Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чакăлтăмра чие сачӗ лартаççӗ

Апрелӗн 25-мӗшӗнче чакăлтăмсем «Асăну сачӗ» акци ирттереççӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ял çыннисене пурне те асăнса ял варринчи шкулпа клуб хушшине чие тӗмӗсем лартаççӗ.

Тӗнчере коронавирус алхаснă вăхăтра та ырана хăварма юраман ӗçсем нумай. Уйрăмах яллă вырăнсенче. Çуркунне веçех вăхăтра ӗлкӗрмелле. Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăм ялӗнче те акă, маларах палăртнă ӗçе  урăх вăхăта куçарман. Апрелӗн 10-мӗшӗнче ял-йыш пурте пӗрле субботника тухнă. Паллах, санитари нормисене пăхăнса.

Пархатарлă ӗçе ялти вăйпитти пӗр çын та хутшăнмасăр юлман: Симаковсем,  Морозкинсем, Михайловсем, Алексеевсем, Ложниковсем çемйипех, Н.П.Морозкин, Луизăпа Роза Михайловасем, Г.Федотов, Тутар Чакăлтăмӗнчи Г.Валеевăпа Г.Федотова, Ульяновск хулинчен килнӗ А.Морозкин тата ыттисем. Вӗсем ял урамӗсене кăна мар, пахча хыçӗнчи Анатри икӗ пысăк пӗве таврашӗнчи типнӗ курăка та кӗреплепе пухнă. Çывăхра ӗрчеме пуçланă вӗрене хунавӗсене кăкланă. Пысăк пӗвен çыранӗсене пӗлтӗр çирӗплетнӗ пулсан, хальхинче Пӗчӗк пӗвене черет çитнӗ. Çырана вара ӗлӗкхилле шалча çапса, çатан тытсах çирӗплетнӗ.


– Ял урамӗсене, пӗве хӗррисене тап-таса туса хучӗç чакăлтăмсем, пусăсене шап-шурă сăрларӗç, – савăнса пӗлтерчӗ пире Пăхăрçă ял хутлăхӗн секретарӗ Луиза Степановна Семенова. Хальхи вăхăтра  вырăнти власть ял хутлăхӗн пурлăхне ревизи тăвассипе ӗçлет.  Чăваш Чакăлтăмӗпе Тутар Чакăлтăмӗнче мӗн пуррипе çуккине шута илнӗ те ӗнтӗ.  Ку вăл сулăм укçине кăçал ăçта тăкакласан лайăхрах пулнине палăртма кирлӗ-мӗн.


Урамсемпе ял таврашне, палăк умне тирпей кӗртнипе кăна вӗçленмест-ха чакăлтăмсен çурхи ӗçӗ. Вӗсем ку шăматкуна тепӗр пысăк ӗç палăртнă – «Асăну сачӗ» акци. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ял çыннисене пурне те асăнса ял варринчи шкулпа клуб хушшине чие тӗмӗсем лартасшăн. Ку вырăна пӗр ахаль суйламан иккен, 1941 – 1945 çулсенче чакăлтăмсене фронта шăпах çак вырăнтан ăсатнă.
Çанталăк уяртсан тӳрех тата тепӗр ӗçе тухӗç. Ун чух масар çине тирпей кӗртӗ ял-йыш. Ялта тирпейлӗ-тӗк, килте те, чунра та тирпей. Куратпăр ӗнтӗ, ют ял çынни килсе туса памасть тирпее, хамăр тăрăшмалла.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев