Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăнна Кушкинче палăк уçăлать

Палăка ял халăхӗ майăн 9-мӗшӗнче уçма хатӗрленет. Чăн та, малтан палăртнă пек пысăк уявах пулмӗ-ха хальлӗхе. Сăлтавӗ паллă – коронавирус. Çапах та Çӗнтерӳ кунне каярах анлăн паллă тăвас шутлă ял.

Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки ялӗн варри чăн-чăн культура комплексне çаврăнчӗ тесен те юрать:  И.Я. Яковлев çуралнă çурт вырăнӗнче часавай,  ялтан тухнă паллă ентешсене халалланă монумент... Халӗ акă вӗсен çумне тепӗр культура объекчӗ – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа çӗнӗ палăк – хушăнчӗ. Теччӗ районӗн Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи, çак ялта çуралса ӳснӗ Володар Аркадьевич Тимофеев пӗлтернӗ тăрăх, палăка ял халăхӗ майăн 9-мӗшӗнче уçма хатӗрленет. Чăн та, малтан палăртнă пек пысăк уявах пулмӗ-ха хальлӗхе. Сăлтавӗ паллă – коронавирус. Çапах та Çӗнтерӳ кунне каярах анлăн паллă тăвас шутлă ял. Çапла тумашкăн сăлтавӗ пысăк, пӗрремӗшӗнчен, Аслă Çӗнтерӗве 75 çул, иккӗмӗшӗнчен, палăка халăх хăй вăйӗпе лартнă.

Унчченхи кивӗ обелиска çӗнетес шухăша, çаплах пулас палăкăн проектне те, халăхпа пӗрле йышăннă иккен кунта. Укçа-тенкине вара ялта пурăнакансем кăна мар, тӗнче тăрăх саланнă ял-йыш та панă. 100 пин тенкӗ пухăннă пӗтӗмпе. Сулăм программипе республика кашни тенки çумне тата 4-шар тенкӗ хушнă. Çапла сăваплă ӗç валли 500 пин тенкӗ укçа пухăннă та кăннакушкисен. Обелискпа унăн территорине хăтлăх кӗртесси пӗтӗмпе 600 пин тенке ларнă.

Палăк вара чăнах та чаплă, пӗчӗк мар, тăршшӗ 8-метр, çӳллӗшӗ 2,5 метр. Никӗсне ял çыннисем пӗлтӗр кӗркуннех ярса хăварнă-ха, кăçал юр ирӗлсенех ӗçе пуçăннă. Паллă ӗнтӗ, ял çыннисемпе пӗрлех ятарласах ăстасене те явăçтарма тивнӗ. Обелиск çинчи мрамор хăмасене Чăваш Енри Елчӗкри ăстасем туса панă. Хăмасем çине вăрçăран таврăнманнисене те, таврăннисене те, чи хастар тыл ӗçченӗсене те – пӗтӗмпе 320 хушамат – çырнă. Обелиск умне тата тротуар сарма (60 тăваткал метр) район администрацийӗ брусчаткăпа бордюрсем парса пулăшнă. Ял халăхӗ пӗрле пуçтарăнса ятарласа субботника тухнă. Куратпăр ӗнтӗ, кăннакушкисем фронтра тата тылра Çӗнтерӗве туптанă пӗр çынна та манман. Кашнине асра тытса лартнă палăка çӗнетсе тата мăнаçлăрах тунă. (А.Пыркин сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 75 годовщина победы