Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ӖÇЧЕН ÇЫННĂН ТЕЛЕЙӖ​ ХĂЙ АЛЛИНЧЕХ

  Пурнăçра пӗр ахаль нимӗн те пулса пымасть. Тăрăшнине, чунтан шаннине кура шăпа тивӗçнине парнелетех. Çакна Камское Устье хула евӗрлӗ посёлокра пурăнакан Александр Головановăн тӗслӗхӗ те çирӗплетет. Шăпах вăл 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулне хаçата çырăннисен хушшинче тӗп парнене – пылесос – выляса илчӗ

 Ку районта «Сувара» пурӗ те икӗ çын çырăнать, вӗсенчен пӗри кăна квитанцине ярса панă. Чăвашсем йышлă пурăнакан ​ Аксу, Çӗпрел, Нурлат, Пăва, Çарăмсан районӗсенчен çуллен вуншар-вуншар çын хутшăнать конкурса. Пӗр шутласан çак йышăн шанăçӗ те пысăкрах пек туйăнать. Çавăнпа тӗп парне Камское Устьене кайнинчен малтанласа хамăр та тӗлӗнтӗмӗр. Вăт вӗт телей!

Пăртакран редакцие Голованов юлташ хăй шăнкăравласан тӗлӗннинчен пӗр чӗптӗм те юлмарӗ. Парне чăннипех тивӗçлӗ çынна лекнӗ. Александр Николаевич «Сувара» вăл тухма пуçланăранпах çырăнса илет иккен. Çырăнса илет кăна мар, подшивка туса пырать. Вăн мӗнле! Паянхи кун хут пичет продукцийӗн сумӗ чакса пынă чух ку чăннипех хаклă. Сум чакса пырать тени тӗрӗс те мар-ха. Пичет продукцийӗн авторитечӗ ниçта та çухалман. Телее, вăл хăш-пӗр электронлă МХХсем пек хыпарăн çӳп-çап канализацине çаврăнман. Соцыйтăм кăтартăвӗсемпе, çынсем халӗ те-ха хаçат-журналта хăйсем çинчен çырнине сумлă тесе йышăнаççӗ, хаçат страницине лекме тăрăшаççӗ.​

елефонпа калаçнă хыççăн пӗр çур уйăхран Александр Голованов мăшăрӗпе Гузалияпа редакцие килсе çитрӗç: савăнăçлă пит-куçпа, кучченеçпе кӗрсе тăчӗç вӗсем пирӗн пата.​

– Эпир сире кӗтсе илеймерӗмӗр, Çырчаллинчен таврăнатпăр та çула май хамăр кӗрсе тухас терӗмӗр, – алă тытса сывлăх суннă май калаçрӗç хăнасем. Сăмах май, телефонпа калаçнă чухне чăн та Головановсене хăйсем патне пыма шантарнăччӗ, март уйăхӗн пуçламăшӗсенче. Анчах ăшăтасса кӗтсе вăхăт шурӗ те шурӗ.​

Головановсем питӗ те сăпайлă мăшăр, хăйсем пирки каласа пама самай калаçтарма тиврӗ. Анчах журналистсем патне лексен пӗр ахаль тухса каяймастăн. Майпен пирӗн калаçу та сыпăнчӗ. ​ Александр Голованов теччӗсем, Пролей Каша ялӗнчен, чăвашла Кивьял теççӗ. Хăй каласа панă тăрăх, вăл пысăк çемьере ӳснӗ. Ашшӗпе амăшӗн çичӗ ывăл пулнă, хӗрсем пулман. Мӗн ачаран килте ӗçе, пӗр-пӗрне хисеплеме вӗрентнӗ. ​

– Камское Устьере эпир 1977 çултанпа пурăнатпăр. Мăшăрпа иксӗмӗр те «Татбыттехника» пӗрлешӳре ӗçлеме пуçларăмăр. Эпӗ унта 1998 çулччен Кулленхи кунри пулăшу министерстви (Министерство бытового обслуживания) хупăничченех вăй хутăм, – каласа парать Александр Николаевич. – Çирӗм пилӗк çул ытла министерствăн кил техникин юсавӗн районти участокӗнче заведующи пулса ӗçлерӗм. Эпир ваннă кил техникине юсаттăмăр. Çынсем çӗмӗрӗлнӗ холодильникӗсене, телевизорӗсене, сехетсем пирӗн пата илсе килетчӗç, – каласа парать Александр Николаевич. Паянхи çамрăксенчен нумайăшӗ хăçан-тăр çавăн йышши министерство пулнине те пӗлмест. Халӗ ку ӗçе йăлтах коммерцилле организацисем пурнăçласа пыраççӗ. Ӗлӗк вара уйрăм çыннăн кил техникине юсасси те патшалăх аллинче пулнă.​

Александр Голованов пӗлтернӗ тăрăх, ун мăшăрӗ ​ Гузалия Пăва районӗнчен, шкул пӗтерсен Канашри финанс техникумӗнчен вӗренсе тухнă. Нумай çулсем хушши «Татбыттехникăра» экономист пулса вăй хунă, унтан налог инспекцийӗн пуçлăхӗн çумӗнче, каярахпа БТИ ертӳçинче ӗçленӗ, мӗн пенсие тухиччен. Хăй вара Йошкар-Олари технологи техникумӗнчен вӗренсе тухнă. Пулас мăшăрӗпе Александр Николаевич Камско-Устьински районне килсен паллашнă. Паллашнă та урăх уйрăлман. Кăçал декабрь уйăхӗнче пӗрле пурăнма пуçлани 45 çул çитет вӗсен.​

Историе пăхас пулсан, Камское Устье тăрăхӗнче чăвашсем пурăнман. Вӗсем унта Совет Союзӗн тапхăрӗнче ытти регионсемпе Тутарстанăн районӗсенчен ытларах распределенипе ӗçлеме килнӗ. Головановсем те çапла майпа куçса килнӗ. Чăваш ялӗсем çук тăрăхра, йăхташăмăрсем ытти наци çыннисем хушшинче сапаланса пурăнаççӗ.​

Головановсем хӗрпе ывăл çуратса ӳстернӗ. Хӗрӗ çемйипе Çырчаллинче пурăнать. Ывăлӗ ашшӗ-амăшӗпе юлнă. Ашшӗ йӗркелесе янă ӗçе – автомашинăсем валли запас пайсем сутакан лавккапа автосервиса паян Голованов кӗçӗнни хăй аллине илнӗ. Ашшӗ пекех пултаруллă предприниматель пулса тăнă.​

– Ывăл Хусанти федераллă университетран вӗренсе тухрӗ. Тӗрӗссипе, ун Хусанта та ӗç тупма май пулнă. Эпир ăна хамăр пата таврăнма чӗнсен хирӗçлемерӗ – килчӗ. 2021 çулччен предприниматель ӗçне илсе пытăм, халӗ ывăлпа кин тăрăшаççӗ. Малашлăх çамрăксенче, – тет Голованов асли.​

1999 çулта йӗркелесе янă бизнес пурăнать. Çак хушăра Раççейре пӗчӗк тата вăтам бизнеса пӗрре мар кризиссем пыра-пыра çапса вӗсен пурăнаслăхне тӗрӗслерӗç, рынокри конкуренци те ялан тӳрӗ те тӗрӗс мар. Шулӗксем те, ултавçăсем те пур унта. 22 çул бизнес хупăнмасăр ӗçлени пысăк çитӗнӳ. Ӗç пытăр тесен хăв сферăра кăна шайлани çителӗксӗр, бизнес законӗсене лайăх пӗлмелле, ăнланмалла, паянхи кунпа тан утмалла. Головановсем пур йывăрлăха та çӗнтерсе паян та ăнăçлă ӗçлесе пыни вӗсене чылай енчен ырăпа хаклать. ​

Пуринчен ытла Александр Николаевич мăнукӗсем çинчен хăпартланса калаçрӗ. Виççӗн вӗсем хальлӗхе. Аслисем 12-ре тата 11-те, кӗçӗнни çулталăкра кăна-ха.​

– Аслисем çăвӗпех пирӗн патра тăраççӗ. Арăмпа пахчара тăрмашаççӗ. Садра аван çулла. Атăл хӗрринче пирӗн çурт пур, çавăнта çемьепе пӗрле пулă тытса канма юрататпăр. Хăнасене тарават эпир, эсир те пырса курăр, – çапла кăмăллăн вӗçлерӗ калаçăва Голованов юлташ.​

Ирина ТРИФОНОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев