Çамрăксене Таврида кӗтет
Крымра «Таврида» арт-кластер площадкинче «Меганом» академин çуллахи шкулӗсем кăçал вунпӗрмӗш хут уçăлаççӗ. Июнь уйăхӗнчен пуçласа сентябрь уйăхӗччен 9 шкул пӗтӗм Раççейри тата ют çӗршывсенчи пиншер çамрăка пӗрлештерет.
Çуллахи шкулсем – культура аталанăвне тата тавракурăма анлăлатас тӗллевлӗ çичӗ кунлăх вӗренӳ программисем. Çавăн пек эрне хушшинче музыка, театр, хореографи, дизайн, архитектура, кино, туризм, гастрономи, çутӗç тата наука енӗпе занятисем иртеççӗ. Мероприятин тӗп тӗллевӗ – культурăпа искусство сферинчи тӗрлӗ çынсене пӗр çӗре пухасси, опытпа ылмашăнасси тата çӗнӗ проектсем тăвасси. Кăçал унта ялти культура учрежденийӗсен, библиотекарьсен, туризм отраслӗн тата ырăкăмăллăх сферин представителӗсене хутшăнма чӗнеççӗ.
Пӗрремӗш шкула регистраци пуçланнă та ӗнтӗ. Ăна Георгий Свиридов композитор çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă. Республикăри 18 çултан пуçласа 35 çула çитнӗ çамрăксем çак ссылкăпа кӗрсе регистарци иртме пулать.
ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тата «Тутарстан – майсен территорийӗ» коммерциллӗ мар автономлă организаци пулăшнипе республика çамрăкӗсем пӗтӗм Раççейри тата пӗтӗм тӗнчери проектсене хутшăнаççӗ. ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе çамрăксем хăйсен ятарлă мерчӗ пулать. Çавăн пекех мероприятисем иртнӗ вырăна çитме тата каялла таврăнма трансферпа та тивӗçтереççӗ.
Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев