Сувар

Хусанта чăваш футболисчӗсем тӗл пулаççӗ

Чăваш çамрăкӗсен «ЧНКА» тата «Сувар» футбол командисен юлташла матчӗ пулать. Пурне те кӗтетпӗр!

ТР ЧНКАн социаллă проекчӗсем нумай, çав шутра спорта аталантарас енӗпе те. Ун çумӗнче йӗркеленнӗ чăваш çамрăкӗсен «ЧНКА» тата «Сувар» футбол командисем Хусанти футбол юратакансен лигинче иртнӗ сезонсенче самай пысăк çитӗнӳсем турӗç. Анчах пӗр-пӗринпе выляни хальччен пулманччӗ-ха. Чăваш футболисчӗсем тинех пӗр-пӗринпе вăй виçме шутланă. Вырсарникун, апрелӗн 14-мӗшӗнче, Хусанта «Трудовые резервы» стадионра (Горький паркӗ) юлташла матч ирттереççӗ. Вăйă 20.30 минутра пуçланать. Пурне те кӗтетпӗр! (А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

Реклама
Теги: cпорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: