Сувар

Чăваш Енре «Вăрçă ачисем çинчен» закон йышăннă

Чăваш Енре вăрçă ачисен ятарлă удостоверени пур халь. Çăмăллăхсем те...

Чăваш Ен Çӗнтерӳ кунӗ умӗн вăрçă ачисене (Раççейре тата СССРа кӗнӗ территорире 1923 по 1945 çулсенче çуралнисем) парне туса республикăра вăрçă ачисен статусне официаллă майпа çирӗплетнӗ. Кун çинчен республика Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев апрелӗн 16-мӗшӗнче Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. «Вăрçă ачисем» статуса официаллă майпа çирӗплетрӗмӗр, çитес вăхăтра закона финанс енчен пулăшу кӗртессипе ӗçлӗпӗр», – тенӗ вăл. Аса илтеретпӗр, Чăваш Ен Раççейре « Вăрçă ачисен» статутсне официаллă майпа çирӗплетнӗ 20-мӗш регион пулчӗ. Сăмах май, çак йышра кӳршллӗ Ульяновск облаçӗ те пур. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: