Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Чакăлтăмӗнчи «Пилеш» ансамбле çӳрекенсем хăйсемех кӗпе çӗлесе тӗрлеççӗ

Ӗлӗк тум паспорт вырăнӗнче пулнă, кӗпе-саппунăн аркисемпе пӗрӗмӗсем, пусми-таварӗн тӗсӗ çине пăхса çын хăш ялтан пулнине пӗлнӗ.

Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăм ялӗнчи «Пилеш» фольклор ушкăнӗн тумӗсем çав тери илемлӗ. Çакăн пек тумланнă иккен ку ялсем ӗлӗк. Ун чух тум паспорт вырăнӗнче пулнă-çке, кӗпе-саппунăн аркисемпе пӗрӗмӗсем, пусми-таварӗн тӗсӗ çине пăхса çын хăш ялтан пулнине пӗлнӗ. Çавăнпа тума Шупашкарта шыраса çӳрес йăла çук пилешсен, вӗсем асанне-кукамайсен кӗписенчен пăхса хăйсемех çӗлеççӗ, тӗрлеççӗ. Çавăнпа тумӗсем куçа илӗртеççӗ те, мӗншӗн тесен вӗсенче ял историйӗ, ăрусен çыхăнăвӗ упранать. Республикăра фольклор ансамблӗсем нумай, сцена тумне «Пилеш» артисчӗсем пек хăйсем çӗлесе тӗрлекенсем тата пур-ши?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев