Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çарăмсанти чăваш хӗрӗсене «Раççей таланчӗсем» конкурсра ăнăçу сунатпăр!

Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киремет шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекен Никăпа 11-мӗш класри Ариадна Прокопьевасем кӗркуннехи каникул вăхăтӗнче Мускавра иртекен «Раççей таланчӗсем» халăхсем хушшинчи конкурс-фестивале хутшăнаççӗ.

Çарăмсан районӗнчи Сосновка ялӗнче пурăнакан, Вăтăр Юман Киремет шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекен Никăпа 11-мӗш класри Ариадна Прокопьевасемшӗн хальхи вăхăтра хумхануллă самант. Кӗркуннехи каникул вăхăтӗнче вӗсем Мускавра иртекен «Раççей таланчӗсем» халăхсем хушшинчи конкурс-фестивале хутшăнаççӗ. Пӗртăвансем унта каймашкăн кăçал августăн 15-21-мӗшӗсенче Сочире иртнӗ «Хура тинӗс хӗрринчех» ача-пăча, çамрăксемпе аслисен пултарулăх конкурс-фестивалӗнче 2 тата 3-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тивӗçнӗ. Тӗрӗссипе каласан, Сосновкăри Прокопьевсем унта çемйипех «Вокал пултарулăхӗ» номинацире хутшăннă-ха.

– Фестиваль-конкурс чăнах та Хура тинӗс хӗрринчех иртрӗ. Конкурсантсен визитка хатӗрлемеллеччӗ. Эпир хамăрăн Тутарстан çинчен каласа патăмăр пулсан та пурте чăвашлах юрларăмăр. Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киремет шкулӗнчен пулнине пӗлтертӗмӗр. Фестиваль-конкурса Раççейри регионсенчен кăна мар, ют çӗршывсенчен те хутшăннăччӗ,çав шутра Нью-Йоркран та пурччӗ, – каласа пачӗ Людмила Прокопьева «Сувар» хаçатпа çыхăнсан.

Пирӗн ентешсем тăрăшнипе чăваш юрри хальхинче Хура тинӗс çийӗн те янăранă, мӗнлерех тата! Жюри чӗрине тыткăнламалăх,  Ника – II, Ариадна III степеньлӗ лауреат пулса Дипломпа медале тивӗçнӗ. Çаплах вӗсен амăшӗ, ертӳçи Людмила Поркопьева та фестиваль-конкурса хутшăнмасăр юлман. Вăл та чăваш юррине юрланă. Жюри унăн пултарулăхне тивӗçлипе хакланă. Асăннă номинацире аслисен хушшинче Людмила III степеньлӗ лауреат пулса тăнă. Кунсăр пуçне фестивалӗн йӗркелӳ комитечӗ ăна тата Тав çырăвӗпе чысланă.

Никăпа Ариадна тата Людмила Прокопьевасене Калининград, Ярославль, Мускав тата Санкт-Петербург хулисенче иртекен ытти фестиваль-конкурссене те хутшăнма чӗннӗ. Маттур! Никăпа Ариадна Прокопьевасене Мускавра та ăнăçу сунатпăр, фестиваль-конкурсран çӗнтерӳпе таврăнасса кӗтетпӗр! (Л.Прокопьева сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль