Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăксем нумайччӗ ялта ун чух...

Зиновий Петрович Морозкин пысăк стажлă культура ӗçченӗ. Вăхăтӗнче Чăваш Чакăлтăм клубӗн ертӳçи, район Ӗçтăвкомӗн культура уйрăмӗн инспекторӗ, Аслă Тарханпуç Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи, Пăхăрçă клубӗн ертӳçи пулнă. «Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчен пуçланă хамăн ӗç çулне, Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчех вӗçлерӗм», – шӳтлет вăл хăй кун пирки.

Теччӗ районӗнчи «Пилеш» фольклор ушкăнне Зиновий Петрович  Морозкинсăр куç умне кăларса тăратма йывăр. Мăшăрӗпе Лидия Егоровнăпа ансамбле йӗркеленнӗ пӗрремӗш кунранах (2005 çул) çӳреççӗ. Асатте-асаннесем юрланă авалхи чăваш юррисен управçисем вӗсем пирӗн.

Çураласса Зиновий Морозкин Чăваш Чакăлтăмӗнчех çуралнă, 1942-мӗш çулхи. Кăçал июлӗн 13-мӗшӗнче 80 çул тултарать. Биографийӗ ытти вăрçă ачисенчен питех уйрăлса тăмасть, нуша-терт йӳçекӗ нумай лекнӗ. Пуçламăш классене тăван ялтах пӗтернӗ-ха вăл, ун хыççăн Чăваш Чураппан шкулне кайнă. Вăл вăхăтри ачасен ачалăхӗ пулнă-ши? Зиновий Морозкина та акă çуллахи каникул вăхăтӗнче ял урамӗсем тăрăх выляса çӳренине ял-йыш курман та темелле. Мӗншӗн тесен ашшӗпе пӗрле Пăхăрçăра сурăх кӗтӗвне кӗтнӗ ача. «Ирсерен анне вăратсан тăма çав тери йывăрччӗ...», – аса илет çав вăхăтсене вăл. Ашшӗ май уйăхӗнчен пуçласа октябрьчченех хăйпе пӗрле кӗтӳ кӗтме илсе кайнăран, Чăваш Чураппанӗнчи çичӗ класс вӗренмелли шкулта 5-мӗш класра икӗ çул ларма тивнӗ ăна.

– Çемье пысăкчӗ пирӗн, эпир çичӗ ача тата аттепе анне. Йывăр пурăнаттăмăр, тăхăнмалли çукчӗ, апат çитместчӗ. Çавăнпа атте çемьене хуть мӗн чухлӗ те пулсан укçа е апат-çимӗç илсе килес тесех ӗнтӗ юр кайнă-кайманах сурăх кӗтме тытăнатчӗ,– тăсăлать малалла калаçу. 

Пӗчӗк Зиновий ашшӗне пулăшса кунӗпе кӗтӳре, сурăхсене сӗтеклӗ курăклă пӗр çарантан теприне хăваланă.

Вăтам пӗлӳ Пăвари Кивӗ Пăрăнтăк шкулӗнче илнӗ Зиновий Морозкин. Шăп унта вырăсла лайăх вӗренни пултаруллă та хастар пулма пулăшнă та ăна. 9-10-мӗш классенчех комсомол организацийӗн секретарьне суйланă. Вăл вăхăтри комсомолецсем çав тери хастар пулнине палăртмалла: субботниксем, конкурссем, кану каçӗсем, спорт ăмăртăвӗсем ирттернӗ.

1961 çулта вăтам шкултан вӗренсе тухнă çак çамрăка хастар пулнипех Чăваш Чакăлтăм клубне ертсе пыма шаннă та. 

– Ӗçлеме çав тери интереслӗччӗ, çамрăксем нумайччӗ ялта ун чух. «Кай-кай Ивана», «Ялта», «Хамах» тата ытти спектакльсем лартаттăмăр. Ялта чăвашӗ, тутарӗ пӗрле тăнă эпир, çавăнпа мероприятисене тӗрлӗ чӗлхепе ирттереттӗмӗр. Культура пурнăçӗ вӗресе кăна тăратчӗ ун чух. Кашни уява концерт, сценкăсем хатӗрлеттӗмӗр, хамăр программăпа кӳршӗ ялсене тухса çӳреттӗмӗр. Ялсем хушшинче конкурссем, пултарулăх отчет  концерчӗсене ирттереттӗмӗр, –  аса илнӗ май халӗ те куçӗсем савăнăçлăн çиçеççӗ унăн.

Зиновий Петрович пуçарнипе вырăнти «Алга» хуçалăх ял çамрăкӗсем валли спорт инвентарӗ: штанга, дисксем, йӗтре (ядро), волейбол сетки туянса панă. Ял варринчи волейбол площадкине çамрăксем пухăнса волейболла вылянă. Вăрманта ятарласа 100, 500, 1000, 3000-шер метрлă чупу çулӗсем те туса хунă.

Чакăлтăмсен культурăллă канăвне çакăн пек лайăх хатӗрленӗшӗн Зиновий Морозкина районти культура уйрăмӗн инспекторне лартнă та. Анчах çулталăкран штата кӗскетнипе чăваш çамрăкне Аслă Тарханпуçӗнчи Культура çурчӗн пултарулăх ертӳçине куçарнă. Чăваш Чакăлтăмӗнчен темиçе çухрăмри яла вăл çулла велосипедпа, хӗлле çула май каякан транспортпа куллен ӗçе çӳренӗ. 1966 çулта Пăхăрçă ял клубӗн ертӳçине куçнă. Çапла майпа тăван килтен çулӗ кăшт кӗскелнӗ çамрăкшăн. Пурнăçра нимӗн те пӗр ахаль пулмасть тени тӗрӗсех-тӗр çав. Вăл вăхăтра Пăхăрçă клубӗн илемлӗх ертӳçинче Чăваш Чакăлтăмӗн тепӗр пултаруллă çамрăкӗ Лидия Егоровна Михайлова тăрăшнă. Икӗ чăваш  çамрăкӗ тутар ялӗнче шеп кăна ӗçленӗ. Ял çыннисемпе тутарла «Беренче мэхэббет», «Забейдэ эдэм баласы», «Чаткылар», «Тамырлар» спектакльсем таранах лартнă.

Сехечӗ-сехечӗпе пӗрле ӗçлекен çамрăксен хушшинче юрату çуралмасăр пултарайман ӗнтӗ. Çапла 1967 çулта Зиновипе Лидия пӗрлешсе Пăхăрçăрах пӗр лайăх хуçа арăмӗ патӗнче хваттерте тăнă. Унтах аслă ывăлӗ Сергей çуралнă. Морозкинсем  виçӗ ывăл çитӗнтернӗ. Куç тулли пăхса савăнмалăх 5 мăнук вӗсен халӗ.

Колхоз правленийӗн йышăнăвӗпе Зиновий Петровича 1971 – 1974 çулсенче «Алга» хуçалăхăн сысна фермин ертӳçине лартнă. Пултаруллă çамрăк йӗркелӳçе ку ӗçре те район асăрхамасăр пултарайман, КПССăн Теччӗ районӗнчи комитечӗ сӗннипе ăна Чăваш совет парти шкулне вӗренме янă. 2 çул вӗреннӗ вăл кунта. 

1976 – 1982 çулсенче «Алга» хуçалăхăн  парти организацийӗн секретарӗнче тăрăшнă. 1982 çулхи июнь уйăхӗнчен пуçласа 1986 çулччен Пăхăрçă ял советне ертсе пынă. Унтан 1992 çулччен «Алга» колхоз председателӗн хуçалăх енӗпе çумӗ, 1992 – 1994 çулсенче каллех Пăхăрçă ял совечӗн председательне суйланă. Çӗршывшăн кăткăс тапхăрта 1994–1996 çулсенче, «Свияга» колхоза та ертсе пыма тивнӗ. 1996 çулта тин   кăшт лăш кайнă Зиновий Петрович, Чакăлтăм клубӗн ертӳçине лартнă ăна. 2004 çулта пенсие кайичченех кунта ӗçленӗ.

Лара-тăра пӗлменскер, тивӗçлӗ канура та канмасть ватă коммунист. Ял старостинче халăхпа ӗçлерӗ. Çак вăхăтра ял-йышпа пӗрле икӗ пусса юсаса çӗнетрӗ, вӗсем паянхи кун та чиперех ӗçлеççӗ-ха, мăн асаттесем пӗвеленӗ икӗ пӗвене тасатассипе, яла тирпейлессипе тата яла кӗнӗ çӗре йывăç лартассипе субботниксем ирттерчӗ. Май уйăхӗн 1-мӗшӗнче вырăнти масара нумай халăх пуçтарса тирпейлессине йăлана кӗртрӗ.

Зиновий Петровичпа Лидия Егоровна «Пилеш» фольклор ансамблӗн хастар юрăçисем, вӗсем тăрăшнипе репертуарта вырăнти авалхи юрăсем пур та пирӗн. Сăмах май, Морозкинсем пӗрлешнӗренпе кăçал декабрӗн 30-мӗшӗнче 55 çул çитет. Турă пулăшсан, Изумруд туя ялӗпех паллă тăвасчӗ-ха. (Луиза СЕМЕНОВА, «Пилеш» ансамблӗн ертӳçи. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев