 çул тултарнине халалланă тӗрлӗ флешмобсене хутшăнма явăçтаратпăр. Пӗрле паллă поэтсен сăввисене вулатпăр, çав шутра – чăвашла та.

Çак çăмăл мар вăхăтра пурне те çирӗп вăй-хал, чăтăмлăх, малашлăха шанма сунас килет. Кӗçех хăрушă вируса çӗнтерессе пӗтӗм чунтан шанатпăр, вара пирӗн пурнăç каллех унчченхи пек хăнăхнă йӗркене кӗрӗ. Пурне те çирӗп сывлăх сунатпăр! (Елена ТИХОНОВА.Чăваш Сиреньел ялӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: