Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШ АЧИСЕМ ВИКТОРИНĂРА

«Мӗн? Ăçта? Хăçан?» вăйă-­викторинăн çирӗпленнӗ йă­ли те пур. Вăл пуçланас умӗн И.Н.Улья­нов ячӗллӗ чăваш патшалăх университечӗ презен­таци ирттерсе хăйпе пал­лаш­тарать. Çав кун ачасем хулари ытти шкулсенчен те килеççӗ. Ыйтусем парса кăсăкланаççӗ, кăмăл пуррисене аслă шкул хапăлласах кӗтет. ЧПУ абитуриенчӗсен шутӗнче Анат Камăри 34-мӗш гимнази ачисем кăçал та пулӗç. Чăваш чӗлхипе литературине лайăх пӗлекен, респуб­лика, Раççей олимпиадисенче палăрнисем унта вӗренме кайма хатӗрленеççӗ

Анат Камăри 34-мӗш гимнази республикăри чăваш этнокомпоненчӗллӗ шкулсен тата
И.Н.Ульянов ячӗллӗ чăваш патшалăх университечӗн вырăс, чăваш филологийӗсен тата журналистика факультечӗн студенчӗсем хушшинче ирттерекен «Мӗн? Ăçта? Хăçан?» вăйă-викторина кăçал та хӗрӳ пулчӗ. Йӗркелӳçӗсем хальхинче çӗнӗлӗх те кӗртнӗ, пуçласа пӗрремӗш хут викторинăна гимнази вӗрентекенӗсен команди хутшăнчӗ.
34-мӗш гимназин директорӗ Галина Анатольевна Ляхова сăмахӗсем тăрăх, вӗрентекенсем хăйсен вăйне тӗрӗслеччӗр тесе кӗртнӗ çак çӗнӗлӗхе. Чăн та, хальхинче районсенчи чăваш шкулӗсен командисем сахал пулчӗç (Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни шкулӗн команди кăна килнӗччӗ), сăлтавӗ паллă– коронавирус пандемийӗ. Ашшӗ-амăшӗсем ачисене аякка яма шикленеççӗ. Командăсем ытти çулсенчи чухлех пулмасан та, заданисем çăмăллисемех марччӗ. Викторина ыйтăвӗсене яланхи пекех гимназин чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем Т.Н.Леонтьевăпа Л.П.Ильгузина хатӗрленӗ. Ачасен хăйсен пӗлӗвне чăваш литературипе, сăмахлăхӗпе, историпе кăна мар, технологи (кăçал ăна космонавтикăпа çыхăнтарнă), медицина енӗпе те кăтартмаллаччӗ. Çулталăкӗ кăçал республикăшăн та, Раççейпе чăваш тӗнчишӗн те пӗлтерӗшлӗ вӗт. Республикăра Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн, Раççейре Наукăпа технологисен çулталăкӗ, космоса пӗрремӗш çын вӗçнӗренпе –  60, чăваш çырулăхне 150 çул.

Чăваш чӗлхи кунӗ умӗн иртекен «Мӗн? Ăçта? Хăçан?» вăйă-­викторинăна шăпах вӗсене халалланăччӗ. Асăнса хăвармалла, вăйă-викторинăн проектне Анат Кама гимназийӗ вырăнти Чăваш наципе культура центрӗпе пӗрле «Эпир пӗрле» проект хӳттинче 6 çул каялла хатӗрлесе хута янă. Хальхи шучӗпе шăпах 6-мӗш пулчӗ те. Проекта анлăлатса регионсем хушшинчи шая кăларас шутпа Г.А.Ляхова 6 çул каяллах И.Н.Улья­­нов ячӗллӗ чăваш патша­лăх университечӗпе çыхăну йӗркеленӗ. Çав вăхăтранпа çуллен «Мӗн? Ăçта? Хăçан?» вăйă-викторинăн положенийӗ­пе хушăвне йӗркелеççӗ, унта республикăри чăваш этнокомпоненчӗллӗ шкулсен вӗ­ре­некенӗсемпе пӗр­­лех уни­вер­­ситетăн вырăс, чă­ваш фи­­лологийӗсен тата жур­на­лис­ти­­ка факультечӗн чăваш уйрăмӗнче вӗренекен студентсем хутшăнаççӗ.
Вӗсен пӗлӗвне сумлă жюри: Анат Камăри Туслăх Çурчӗн ер­тӳçи  В.Ф.Хафизов, Анат Ка­ма муниципаллă районӗн Ӗçтăвкомӗн обществăлла пӗрлешӳсемпе çыхăну йӗркелекен тата наци ыйтăвӗсемпе ӗçлекен уйрăмӗн ертӳçи Ф.Ш.Сафиуллин, Хулари ача-пăча искусство шкулӗн специалисчӗ, гимназире ИЗО вӗрентекен С.В.Ибушева хакларӗç.
Темиçе раундпа иртнӗ викторинăн ыйтăвӗсем чăнах та нумай енлӗ те интереслӗ пулчӗç, командăсен вӗсем çине хăвăрт та тӗрӗс хуравламаллаччӗ. Çавăнпа ӗнсене хыçса маччаналла пăхса ларакан пӗр ача та пулмарӗ. Вӗсем пăшăл-пăшăл калаçса ыйтусен, ребуссен тупсăмӗсене шырарӗç. Çапла темиçе сехете тăсăлнă вăйă-викторинăра вăхăт иртни те сисӗнмерӗ. Командăсен шухăш-кăмăлне пӗлес шутпа хăйсенчен ыйтрăмăр.

Ангелина Семенова, 9-мӗш класс (Чăваш Майни командин капитанӗ):
– Маншăн историпе çыхăннă ыйтусем интереслӗ пулчӗç. Викторинăна шкулта нумай хатӗрлентӗмӗр. Чăваш чӗлхипе литература предмечӗпе иртнӗ олимпиада ыйтăвӗсене тепӗр хут пăхса тухрăмăр, ребуссемпе ӗçлерӗмӗр. Ваттисен сăмахӗсем валли кăна вăхăт çитеймерӗ. Пӗлтӗр ыйтусем çăмăлтарах пекчӗ.

Татьяна Матросова (ЧПУн 1-мӗш курс студенчӗ):
– Хамăр факультет, чăваш уйрăмӗ çинчен каласа парас тӗллевпе килтӗмӗр. Викторинăна пӗрремӗш хут хутшăнтăм, чăваш чӗлхипе çыхăннă ыйтусем пурри савăнтарать, чăваш чӗлхине пӗтме памастпăр. Викторина ыйтăвӗсем шкул ачисене, тен, пурнăçра тата та кирлӗ пулӗç, пирӗн пата вӗренме килӗç. Ку тăрăхалла килсе курнă эпӗ,  гимназие кăна çитейменччӗ, инçе çула кӗскетсе килтӗмӗр. Викторинăна ларсах хатӗрленмен эпир. Темисем пирӗншӗн çӗнӗ пулмарӗç. Хăшне шкулта вӗреннӗ, хăшне – университетра. Тата пӗрерӗн мар, улттăн ӗçлерӗмӗр.  

Анастасия Сидорова (ЧПУн 2-мӗш курс студенчӗ):
– Эпӗ ку викторинăна иккӗмӗш хут хутшăнтăм. Анат Камăран Виола Сергеева пирӗн ушкăнра вӗренчӗ малтан, хăй вырăнне тупаймарӗ пулмалла, экономика факультетне куçрӗ. Пӗлтӗр те ЧПУ командипе килнӗччӗ. Таня каланă пекех эпӗ те чăваш чӗлхине кунта сыхласа, упраса хăварнăшăн хӗпӗртенӗччӗ. Викторина аван иртрӗ, тупăшу хӗрӳ пулчӗ, çăмăлрах та, кăшт йывăртарах ыйтусем те пулчӗç. Анчах та çанă тавăрса  ыйтусене хуравлама пултартăмăр. Вӗрентекенсем тăрăшни, ачасем хатӗрленни тӳрех курăнать. Пире ăшшăн кӗтсе илчӗç. Ыйтăвӗсене тӗплӗн хатӗрленӗ. Вӗрентекенсен команди пулни малтан шиклентерчӗ. Тепӗр çул та, май пулсан, килесчӗ-ха.
Хӗрӳ иртнӗ викторинăн пӗтӗмлетӗвне пурте чăтăмсăр кӗтрӗç. Кăçал чи нумай балл пухса пӗрремӗш вырăна 34-мӗш гимназин команди тухрӗ. 2-мӗш вырăна ЧПУ студенчӗсем йышăнчӗç. Чăваш Майнин команди 3-мӗш пулчӗ. Ачасене пурне те дипломсем парса чысларӗç. Çаплах Тав çырăвне Чăваш Майни шкулӗн чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Светлана Николаевна Федорова, директорӗ Генадий Зиновьевич Федоров, «Сувар» хаçат тата ЧПУ представителӗсем тивӗçрӗç.
Асăнса хăварар, хальхи вă­хăтра гимнази-интернатра Анат Кама, Çырчалли хулисенчен, Анат Камăпа Нурлат райо­нӗсенчи ялсенчен пурӗ 212 ача вӗренет. Вӗсенчен 20-шӗ кунтах пурăнать.
«Мӗн? Ăçта? Хăçан?» вăйă-­викторинăн çирӗпленнӗ йă­ли те пур. Вăл пуçланас умӗн И.Н.Улья­нов ячӗллӗ чăваш патшалăх университечӗ презен­таци ирттерсе хăйпе пал­лаш­тарать. Çав кун ачасем хулари ытти шкулсенчен те килеççӗ. Ыйтусем парса кăсăкланаççӗ, кăмăл пуррисене аслă шкул хапăлласах кӗтет. ЧПУ абитуриенчӗсен шутӗнче Анат Камăри 34-мӗш гимнази ачисем кăçал та пулӗç. Чăваш чӗлхипе литературине лайăх пӗлекен, респуб­лика, Раççей олимпиадисенче палăрнисем унта вӗренме кайма хатӗрленеççӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.
К.Романова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев