Сувар

Кукаçин ячӗ мӗншӗн кӗнекере çук?

1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçă нуши-терчӗ, хуйхи пырса перӗнмен пӗр çемье те çук пуль пирӗн çӗршывра. Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче те çаплах. Ман аттепе анне çемйисене те пырса лекнӗ ку, иккӗшӗн ашшӗ те фронтра пулнă, ыттисемпе пӗрлех унта юн тăкнă. Пӗри вăрçă хирӗнче выртсах юлнă, тепри аманса таврăннă

Асатте

Асатте Çертта ятлă пулнă, хут çинче – Сергей Сергеевич Ларионов. Ун ашшӗне Ларкка Çеркейӗ тенӗ. Çертта ялти Елена Анисимовна Кудрявцевăна (Эниçка Еликӗ) качча илнӗ.

Елик малтан хамăр ялта Казаков хушаматлă çынна качча кайнă пулнă. Вӗсен Альтук ятлă хӗр пулнă (1919 çулхи). Çерттапа Еликăн пӗрлехи тата 4 ача çуралнă: Вера (1928), ман  атте Николай (1929 çулхи, ялта ăна Саня тесе чӗнетчӗç), Илья (1932), Мария (1938). Вера Чăваш Çӗпрелне Мусаткин хушаматлă çынна качча кайнă, Ульяновск облаçӗнчи Майна районӗче пурăннă. Атте ӗмӗрне ялта пурăнса ирттерчӗ, платникчӗ. Илюк колхозра тракторпа ӗçлерӗ. Вăл 1970-мӗш çулсенче районти трактористсен хушшинче професси конкурсӗнче пӗрремӗш вырăна тухнине астăватăп. Уншăн ăна стена çумне çакмалли сехет панăччӗ, вăл килӗнче çакăнса тăратчӗ. Марье кӳршӗ яла – Çӗнӗ Чукала –  качча кайнă. Нумай çул дояркăра ӗçлерӗ, районта малта пыратчӗ. Ленин орденӗн кавалерӗ, Тутар АССР Верховнăй Совечӗн депутачӗ пулнăскер. Вăл халь пӗччен кăна сывă юлнă ӗнтӗ.

Асатте 1901 çулхи тесе палăртнă  ял Совечӗн хуçалăх кӗнекинче. Эп çакна çирӗплетес тесе Тутарстан патшалăх архивне ыйтса ятăм, анчах ун пирки çырнă метрика хучӗ çук терӗç. Асатте вăрман хуçалăхӗнче вăй хунă, колхоз председателӗн çумӗ те пулнă. Мана кун пирки аттен иккӗмӗш сыпăкри аппăшӗ Валентина Ларионова каларӗ (вăл 1926 çулхи, ялта пурăнать).

«Пысăк пулăр!»

Атте мана темиçе хутчен те ашшӗ мӗнле вăрçа кайнине каласа панă. Асатте ялтан 1942 çулхи июнь уйăхӗнче тухса кайнă, урăх таврăнайман.

– Аттене ăсатма эпир ял хӗрринех кайрăмăр. Атте Илюка килтех алли çине илчӗ те тăршшӗпех йăтса пычӗ. Эп ун çумӗнче чупса пытăм. Уйрăлма вăхăт çитсен атте Илюка çӗре антарчӗ те – иксӗмӗре те ачашшăн пуçран шăлса илчӗ. Юлашкинчен пире: «Пысăк пулăр!» – терӗ.

Çакна кашни каласа памассерен аттен куçӗ шывланатчӗ. Çапла вăл 12 çултах аттесӗр юлнă, килте аслă ывăл пулнăран пӗтӗм ӗçе ачаллах вӗренме тӳрӗ килнӗ. «Вун иккӗрех çăпата хуçма вӗрентӗм», – тесе каласа паратчӗ вăл.

Ялтан кайнă хыççăн икӗ уйăхранах фронтран асанне ячӗпе упăшки хыпарсăр çухални çинчен виçкӗтеслӗ çыру килнӗ. Вăл 1942 çулхи августăн 13-мӗшӗнче çухални çеç паллă. Урăх пӗр хыпар та çук. Ăçта вилнине е çухалнине те пӗлмен çемйи.

Воронежа хӳтӗленӗ

 Эпӗ çак çулсенче интернетри сайтсенче ларса хăш-пӗр япалана шыраса тупрăм. Асатте Воронеж хулине хӳтӗленӗ çӗре хутшăнни паллă пулчӗ. Унта питӗ хăрушă çапăçусем пулнă иккен, Курск пӗккинчен пӗртте кая мар. Асатте 161-мӗш стрелоксен дивизийӗн 569-мӗш полкӗнче çапăçнă, дивизи 60-мӗш армие кӗнӗ. Вӗсем 1942 çулхи июль-август уйăхӗсенче Воронеж хулине анăç енчен фашистсенчен хӳтӗленӗ, çапăçусем  Подгорное, Подклетное, Новоподклетное тата çывăхри ытти ял-поселокра пынă. Кунта пирӗннисен питӗ нумай салтакпа офицер вилнӗ, хыпарсăр çухалнисем вара – тата ытларах! Асатте шăпах çакăнта çухалнă та ӗнтӗ. Эп çакна сайтри донесенисене вуласа пӗлтӗм.

Халӗ асатте ятне вăрçăран таврăнайман ентешсен ячӗсемпе пӗрле ялти палăк çине çырса хунă. Ун пеккисем – вилнисем тата çухалнисем – Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 188 çын.

Ури çинче ялан симӗс маçчӗ...

Мана асаттене курма пӳрмен пулсан, кукаçее вара – Василий Васильевич Симулина – астăватăп. Аттепе анне  колхоза ӗçе кайсан пире шăллăмпа иксӗмӗре кукамай патне леçсе яратчӗç, эпир шкула кайиччен çавăнта ӳснӗ тесен те юрать. Кукаçей вырăнпа выртатчӗ ун чух, сывлайманнипе нуша куратчӗ, хулпуççине сиктерсе сывлатчӗ, вăраххăн ӳсӗретчӗ. Пӗр ури çинче ялан симӗс маçчӗ, вăл пӳрленсе тăратчӗ – ун витӗр пуля тухса кайнă пулнă иккен.

Кукаçей çинчен ытларах калама пулать. Вăл 1897 çулхи майăн 17-мӗшӗнче (çӗнӗ стильпе) çуралнă, çакна Тутарстан патшалăх архивӗнчен пӗлтерчӗç. Ун малтанхи арăмӗ вилнӗ унăн, вара вăл ялти Устиния Дмитриевна Антиповăна качча илнӗ (вăл та малтан качча кайнă пулнă, упăшки вилнӗ). Кашнин малтанхи çемьерен пӗрер ача пулнă. Пӗрле вара вӗсем тата ултă ача çуратнă. Ольга (1928) 42 çул Мускавра пурăнчӗ, ăна ялта пытарнă. Лидия (1929) качча кайман,  кукаçейпе кукамая пăхрӗ. Петр (1932) салтакранах Донецка кайса тӗпленнӗ, шахтерсен бригадирӗ пулнă, ăна Украина çӗрӗнчех пытарнă. Анне Мария (1934), Клавдия (1937) ӗмӗрне ялта пурăнса ирттерчӗç. Халӗ ялта Елена кăна сывă пурăнать (1941). Сăмах май, кукамайăн малтанхи ачи, Алексей (1921),  вăрçăра çухалнă. Кукаçейӗн малтанхи ачине вара – Александра (1925) кукамай пăхса ӳстернӗ. Вăл: «Çынсем валли калаçмалли сăлтав ан пултăр тесе Саньккана хамăн ачасенчен те ытларах пăхаттăм», – тенине астăватăп эп. Александр та вăрçăра пулнă, 1945 çулта Япони империалисчӗсене çӗмӗрсе тăкнă çӗре хутшăннă. Кукамай 1898 çулхиччӗ, 1992 çулта вилчӗ.

Медальсене çухатрăмăр

 Хӗрлӗ çара кукаçее 1942 çулхи мартăн 16-мӗшӗнче илнӗ. Хусантан вӗсене Мари Республикинчи Суслонгер лагерьне хатӗрлеме янă. Фронтра ăна 1943 çулхи августăн 6-мӗшӗнче  «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль параççӗ. Ун чухне вăл 125-мӗш Красносельск стрелоксен дивизийӗн 414-мӗш полкӗнче пулнă.

 1944 çулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче вăл «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн» медале тивӗçнӗ. «Награждаю командира орудия 5 батареи красноармейца Симулина Василия Васильевича за то, что он 6 февраля 1944 года во время боя за овладение деревней Усть-Жердянка из своего орудия прямой наводкой уничтожил вражеское противотанковое орудие и две пулеметные точки», – тенӗ 414-мӗш артиллери полкӗн приказӗнче.

1944 çулхи августăн 15-мӗшӗнче аманнă. Ивано-Франковск облаçӗнчи Коломыя районӗнчи Гвоздец поселокӗнче 5557-мӗш номерлӗ госпитальте сипленнӗ.

1945 çулхи февралӗн 24 мӗшӗнчи приказпа ăна тепӗр «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн» медаль панă. «Награждаю номера орудийного 5 батареи – красноармейца Симулина Василия Васильевича, который в период наступательных боев с 17 января 1945 года своей быстрой и четкой работой у орудия показал себя стойким и смелым воином. 15 февраля 1945 года в бою за населенный пункт Борау товарищ Симулин, работая за наводчика, орудием прямой наводки уничтожил оживший станковый пулемет и группу в 10 солдат противника», – çапла çырнă приказра.

Астăватăп, кукамайсем патӗнче пурăннă чух эп пӳрт маччи çине хăпарсан фанерăран тунă посылка ещӗкӗнче çутă медальсем тупрăм, унтан вӗсене выляма илсе антăм. Пиртен вӗсене кукамай та, Лидя акка та туртса илмен, ан тив, выляччăр тенӗ пулӗ ӗнтӗ. Çапла выля-выля эпир шăллăмпа иксӗмӗр вӗсене çухатнă. Кукаçейӗн медалӗсем пулнă ӗнтӗ вӗсем. Шел, халь çук ӗнтӗ...

Темиçе çул каялла кукаçейсен килӗнчи арчинчен ун çар билетне те тупрăмăр. Вăл чăваш, 4 класс пӗтернӗ, арттиллерист, рядовой, хӗрлӗ армеец, партире тăмасть, колхозник-хресчен  тесе палăртнă унта. Çар должноçне вара «номер орудийный» тесе палăртнă. Çар билетӗнчен çакă та паллă: маларах кукаçей 1918 çултан пуçласа 1922 çулччен Хӗрлӗ Çар хӗсметӗнче тăнă. 88-мӗш стрелоксен батальонӗнче стрелок пулнă.

 Фронтра вăл 1942 çулхи майăн 5-мӗшӗнчен тытăнса 1945 çулхи майăн 9-мӗшчен пулнă. Малтан Ленинград фронтӗнче çапăçнă, госпитальтен тухнă хыççăн 1-мӗш Украина фронтне лекнӗ, вăрçа çавăнтах вӗçленӗ.

Вăрçă пӗтсен кукаçей запасри 294-мӗш стрелоксен полкӗнче тăнă. Çар ретӗнче 1945 çулхи июлӗн 20 мӗшӗччен тăнă.

Кукаçей вăрçăран килсен ялта заготовительте ӗçленӗ, арманçă та пулнă. 1958 çулта ӗçлеме пăрахнă. Шурă мăйăхӗ пурччӗ унăн. Пит çăмартине супăнь кăпăкӗпе сӗрсе çӗçӗ пек бритвăпа хырăннине астăватăп. 1966 çулхи декабрӗн 30-мӗшӗнче вилчӗ. Эп ун чух пиллӗкре пулнă, мана та пытарма масар çине илсе кайнă. «Ху питӗ каясшăн пултăн», – тетчӗ анне. Масар çинче çын нумаййине, вилтăпри йӗри-тавра çаврăннине астăватăп. Сивӗччӗ ун чух, шăнса хытнăччӗ эпӗ, алă тукмак пек кӳтсе кайнăччӗ. Пӗр хӗрарăм шеллесе хăйӗн алсине ман перчетке çийӗн тăхăнтартса ячӗ.

Кӗнекере пурин те ячӗ çук

Çакна та каласа хăварас килет. 2009 çулта Хусанта «Они вернулись с Победой. Дрожжановский район» кӗнеке тухрӗ. Ятӗнченех паллă – кунта вăрçăран сывă таврăннисен хушамачӗсем пулмалла. Вуласа тухсан тӗлӗнсе кайрăм – ман кукаçейӗн ячӗ çук! Мӗнле-ха капла? Çын вăрçăран таврăнсан 21 çул ялта пурăннă, ăна вара списока кӗртмен. Эп кун пирки кӳршӗ çыннине – ватă учительницăна Анисия Петровна Егоровăна (1923) каларăм.«Унта сан кукаçун кăна мар, нумай çыннăн ячӗ çук», – лăпкăн хуравларӗ вăл. Темиçе кунран мана вăл çак списока кӗреймен Çӗнӗ Йӗлмел çыннисен хушамачӗсене килӗрен шутласа пырса çырсах пачӗ. Пирӗн ялта ун пеккисем 50 çынна яхăн тупăннă, списокӗ халь манра. Кунта кӗнеке валли ятсем пуçтарнă чухне çиелтен ӗçленӗ тесе каласа хăварни те вырăнлă. Çӗршыв пуласлăхӗшӗн, пирӗн телейшӗн вăрçăра юн тăкнă çынсемпе ун пек хăтланмалла мар, тӗплӗн шутламалла, кашни çынна хисеплемелле. Хăçан та пулсан çакăн пек тепӗр кӗнеке кăлармалла пулсан эпӗ çак списока пама хатӗр.

Николай Ларионов-Йӗлмел.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксенче: С.С.Ларионов; В.В.Симулин.

 

 

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: