Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШ ЧӖЛХИНЕ ВӖРЕНТЕССИНЧЕ ÇӖНӖ ИНСТРУМЕНТСЕМ КИРЛӖ

Тăван чӗлхесене аталантарассипе черетлӗ семинар-канашлу Çӗпрел районӗнче иртрӗ

Тутарстан Республикинче наци чӗлхисене упраса хăварассипе  аталантарассине пысăк пӗлтерӗш пани савăнтарать. ТР Раисӗ çумӗнче Тутар чӗлхипе ытти халăхсен тăван чӗлхисене аталантарассипе ятарлă комисси туса хунă, ăна ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов ертсе пырать. Комисси йӗркеленнӗренпе республикăри районсенче семинар-канашлусем тăтăш иртеççӗ. Зонăри черетлӗ канашлу июнӗн 23-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнче пулчӗ.

ЧĂВАШ ЧӖЛХИНЕ ВӖРЕНТЕССИНЧЕ ÇӖНӖ ИНСТРУМЕНТСЕМ КИРЛӖ

Семинар ӗçне ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, Комисси пайташӗсем Камиль Нугаев, Ринат Гайзатуллин, ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Минзалия Закирова, Апас, Кайпăç, Теччӗ, Пăва, Спас районӗсен пуçлăхӗсем, муниципаллă районсен Ӗçтăвком ертӳçисен çумӗсем хутшăнчӗç. Çӗпрел районӗ хăнасене питӗ тарават кӗтсе илчӗ. Малтанласа делегатсем Упи ялне кӗрсе тухрӗç, унтан район центрӗнче Ӗмӗрлӗх çулăм патӗнче асăнса чечек хучӗç. 

Культура çуртӗнче делегатсене ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Людмила Сердцева ертсе пыракан «Хӗлхем» халăх ансамблӗ тата «Родничок» ача-пăча ушкăнӗ хаваслă юрăпа кӗтсе илчӗç. 

Культура çурчӗн фойинче чăваш апат-çимӗçне тутанса пăхма, халăх тупри пулса тăнă кил-тӗрӗшре куллен усă куракан япаласемпе паллашма май пулчӗ. 

Шутпа сахаллантăмăр

Семинар-канашлу ӗçне Марат Ахметов хăй йӗркелесе ертсе пычӗ.

– Кашни кун пурсăмăра та кулленхи ӗçре тӗп патшалăх чӗлхипе – вырăсла калаçма тивет. Ку чухне тăван чӗлхесем çухалса пынине лайăх ăнланмалла, уйрăмах вак халăхсене –мордвасене, марисене хăйсен чӗлхине упраса хăварма хӗн, – терӗ Марат Готович семинара пуçласа. Хăй сăмахӗнче Комисси председателӗ 2020 çулта иртнӗ Пӗтӗм Раççейри çырава та асăнса хăварчӗ. Республикăра тӗп халăхсен шучӗ чакса пынине вăл чăвашсен тӗслӗхӗпе палăртса хăварчӗ. 2010 çулта пӗтӗмӗшле халăх шутӗнчен чăвашсем 3,1 процент пулнă-тăк, 2020 çулхи кăтартупа пурӗ те 2,3 процент. 116 пинрен 90 пин ытлараха тăрса юлтăмăр. Сăлтавӗ кунта çуратаслăх чакса пынинчеçеç мар, ытларах тăван чӗлхепе усă курма пăрахнинче пытаннă. Паян чăн чăваш ялӗсенче те ачи-пăчине вырăсла калаçса ӳстереççӗ. Çитӗнсе хулана тухса кайсан вара çак атьсем халăхшăн çухалаççӗ, мӗншӗн тесен хăйсене чăваш тесе палăртма пăрахаççӗ. 

Хăçан тăван чӗлхе ытти чӗлхене вӗренмешкӗн чăрмав пулса тăчӗ-ши? Мӗншӗн çакна ашшӗ-амăшсем ăнланмаççӗ? Ӗлӗкрех эпир вырăсла пӗлмесӗрех шкула кайнă, анчах тăван чӗлхе аслă шкула вӗренме кӗме те, ӗçе вырнаçма та мешетлемен. 

Шăп çак ыйтусене пăхса тухрăмăр та ӗнтӗ семинар-канашлура. Çӗпрел районӗнче те акă чăвашсен шучӗ 2010 çулхипе танлаштарсан 10594 çынран 8801 чухлӗ юлнă. Пăвара – 9063-рен 7442 çын. Теччӗре те 5207 çынран 3790 юлнă. Çав вăхăтрах республикăра Вăтам Ази халăхӗсен – узбексен, таджиксен, кăркăссен шучӗ çулран-çул ӳссе пырать. Шутламалăх пур вӗт кунта? 

Марат Ахметов чăвашла конкурс пуçлама сӗнчӗ

– Паян эпир сирӗнпе наци культурине, чӗлхесене мӗнле майпа упраса хăварма пултарассин варианчӗсене, çамрăксемпе ача-пăчана хумхантаракан проблема çинчен мӗнле майпа шутлаттарассине сӳтсе явма пуçтарăнтăмăр, – терӗ Марат Ахметов малалла. – 2023 çул республикăра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗ пек иртет. Тутарстанра 173 наци пурăнать. Тӗрлӗ мероприятисемпе уявсем иртеççӗ. Пурӗ 250 фольклор коллективӗ йӗркеленнӗ. Вӗсем тӗрлӗ халăхсен чӗлхисемпе культурине упраса хăварассипе нумай ӗçлеççӗ. Апла пулсан власть енчен вӗсене тӗрев пани кирлӗ. Пахалăх шайне чакарма юрамасть, çавăнпа вӗсен професси енчен аталанччăр тесен пур енлӗ пулăшмалла, – хӗрӳллӗн калаçрӗ Марат Готович. 

Чăваш чӗлхине аталантарас енӗпе хăй енчен «Татар сузе» тӗслӗхӗпе конкурс положенине йӗркелеме хушрӗ. Ку ӗçе пурнăçлама Çӗпрел районне явапларӗ. Конкурс ятне чăваш сăмахӗпе палăртма сӗнчӗ. Марат Ахметов шучӗпе, халӗ электронлă система хуть те ăçтан та конкурса хутшăнма май парать, çавăнпа унта ытти районсем те хутшăнма пултараççӗ. 

– Хамăр енчен пур енлӗн пулăшăпăр, çав шутра укçа-тенкӗпе те, – терӗ вăл. 

Чăваш шкулӗсене упрамалла, кадрсем хатӗрлемелле

Марат Ахметов чăваш шкулӗсен шутне тытса пыма чӗнсе каларӗ. 

– Ялта пӗр ача кăна пулсан та пуçламăш шкула упраса хăвармаллах. ТР Раисӗ çак проблемăна питӗ те хумханса йышăннине шута илсен ку пире малалла та шкулсене тытса пыма май парать.

Наци шкулӗсенче тăван чӗлхене вӗрентессине çирӗп тытса пыма ыйтрӗ вăл. Сехетсен шутне те чакармалла мар. Чăвашла тухса тăракан хаçат-журналсен тиражне тытса пырасси пирки те асăрхаттарса хăварчӗ Комисси председателӗ. 

Тӗп тимлӗхре чăваш шкулӗсене вӗрентӳ кӗнекисемпе тата пособийӗсемпе кирлӗ чухлӗ тивӗçтересси, тăван чӗлхепе вӗрентекенсене хатӗрлесси пулчӗ. Марат Ахметов район пуçлăхӗсене республикăра пурăнакан халăхсен чӗлхисене, культурисене упраса хăварма кирлӗ условисем туса пама ыйтрӗ, пӗр уйăх хушăра ку енӗпе сӗнӳсем хатӗрлеме хушрӗ. Уйрăммăн Çӗпрелӗнчи чăваш шкулӗнче вӗренекенсенчен 21-шӗ ППЭ тăван чӗлхепе панине ырласа палăртрӗ. Танлаштарма Пăвара 12-ӗн тăван чӗлхене суйланă, Теччӗре 4-ăн. 

Çӗпрелте

Çӗпрел район пуçлăхӗ Марат Гафаров кӗскен район пурнăçӗпе паллаштарчӗ. 52 ял хутлăхӗнчен 22-шӗнче чăвашсем пурăннине палăртрӗ.Республика, Раççей шайӗнче палăрнă ентешсен ячӗсене асăнчӗ, çавсен шутӗнче культурăпа вӗрентӳ сферинче палăрнă Анатолий Чебанов, Валентина Тарават, Анатолий Музыкантов. Совет Союзӗн Геройӗсем – Семен Уганин, Петр Юхвитов, икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗ Петр Дементьев тата ыттисем. Паянхи кун района тӗрлӗ енпе пулăшса тăракансен шутӗнче Николай Угаслова асăнчӗ. 

Çӗпрел районӗнче хальлӗхе 8 чăваш шкулӗпе 15 ача сачӗ.Марат Гафаров чăваш шкулӗнче вӗренекенсем тӗрлӗ конкурссемпе олимпиадăсене активлă хутшăннине, районта чăваш чӗлхипе культурине упраса хăварассипе тӗрлӗ мероприятисем ирттернине палăртса хăварчӗ.

Юлашкинчен проблемăсем çине куçса район центрӗнчи лицея, 25 вырăнлăх ача садне тӗпрен юсама тӗллев пуррине палăртрӗ. 

– Хамăр вăй çитнӗ таран тăрăшатпăр-ха, анчах сирӗн енчен тимлӗх пулсан аванччӗ, – терӗ Марат Гафаров. Марат Ахметов çийӗнчех çак объектсене сăнӳкерчӗксем туса яма ыйтрӗ. 

– Эсир çак икӗ объектпа пакет хатӗрлесе ярса парăр, суммине палăртăр. Эпӗ вара Рустам Нургалиевичпа калаçăп, – шантарса хуравларӗМарат Ахметов. 

Музей кирлӗ

Малалла хăйсен ӗç-хӗлӗпе Пăвари Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Владимир Ильин паллаштарчӗ. Пăва районне халăхсемпе конфессисен хушшинчи килӗшӗве, туслăха аталантарассипе тухăçлă ӗçленӗшӗн ЮНЕСКОн ылтăн медалӗпе тата пальма хунавӗпе чысланине асăнса хăварчӗ. Владимир Ильин чăваш культурине аталантарассипе тунă ӗçсем пирки туллин паллаштарчӗ, республика ертӳçисене, район пуçлăхне пулăшса пынăшăн тав турӗ. Марат Ахметов чăваш чӗлхи енӗпе мӗнле проблема пур тесе ыйтсан Владимир Анатольевич районтан тухнă паллă чăвашсен музейӗсене йӗркелеме, пуррисене тӗпрен юсаса анлăлатма пулăшма ыйтрӗ. ЧНКЦ председателӗн шучӗпе, ку çамрăксене патриотизмла воспитани панă çӗрте пысăк усă кӳрӗ. 

Сăмах илекенсен шутӗнче Алешкин Саплăк ялӗнчи В.С.Дементьев ячӗллӗ шкулăн чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ Надежда Григорьева, Теччӗ районӗнчи Крителински вăтам шкулӗн мордва чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Аброканова, Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Елена Алексеева  тата эпӗ пултăмăр. 

Проблема пур пулсан – пӗлтермелле

Тăван чӗлхе вӗрентекенӗсем кашни хăй ӗçӗпе, вӗренекенсен çитӗнӗвӗсемпе, республика шайӗнче грантсем выляса илнипе туллин паллаштарчӗç. Шел, те районти вӗрентӳ уйрăмӗсен пуçлăхӗсенчен именчӗç, те район пуçлăхӗнчен хăраса, анчах хăйсене хумхантаракан çивӗч ыйтусене çӗклемерӗç. Асăнсан та пит асăрханса калаçрӗç. Çивӗч проблемăсем вара пур. Марат Ахметов çине тăрсатенӗ пек вӗсен хуйхи-суйхине пӗлме тăрăшрӗ, сӗнӳсем кӗтрӗ. Паллах ӗнтӗ çивӗч ыйту шутӗнче – кӗнекесем çителӗксӗрри. Комисси председателӗ ку ыйтăва та татса пама шантарчӗ. 

Хам енчен йăлари вӗрентӗве цифра технологийӗсемпе пуянлатма, ашшӗ-амăшсен хушшинче чӗлхе ыйтăвне пропагандăлама, чӗлхе çине практика кирлӗлӗхӗ енчен кăна пăхма пăрахмаллине каларăм. Ӗмӗтсем вара пирӗн пысăк, Тутарстанра эрнере пӗр хут та пулин вырăнти телеканалра ача-пăча кăларăмне йӗркелесси, чӗлхене вӗренессипе мобильлӗ приложени хута ярасси тата ытти. Ача сачӗсенче чăвашла анимацилле фильмсем кăтартма май туса парасси. Хальлӗхе пирӗн Хусанта пурăнакан АлександрпаАльбина Алексеевсем тăрăшнипе «Мимимишки» мультфильмăн чăвашла куçарнă 50 серийӗ пур. Шупашкарта та ӗçлеççӗ ку енӗпе. Вӗрентӳ программине кӗртме çеç майсем тумалла. Самана таппинчен юлма çук, тем тесен те паянхи çамрăксене ӗлӗкхилле вӗрентсе интерес çуратаймăн, çавăнпа тăван чӗлхене вӗрентессинче çӗнӗ инструментсем кирлӗ. 

Юлашкинчен тăван культурăпа чӗлхене упраса хăварассине пысăк тӳпе кӗртнисене ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе комиссин Хисеп хучӗсемпе наградăларӗç. Çавсен хушшинчеВладимир Ильин, Галина Абраконова, Елена Алексеева пулчӗç. Марат Гафарова ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Тав çырăвӗпе чысларӗç.  

Июнӗн 27-мӗшӗнче тăван чӗлхесене упрасахăварассипе семинар-канашлу Аксу район центрӗнче иртрӗ. Унта ЧНКА председателӗн çумӗ Константин Малышев хутшăнчӗ. Мӗнле интереслӗ ыйтусем çӗкленӗ унта ун пирки çитес номерте çырса пӗлтерӗпӗр. 

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗк chuprale-online.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев