Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇАРĂМСАНТИ МИТЮКОВСЕМ ЯЛА СУЙЛАНĂ

Совет саманинчи пек ялта пысăк производствăсем пуласса кӗтнин усси çук халь, малашлăх пӗчӗк хуçалăхсем çинче. Эппин, ял çыннин кам-тăр, мӗн-тӗр туса парасса кӗтме пăрахмалла.

«Ӗç çук, ялта пурăнма йывăр...» пек сăмахсене куллен илтетпӗр. Тӗрӗссипе, ӗçлес текен валли ӗç хуть хăçан та пуррине хамăр та куратпăр. Пӗр 20-30 çул каялла кăна-ха, ялта вăйпитти çын выльăх усраманни пуçа шăнăçайман япалаччӗ. Халӗ – норма. Ӗне-выльăх усрасан çемье укçасăр ларманни те паллă, мӗншӗн тесен халӗ ӗлӗкхи мар, сунă сӗте килӗрен пуçтарса çӳреççӗ те эрнесерен чӗрӗ укçана алăранах тыттараççӗ.

Анчах чăх пӗрчӗн сăхсах тăранать текен каларăш паян актуаллă мар пулмалла, пире купипе укçа кирлӗ, çитменнине тар тăкмасăрах. Çавăнпа пӗр-пӗр ӗç тумалла чух ял çынни нимелле мар, укçалла та пырасшăн мар халь. Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче микроферма тытакан Андрей Анатольевич Митюков та акă утă вăхăтӗнче пулăшма ялта çын тупма çуккине ӳпкелешсе каларӗ. «Укçа çук тесе лараççӗ хăйсем, ак ниçта каймасăрах укçа ӗçлесе илме пулать, тӳлетӗп – килмеççӗ. Те çынсем наянланса пыраççӗ», –  терӗ социаллă проблемăн çивӗчлӗхне палăртса.
Хăй вăл пӗрре те ахаль тăракан çын мар. «Вӗркӗчпех (дымарь) çуралнă пуль. Хам астăвассах утар тытатпăр. Асатте, вăрçă ветеранӗ, мӗн пӗчӗкрен ӗçе вӗрентнӗ», – шӳтлерӗ вăл кун пирки.
Митюковсем выльăх-чӗрлӗх тытнисӗр пуçне куллен ӗçе те çӳреççӗ. Андрей Анатольевич Вăтăр Юман Киреметри пушар хурал посчӗн ертӳçи, мăшăрӗ Ирина Владимировна ялти шкулта ачасене истори вӗрентет.  Çапла кунӗпе ӗçре вӗсем, каçхине выльăх патӗнче.
– Ӗçре проблемăсем пулсан, каçхине выльăхсем патне тухатăн та мӗнпурӗ манăçать, пуç канать, – терӗ Андрей Анатольевич выльăх пăхасси уншăн чун уççи пулни çине пусăм туса.
Уйăхсерен ӗç укçи илекенскерсем пӗр шухăшсăр пурăнмалла пек, анчах ахаль тăма хăнăхман çав вӗсем. 15 çул ӗнтӗ выльăх-чӗрлӗхпе аппаланаççӗ. Малтан вăкăрсем усранă, тупăшӗ сахаллине кура 5 çул каялла сăвăнакан ӗнесем тытма тытăннă. Ялта выльăх усракансем валли йышăннă программăсене хутшăнса микроферма туса лартнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхӗнче 6 пуç сăвăнакан ӗне (шутне 8 пуçа çитерме хатӗрленеççӗ), çемье куллен 90-шар литр сӗт ăсатать.
– Программăна кӗрсен пире керамзит блоксем, хăма тӳлевсӗр уйăрчӗç тата 120 пин тенкӗ пачӗç. Çак укçапа вите лартрăмăр. Ӗнесене туянма та пулăшу пулчӗ. Кашни ӗне пуçне район – 10, республика 15 пиншер тенкӗ субсиди пачӗç, ыттине хамăр хушса 75-шер пин тенкӗпе Балтасинчен ăратлă тынасем кӳтӗмӗр. Ӗнесене алăпа сумастпăр халь, аппарата район тӳлевсӗр пачӗ», – терӗ хуçалăх хуçи патшалăх пулăшăвӗ пирки.
Митюковсен çӗр пайӗсӗр пуçне хăйсен çӗрӗ çук. Çавăнпа пăрăвӗсене сутса выльăх апачӗ туянма тивет.  Ку тӗлӗшпе кӳршӗ ялсенчи фермерсемпе килӗшӳ тунă. Вӗсенчен çуллен 100-шер тюк утă кӳреççӗ. Вырăнти «Сульча» хуçалăх та пулăшусăр хăвармасть. Сенаж валли вӗтетнӗ курăк хутăшӗ, арендăри çӗр пайӗсемшӗн тырă парать.
Темиçе çул каялла электрокӗтӳç тăсни вара кӗтӳç ыйтăвне татнисӗр пуçне вăхăта та перекетлет. Апла-тăк тепӗр чун киленӗвӗ валли те вăхăт юлать. Митюковсем тата утар та тытаççӗ иккен. Пӗчӗк мар вăл, 30 вӗлле таранах. Телее, ку енӗпе те вырăнти хуçалăхпа пӗр чӗлхе тупнă. Хире çумкурăкран, сăтăр кӳрекен хурт-кăпшанкăран хăçан сапассине утарçа маларах систереççӗ тата вӗлле хурчӗсемшӗн хăрушă препаратпа усă курмаççӗ. Çавăнпа вӗлле хурчӗсем харăссăн вилни пулман-ха вӗсен.  Çуркунне çанталăк вӗлле хурчӗсене савăнтармасан та, пылсăр çул пулмассине шанать Андрей Анатольевич, мӗншӗн тесен ку тăрăхра çăка нумай ӳсет, хире хуратул та акнă. Апла-тăк, Заинскпа Санкт-Петербург çыннисем (пыла шăпах унта ăсатаççӗ) кăçал та техӗмлӗ пылсăр юлмаççӗ.
Интернет саманинче хуçалăх ӗçне илсе пыма çăмăлланнине те палăртрӗ кил хуçи. Районти фермерсен, выльăх ӗрчетекенсен Ватсапра ятарлă ушкăнӗ пур. Ку вара пӗр-пӗринпе çыхăну тытма çав тери меллӗ. Пăру сутмалла-и е пӗр-пӗр канаш  кирлӗ-и – хурав çийӗнчех килет. Андрей Анатольевич выльăх-чӗрлӗхпе ӗçлеме кăмăл пур çынсем хăй патне канаш ыйтса килнине те каларӗ. Кун пек çынсене ытларах ӗçе мӗнрен пуçласси, программăсене мӗнле хутшăнасси интереслентерет иккен. Хăй мӗн пӗлнине ăнлантармасăр ямасть вăл.
Юлашкинчен çакна палăртмалла: совет саманинчи пек ялта пысăк производствăсем пуласса кӗтнин усси çук, шанчăк çакăн пек хуçалăхсем çинче. Эппин, ял çыннин кам-тăр, мӗн-тӗр туса парасса кӗтме пăрахмалла. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство