Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин: «Паян эпир хамăрăн, ачасемпе мăнуксен пуласлăхне суйлатпăр

Пурте тӗрӗс суйлав тăвӗç тесе шутлатăп», — терӗ Дмитрий Анатольевич хăй шухăшне пӗлтерсе.

Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин суйлава иккӗмӗш кунне, мартăн 16-мӗшӗнче хутшăнчӗ. Унпа эпир Катанов тăкăрлăкӗнче вырнаçнă Кадет шкулӗнче тӗл пултăмăр. 

«Паян эпир хамăрăн тата ачасемпе мăнуксен пуласлăхне суйлатпăр. Çавăнпа каймалла та сасăламалла — кама тивӗçлӗ тесе шутлатпăр, кампа малашне нумай-нумай çул пӗрле утма шухăшлатпăр — çавăншăн. Ку пирӗн гражданла тивӗç. Пурте тӗрӗс суйлав тăвӗç тетӗп», — терӗ кӗскен Дмитрий Анатольевич.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2024