Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂХ-ЧӖП ТУЯНМА ХАЛЬ ПАСАРА КАЙМАЛЛА

Кайăк-кӗшӗк грипӗ ан сарăлтăр тесе чăх, хур-кăвакал чӗпписене килӗрен сутса çӳркенсене малашне республикăна кӗртмеççӗ.

Тутарстанра малашне выльăх, чăх-чӗп килӗрен сутса çӳреме ирӗк памаççӗ. Çирӗп тӗрӗслеме тытăнаççӗ. Çакăн пек мерăсем йышăнма пӗлтӗрхи опыт хистет. Ун чухне ытти регионсенчен килнӗ сутуçăсем килӗрен чăх, хур-кăвакал чӗпписене сутса çӳренипе темиçе районта кайăк-кӗшӗк грипӗ сарăлнăччӗ. Кăçал вара чӗпӗ туянас текенсен район центрне кайма тивет. Мӗншӗн тесен кашни районта чăх-чӗп сутакан ятарлă вырăнсем пулаççӗ. Кун пек пасарсене республикăри чăх-чӗп фабрикисем çумне çирӗплетеççӗ.

 Республикăн «тӗп» ветеринари инспекторӗ Алмаз Хисмутдинов пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра та ирӗк паман вырăнсенче выльăх-чӗрлӗхпе суту-илӳ тăвакансем пур иккен-ха, ведомство вӗсене тупса палăртассипе ӗçлет. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, çак енӗпе йӗркене пăснă 775 тӗслӗхе шута илнӗ, 1 миллион тенке яхăн  штраф тӳлеттернӗ. Ветэкспертиза вара 1,6 пин тонна пахалăхсăр аш-какая сутма чарнă. (К-Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество