Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧАНӖ ХАТӖР, ШЫВА КӖРТЕКЕНӖСЕМ КĂНА ÇУК

«Венчете тăракансем те пулмарӗç-ха», – тунсăхлăн калаçрӗ Владимир атте

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялне ӗçпе килсен май пулнă чух кунти Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн чиркӗвне кӗрсе тухма тăрăшатпăр. Куç умӗнче çӗкленсе ларчӗ храм. Строительство ӗçӗсем пынă чух  пӗрре мар килсе кайнă, тӗп меценачӗсенчен Крлыковсенчен пӗринпе Василийпе те тӗл пулса калаçнă. Пӗрре шăпах иккӗмӗш купола хăпартнă çӗре лекнӗччӗ. Ăна ял маçтăрӗсемех пит капăр ăсталанăччӗ.  

Район Акатуйне килсен те кӗрсе тухмасăр каймарăмăр. Чиркӳ настоятелӗ Владимир атте (Кудрявцев) пире питӗ ăшшăн кӗтсе илчӗ. Алăкран кӗрсенех сăмсана çулнă курăк шăрши тутлăн кăтăкларӗ. Çимӗк тӗлне ялан çапла тирпейлеççӗ чиркӗве. Урамри шăрăх хыççăн уçăлсах каятăн. Ачасемпе килнине курсан пачăшкă пехиллесе ача-пăча Библине тыттарчӗ. Унтан кашнине хаклă миропа сӗрсе ячӗ. 

 

– Парне пултăр ку сире, – терӗ Владимир атте атьсене пиллесе. 

– Халăх çӳрет-и чиркӗве? – ыйтрăм стена çумӗнчи турăшсене сăнанă май. 

– Питех мар çав, пысăк праçниксенче кăшт пуçтарăнаççӗ, – терӗ пачăшкă хаш сывласа. 

– Украинăра ятарлă операци пуçланнăранпа та лару-тăру улшăнмарӗ-и? Район центрӗнчи чиркӗвех çынсем ытларах çӳреме пуçланă теççӗ.

– Улшăнчӗ-ха, пăртак нумайрах. Çурта лартма кӗрсе тухса каякансем пур. 

– Шыва кӗртрӗр-и пӗрре те пулин? – куç тӗлне вӗр-çӗнӗ чан лексен ыйтмасăр чăтаймарăм. 

– Çук-ха, пӗрре те кӗртмен. Венчете тăракансем те пул­марӗç-ха, –  тунсăх­лăн калаçрӗ Владимир атте. 

Пачăшкă каласа панă тăрăх, шыва кӗртмелли чана тата пысăк подсвечнике Василий Аюгинсен çемйи илсе панă. Хăй вăл кивуписем, халӗ Хусанта пурăнать. Престол хыçӗнчи хӗресе Николай Черновăн çемйи парнеленӗ. 

– Юлашки вăхăтра çак çынсем пулăшса тăраççӗ пире, тав вӗсене, – чунтан тав турӗ Владимир атте. 

 Унтан эпир прихут картишне тухрăмăр. Ӗлӗк кунта улмуççи, тӗрлӗ çырла сачӗ пулнă. Йывăççисем халӗ те лараççӗ-ха. 

– Ак çак çуртра трапезнăй пулать, – эпир пӗр хутлă чул çурта кӗтӗмӗр. Стенасем те, урай та бетонран хальлӗхе. Часах кунта хăтлăх кӗртме пуçламалла. 

– Хальлӗхе çутă кӗртес ӗçсем патне çитрӗмӗр. Ăшă янă, шыв кӗртнӗ. Паллах, ку ӗçсене пулăшусăр тума çук. Бюджетран памаççӗ вӗт уйăрса, йăлт прихута кӗрекенсен, спонсорсен шучӗпе тăвăнать. Пысăк тав чиркӗве пулăшакансене. Турăран пил пултăр, – лару-тăрупа паллаш­тар­нă май каласа парать па­чăшкă. 

Материала çырнă хушăра Владимир аттене шăнкăравласа илтӗм. Тен, çак вăхăтра тата мӗн те пулин пулса иртнӗ? 

– Халӗ эпир июлӗн 15-мӗшӗнче Хусанăн пӗрремӗш светителӗсен Гурийпе Варсонофийӗн ӳчӗсен пайӗсене (мощи) кӗтсе илме хатӗрленетпӗр-ха. Çӗпрел районӗнчи прихутсен чиркӗвӗсем тăрăх вӗсем тахçанах куçса çӳреççӗ, халӗ пире черет çитрӗ, – терӗ  савăнăçлăн. Тата çак хушăра трапезнăй çуртне çутă кӗртнине те пӗлтерчӗ. 

Палăртса хăварас пулать, Çӗнӗ Упири Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн чиркӗвӗ ӗçлеме пуçлани те нумай мар. Ăна пӗлтӗр декабрь уйăхӗнче кăна-ха Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл çветить туса кайнăччӗ. Çур çул ытларах кăна ӗçлет-ха чиркӳ. Ăна халăха кирлипе тунине шута илсен малашне çынни çӳрӗ-ха. Шыва та кӗртӗç, венчете те тăрӗç. 

Хаклă вулаканăмăрсем, маларах çыртăмăр ӗнтӗ, чиркӳ пӗтӗмпех çын пулăшнипе çӗкленет. Çавăнпа, тен, хăш-пӗрин çак сăваплă ӗçе хутшăнас килӗ. Кăмăл пулсан, вăй çитернӗ таран аяларах кăтартнă реквизитсемпе укçа куçарма пултаратăр. 

 

ПӖЛТЕРӲ

Полное наименование: Местная Православная Религиозная Организация Приход Церкви Казанской иконы Божией Матери с.Убеи Дрожжановского района РТ Казанской епархии Русской Православной Церкви (Московский патриархат).

Юридический адрес:  Республика Татарстан, район Дрожжановский, село Убеи, улица Красная площадь, дом 31

Почтовый адрес: 422464,  Республика Татарстан, район Дрожжановский, село Убеи, улица Красная площадь, дом 31

ИНН/КПП  1617002962/ 161701001

ОГРН  1041651601947

Расчетный счет   40703810601100000004

Корреспондентский счет  30101810000000000805

БИК банка  049205805

Банк ПАО «АК БАРС» БАНК 

Телефон 89274450706

Настоятель Кудрявцев Владимир Дмитриевич

 (действует на основании Устава). 

 

Ирина ГОРДЕЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев