Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш чӗлхипе олимпиада çӗнтерӳçисем паллă пулчӗç

Кăçалхи тăван чӗлхесемпе олимпиадăра Пăва район ачисем хастар пулчӗç. Виçӗ çӗнтерӳçӗрен иккӗшӗ пăвасем. Олимпиада тӗрӗслевӗ декабрӗн 19-мӗшӗнче «Дуслык» вӗрентӳпе сывлăха çирӗплетмелли центрта иртрӗ. Паллă ӗнтӗ, чи йышлă шутпа унта чăваш ачисем хутшăнчӗç. Аксу, Элкел, Алексеевски, Нурлат, Çарăмсан, Çӗпрел, Теччӗ, Пăва районӗнчи чăваш шкулӗсенчен тата Анат Камăри 34№ гимназирен пуçтарăнса килнӗ вӗрентекенсемпе вӗренекенсем.

Олимпиада тӗрӗслевӗ декабрӗн 19-мӗшӗнче «Дуслык» вӗрентӳпе сывлăха çирӗплетмелли центрта иртрӗ. Паллă ӗнтӗ, чи йышлă шутпа унта чăваш ачисем хутшăнчӗç. Аксу, Элкел, Алексеевски, Нурлат, Çарăмсан, Çӗпрел, Теччӗ, Пăва районӗнчи чăваш шкулӗсенчен тата Анат Камăри 34№ гимназирен пуçтарăнса килнӗ вӗрентекенсемпе вӗренекенсем. 

Олимпиада иртнӗ кун ачасем валли кану мероприятийӗсем те иртрӗç. Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем акă ытти халăх ачисене те уйăрса тăмарӗç. Чăваш ачисемпе пӗрле вӗсене те тăван халăхăмăрăн мифологийӗпе паллаштарчӗç, тӗрлӗ вăйăсем выляттарчӗç. Хальхинче ку ӗçе «Аталан» ертӳçи Елизавета Савелькинапа лидерсенчен пӗри Валерия Зубкова йӗркелерӗç. 

Атьсене саламлама Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ, çыравçă Константин Малышев та килнӗччӗ. Вӗренӳре пысăк çитӗнӳсем сунса кашнине çывхарса пыракан Çӗнӗ çулпа саламласа автономи ятӗнчен пылак парнесем пачӗ. 

ТР Вӗрентӳпе наука министерствинчен пӗлтернӗ тăрăх, тăван чӗлхесемпе олимпиадăна чăваш ачисем 48-ăн, удмуртсем 24-ăн, марисем 20-ӗн, мордвасем 11-ӗн хутшăннă. 

Олимпиада вӗçленнӗ хыççăн кăштах атьсемпе калаçса илме те май пулчӗ. Вӗсен сăмахӗпе, олимпиада ыйтăвӗсемпе заданийӗсем кăçал йывăр пулнă. Вӗрентекенсем те çавнах çирӗплетрӗç. 

Паллах, пӗтӗмлетӳсене вӗсем хумханса кӗтрӗç. Декабрӗн 20-мӗшӗнче ирех пуçланчӗ чыслав церемонийӗ. Унта ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Наци вӗрентӗвӗн управленийӗн пуçлăхӗ Ильгиз Халиков, Республикăн олимпиада центрӗн директорӗ Гульнара Исламова хутшăнчӗç. 

«Тăван чӗлхесен кирлӗлӗхӗ пирки хальхинче ăнлантарса калаçни кирлех те мар. Мӗншӗн тесен çак залра тăван чӗлхе хакне ăнланакансем, ăна тӗп чӗлхе вырăнне суйланă çынсем лараççӗ, тăван халăхпа чӗлхе пуласлăхӗ çинчен шутлакансем. Пысăк тав атьсене тата вӗсен ашшӗ-амăшсене. Мӗншӗн тесен çемьере пуçланать тăван чӗлхене юратасси. Кайран çак эстафетăна малалла пирӗн педагогсем тăсаççӗ. РФ Педагогпа вӗрентекен çулталăкӗнче уйрăмах сирӗн ӗçе хакласа çирӗп сывлăх сунатăп», — терӗ Ильгиз Халиков. 

Управлени пуçлăхӗ Тутарстанра республикăра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварассипе питӗ нумай ӗçленине палăртса хăварчӗ. «Нацисен, конфессисен тӗрлӗлӗхӗнче пирӗн вăй», — терӗ вăл. Олимпиадăна хутшăннă ачасене вара Ильгиз Халиков наци республикисенче хăйсен тăван чӗлхисемпе вӗренсе тухса каялла Тутарстана, чăваш, мари, удмурт, мордва шкулӗсене вӗрентекен пулса таврăнма сунчӗ. «Тухса каяççӗ ют региона та çавăнтах юлаççӗ, кун пек малашнехи аталану пулмӗ. Тăван чӗлхесен енӗпе специалистсем пире çав тери кирлӗ. Ку ман пысăк ӗмӗт», — терӗ управлени пуçлăхӗ. Юлашкинчен вăл Республикăн олимпиада центрӗн директорне «Дуслык» центр çулсерен аталанса, илемленсе пынишӗн тав турӗ. 

Гульнара Исламова хăй енчен Центрта пурне те хапăл кӗтсе илме хавас пулнине пӗлтерчӗ. «Пирӗн патра тăтăшах тӗрлӗ енлӗ олимпиадăсем иртеççӗ, нумай пулмасть кадетсен хушшинче пулчӗ. Тăван чӗлхесемпе олимпиадăсем уйрăмах ăшă лару-тăрура иртеççӗ. Çитес çул январь-февраль уйăхӗсенче пирӗн центра 5 пин ытла ача-пăча килмелле. Эпир пурне те хавас. Сире пурсăра та пысăк çитӗнӳсем, çӗнтерӳсем сунатăп. Тăван чӗлхепе олимпиадăна хутшăнни уйрăмах сумлă, ăна çӗнтерӳ тумалăх пӗлни чыслă», — терӗ Гульнара Исламова. 

Олимпиада призерӗсене чыслама хутшăннă ЧР Вӗрентӳ институчӗн чăваш чӗлхипе литература кафедрин заведующийӗ, филологи наукисен кандидачӗ, доцент Анна Егорова ку мероприятие уявпа танлаштарчӗ. «Кунта хамăр чăваш ачисемпе кăна мар мăкшăсемпе, марисемпе, удмуртсемпе тӗл пулатпăр, паллашатпăр. Ку хăйне май уяв. Çавăнпа пурне те хатӗрленсе килнӗшӗн пысăк тав, кунта вӗт ăса кăна тӗрӗслеместпӗр, тавçăрулăха та, пултарулăха та. Пурте эсир маттурсем», — терӗ Анна Семеновна вӗренекенсене хавхалантарса. Ача-пăчана вара аслисенчен ырă сăмахпа ырлав илме мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине калама та кирлӗ мар. 

Кӗçех кӗтнӗ самант та çитрӗ — призерсемпе çӗнтерӳçӗсене палăртасси. Чăваш чӗлхипе тата литературипе кăçал çак атьсем çӗнтерӳçӗ ятне тивӗçрӗç: Диана Салмина (Пăва районӗ, Чăваш Киштекри вăтам шкул, 9-мӗш класс), Эвелина Панева (Пăва районӗ, Альшихри вăтам шкул, 11-мӗш класс), Диана Самаркина (Теччӗ районӗ, Аслă Ăнăри вăтам шкул, 10-мӗш класс).

Ирина ТРИФОНОВА. 
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: педагогическое образование