Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш çемйи Кремльте тĕлпулура пулнă

ТР Раисӗ Рустам Минниханов мăшăрӗпе Гульсина Миннихановăпа пӗрле Хусан Кремлӗнче республикăн чи лайăх çемйисемпе çулсерен тӗл пуласси ырă йăлана çаврăнчӗ. Кăçал вăл августăн 25-мӗшӗнче иртрӗ, шучӗпе 10-мӗш пулчӗ.

Яланхи пекех тӗлпулу чăваш çемйисемсӗр иртмест. Çакăн пек сума хальхинче Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан Геннадийпе Светлана Федоровсем тивӗçрӗç. Вӗсем иккӗшӗ те пысăк стажлă педагогсем. Геннадий Зиновьевич нумай çул ӗнтӗ шкул директорӗнче тăрăшать пулсан, Светлана Николаевна ачасене чăваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Вӗсем пӗлӳ паракан ачасем çуллен тӗлӗ шайри олимпиада-конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççӗ, хăйсем те обществăлла ӗçе хастар хутшăнаççӗ. Мӗншӗн тесен Генадий Зиновьевич районти Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ. ТР ЧНКА пайташӗ. Федоровсем республикипех тӗслӗхлӗ çемье. Икӗ ача çуртса ӳстернисӗр пуçне тата виçӗ тăлăха усрава илнӗ вӗсем. Çапла туслă пурăнса пурне те тивӗçлӗ воспитани параççӗ. Саламлатпăр!

Федоровсен çемье архивĕнчи сăнӳкерчĕк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья