Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашăн мăн поэчӗ Шелепи

Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта пӗрремӗш чăваш халăх поэчӗн Николай Иванович Полоруссов-Шелепин (1881 – 1945) вилтăпри çине лартнă çӗнӗ палăка уçрӗç. «Ваçанкка» поэма тата ытти вилӗмсӗр произведенисен авторӗ çут тӗнчерен уйрăлнăранпа 80 çул (2025 çулхи январь уйăхӗн 12-мӗшӗ) çитнӗ тӗле пулчӗ вăл.

Шупашкарти çыравçă Лидия Филиппова сӗннипе ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова çак ӗçе питӗ хăвăрт йӗркелерӗ. Тутарстанри чăваш çыравçисем, наципе культура автономийӗн пайташӗсем, предпринимательсем тата поэтăн  тăванӗсем, ентешӗсем пулăшнипе 10 кунрах кирлӗ суммăна пухса палăк заказ пачӗç. Йӗркелӳ ӗçӗсене Шупашкарта тепӗр ентеш-çыравçă Анатолий Ефимов-Хмыт тимлесе тăчӗ, хут ӗçӗсене вара Лидия Филиппова илсе пычӗ. Çапла сентябрӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масарта пӗрремӗш чăваш халăх поэчӗн вилтăпри çинче çӗнӗ палăк уçăлчӗ.

Мешехене Хусантан Ирина Трифонова ертсе пыракан делегаци, ЧР культура министрӗн çумӗ Георгий Богуславский, Лидия Филиппова, Светлана Асамат, Анатолий Ефимов-Хмыт, Ара Мишши, Галина Кӗмӗл тата ытти çыравçăсем, педагогсемпе студентсем, поэтăн Хусанта тата Шупашкарта пурăнакан тăванӗсем Вера Юнусовăпа Владимир Шадрин хутшăнчӗç.

Сăмах май, Николай Полоруссов-Шелепин манăçнă вилтăприне тавăрас ӗç ӗнер-паян кăна пуçланман. «Тутарстан чăвашӗсем» кӗнекене кăларакан ушкăн ăна 2005 çултах шыраса тупнă.

–  А.А.Трофимов искусствовед (йывăр тăпри çăмăл пултăр. – Авт.) мана Шелепин вилтăприне тупма хушрӗ ун чухне. Барельефне кӗнекене кӗртесшӗнччӗ эпир. Август уйăхӗнче çумăр айӗнче пӗр эрне шырасан та – тупаймарăм. Тунтикун Алексей Александрович патне кайсан вăл мана вилнӗ çулӗ (1945) тăрăх масарăн сылтăм енче шырама сӗнчӗ. Масарăн аял енчен шырама тытăнтăм. Ал тупанӗ сарлакăш йывăçсем, хăмла евӗрлӗ ӳсен-тăран пусса илнӗччӗ кунта. Йăваннă йывăçсем урлă каçа-каçа тупрăм Шелепин вилтăприне, барельефӗ пурччӗ-ха ун чух. Вара Алексей Александровича та савăнтартăм. Тепрехин фотографсемпе пӗрле çул уçса кӗтӗмӗр. Виçӗ çул каялла «Тăван Атăл» журналта статья пичетленӗ хыççăн писательсемпе субботника пуçтарăнтăмăр. Ытти писательсен вилтăприсене те пуçтаркаларăмăр ун чух. Унтанпа час-часах çӳретӗп кунта. Лидия Ивановнăна ку вырăн чăваш мекки пек пулмалла тесе ăнлантарсан вăл ман шухăша илтсе, Ульяновска А.Селивановăна (Алексеевăна) шăнкăравланă, Хусана çитернӗ. Эп унта-кунта чупса çӳренӗ вăхăтра хусансем укçа пухнă та, питӗ савăнтăм, – терӗ Анатолий Дмитриевич кун пирки. 

Чăвашсен пирӗн çулталăкра пӗрре те пулин тăвансен вилтăпри çине каясси йăлара, мӗншӗн-ха шкул программине кӗнӗ, литературăра йӗр хăварнă классиксене пырса тивмест ку? Хам та эпӗ Шупашкартах вӗреннӗ, анчах пире пӗр поэт-писатель вилтăпри çине те илсе кайман, тасатма та ыйтман. Юрать-ха, пăр тапранчӗ пек халь. Пӗрремӗш чăваш халăх поэчӗн вилтăприне тирпейлесе палăкне çӗнетрӗç. Лидия Филиппова сăмахӗсемпе, Шелепирен пуçăннă çак пархатарлă ӗçе вӗсем малалла тăсас шутлă. Черетре – Иван Мучин, унтан Хумма Çеменӗн, Иван Ивникăн вилтăприсем... 

Палăк çинчи шур витте ЧР культура министрӗн çумӗ Георгий Богуславский, Лидия Филиппова, Ирина Трифонова тата Вера Юнусова уçрӗç. 

Георгий Богуславский ЧР культура министрӗн Светлана Каликован Тав çырăвне вуласа пачӗ, министр пӗрремӗш халăх поэтне хальхи литераторсем палăк лартни пуриншӗн те тӗслӗх пулни çине пусăм туса пурне те тав тăвать унта.

Ирина Трифонова вара хăй енчен ку вăл пӗрле тунă ӗç пулнине каларӗ. Мӗншӗн тесен чăваш классикӗсен палăкне çӗнетесси тăванӗсен кăна мар, халăхăн тивӗçӗ. Пӗрремӗш халăх поэчӗн вилтăприне тупса тирпей кӗртекенсене, уйрăмах Анатолий Ефимов-Хмытпа Лидия Филипповăна, тав турӗ. Пухăннисене пурне те Николай Ивановичăн Сочире пурăнакан кӗçӗн мăнукӗсенчен Ольга Олейниковăпа Надежда Журавлевăран салам каларӗ. ТР ЧНКА председателӗ Д.Самаренкин, Тутарстанри чăваш писателӗсем, тăванӗсем, ентешӗсем нумай пулăшнине палăртрӗ. «Писательсен вилтăприсене тирпей кӗртес пысăк ӗçе пуçăнсан  эпир те хӗрринче юлмăпăр», – терӗ.

Вера Юнусова Аксу районӗнчи тăван Беловка ялӗн, поэтăн унта пурăнакан тăванӗн Нина Владимировна Кожеманован саламне çитернӗ май, Николай Ивановичпа çыхăннă асаилӳсене, çав шутра Шелепи псевдоним ăçтан пуçланнине те каласа пачӗ (поэтăн асламăшӗ «Ш» сасса калайманнипе тутарсем ăна Шеепи тенӗ иккен), палăка лартма пулăшнисене пурне те тăванӗсен ятӗнчен тав турӗ.

Лидия Филиппова Полоруссов-Шелепин палăкне çӗнетмешкӗн  хутсем пуçтарнă вăхăтра архивра Чăваш АССРӗн Тӗп комитечӗн Президиумӗн чăваш илемлӗ литературин аталанăвне 30 çул тӳпе кӗртнӗшӗн тата 50 çулхи юбилейне халалласа Николай Ивановича пӗрремӗш чăваш халăх поэчӗн ятне парасси çинчен постановленине тупнă. Документăн ксерокопине музей валли В.М.Юнусовăна пачӗ. 

Ырă ӗçе Турри те пиллерӗ тейӗн, лăпкă та хӗвеллӗ кун тăчӗ. Поэтăн палăкне уçнă чух сăвă каласси те тахçанхи йăла. Хальхинче Евгений Турхан çул çинчи экспромтне, Светлана Асамат Аксура Шелепин палăкне уçнă чух  çырнă сăввисене вуларӗç.

 

Палăка уçса чечек хунă хыççăн В.М.Юнусова пухăннисене Николай Иванович Полоруссов-Шелепие асăнма кафене илсе кайрӗ.

«Ӳтӗм çӗрсе пӗтсессӗн те  ятăм çӗрмӗ тесе шанатăп», – çапла  çырнă пӗрремӗш чăваш халăх поэчӗ, Аксу район чăвашӗ Николай Иванович Полоруссов-Шелепи 1926 çулта хăйӗн «Çул курки» сăввинче. Палăк çине эпитафи шыранă чух çак йӗркесене паллă поэт, çыравçă В.Н.Тарават сӗнчӗ.  Çӗнӗ палăка та çак йӗркесемех илем кӗртеççӗ халӗ. Ячӗ те, произведенийӗсем те чăваш литературине ӗмӗрлӗхе кӗрсе юлнă унăн. Çуралнă çӗршывӗ поэта нихçан та манман, тăван ялӗнчи, район центрӗнчи палăкӗсене типтерлӗ пăхса тăраççӗ, шкулсенче Шелепи вулавӗсене те ирттереççӗ, тен, вилтăпри çине ятарласа кӗрсе тухакан та тупăнӗ малашне.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народный поэт