Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çеçпӗл пек çынсем çӗр çула пӗрре çуралаççӗ

Ноябрӗн 16-мӗшӗнче Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 119 çул çитрӗ. Çак паллă куна уявлама Чăваш Республикинчи Канаш районӗнче уйрăмах тӗплӗн хатӗрленеççӗ. Кунта «Çеçпӗл йыхравӗ» ятлă регионсен хушшинчи поэзи фестивальне ирттересси йăлана кӗнӗ.

Ноябрӗн 16-мӗшӗнче Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 119 çул çитрӗ. Çак паллă куна уявлама Чăваш Республикинчи Канаш районӗнче уйрăмах тӗплӗн хатӗрленеççӗ. Кунта «Çеçпӗл йыхравӗ» ятлă регионсен хушшинчи поэзи фестивальне ирттересси йăлана кӗнӗ.

Йăла тăрăх фестиваль хăнисене тата унта хутшăнакансене Канаш районӗн чиккинче çăкăр-тăварпа кӗтсе илеççӗ. Унтан делегаци Шăхасанри кивӗ шкул патӗнчи Çеçпӗл Мишшин палăкӗ умне чарăнать. Кунта пӗчӗк митинг иртет.

Шăхасанти митинга Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай, Арсений Тарасов драматург, ЧНК президиумӗн пайташӗ Василий Пушкин, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Светлана Печникова, ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствинчи этноконфесси хутшăнăвӗсен уйрăмӗн пуçлăхӗн çумӗ Эдуард Краснов хутшăнчӗç. Канаш район пуçлăхӗн çумӗ, вӗрентӳ уйрăмӗн пуçлăхӗ Юрий Алексеев сăмах каларӗ.

– Кун пек çынсем çӗр çула пӗрре çуралаççӗ те нихăçан та вилмеççӗ. Çитес 2019 çул шăхасансемшӗн кăна мар, пӗтӗм районшăн юбилейлă пулса тăрӗ. Шăхасан шкулне 200 çул çитет тата Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 120 çул пулать, – терӗ вăл.

Кăçал Шупашкарта Çеçпӗл Мишши çинчен илемлӗ фильм ӳкерни çинчен те пӗлтӗмӗр тӗлпулура. (А.Тямина сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России