Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш халăх артистки Вера Кузьмина пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ

Октябрӗн 22-мӗшӗ пӗтӗм чăвашшăн хурлăхлă кун пек пулса юлӗ. Çак кун Чăваш АССР тава тивӗçлӗ, РСФСР тава тивӗçлӗ, РСФСР халăх, СССР халăх артистки Вера Кузьминан чӗри ӗмӗрлӗхех тапма чарăнчӗ. Калама çук пысăк çухату. Вера Кузьминична хăй ӗмӗрӗн тăршшӗпе тăван халăхшăн, чăваш культури аталанăвӗшӗн сцена çинчен каймасăр ӗçлерӗ. Вера Кузьминичнăпа чăваш халăхӗ вăл хăй ӗмӗр тăршшӗпе ӗçленӗ Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗнче сывпуллашрӗç. Унта ЧР пуçлăхӗ Олег Николаев, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова, культура, политика, обществăлла деятельсем,  Вера Кузьминана çывăх куракан тата ытти çынсем хутшăнчӗç. Эпир те унăн ывăлӗпе Атнер Хусанкайпа унăн çемйипе тата мӗнпур чăвашсемпе пӗрле тарăннăн хурланнине пӗлтеретпӗр. Вера Кузьминан çутă сăнарӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пирӗн асра упранӗ. Унăн ячӗ вилӗмсӗр...

Октябрӗн 22-мӗшӗ пӗтӗм чăвашшăн хурлăхлă кун пек пулса юлӗ. Çак кун Чăваш АССР тава тивӗçлӗ, РСФСР тава тивӗçлӗ, РСФСР халăх, СССР халăх артистки Вера Кузьминан чӗри ӗмӗрлӗхех тапма чарăнчӗ. Калама çук пысăк çухату. Вера Кузьминична хăй ӗмӗрӗн тăршшӗпе тăван халăхшăн, чăваш культури аталанăвӗшӗн сцена çинчен каймасăр ӗçлерӗ.

Шанас килмест вăл çуккине. Тутарстана та килсех тăратчӗ вăл. Юлашки хут унпа мăшăрӗн тăван çӗрӗ çинче Элкел районӗнчи Сиктӗрмери Хусанкай ячӗллӗ музейре тӗл пулса калаçнăччӗ. Тӗлӗнсе каймалла ырă, чун-чӗрипе илемлӗ çынччӗ вăл. Чăннипех те чӗрӗ легендăччӗ Вера Кузьминична. Унсăр пуçне вăл пире мăшăрӗн вилӗмсӗр астăвăмӗпе те сыпăнтарса тăратчӗ.

Вера Кузьмина К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче 70 çул ытла вăй хунă мухтавлă актриса.

Вера Кузьмина 1923 çулхи ноябрӗн16-мӗшӗнче Чăваш Республикинчи Тăвай районӗнче çуралнă. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСра актер пултарулăхне вӗреннӗ.

1947 çулта вӗренсе пӗтерсен Вера Кузьмина Чăваш Ене таврăннă. Çавăнтан пуçласа паянхи кунчченех К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче ӗçленӗ. Унăн чи паллă ролӗсен шутӗнче: Ульяна Гормова («Çамрăк гварди», А,Фадеев), Таня, («Таня», А.Арбузов), Цветаева тата Хӗр («Мещенсем», «Старик», М.Горький), Надя («Мӗн-ши вăл телей?», Н.Терентьев), Нина («Никита Бичурин», В.Романов), Марта («Ту çинчи ăмăрткайăк», Ю.Коженевский), Кӗтерук («Кай, кай Ивана», Н.Айзман), Анисья («Тӗттӗмлӗх тытăмӗнче», Л.Толстой), Леди Мильфорд («Хаярлăхпа юрату», Ф.Шиллер), Амăшӗ («Юнлă туй», Ф.Г.Лорка), Хветура («Çӗпӗр дивизийӗ», Н.Терентьев), Сайте («Хура çăкăр», Илпек Микулайӗ), Клавье («Пушар лаши», Н.Трентьев), Ильинична («Лăпкă Дон», М.Шолохов), Амăшӗ («Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», Б.Чиндыков) , Ненила («Лар, аннеçӗм, юнашар», Ю.Гладких) тата ытти…

Вера Кузьмина награăсем те чылай тивӗçнӗ: «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль, Халăхсен Туслăхӗн, 4-мӗш степеньлӗ «Тăван çӗршыв умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн», «Чăваш Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орденсем, Раççей наци «Ылтăн маска» театр премийӗ тата  ытти наградăсем. Паллах ӗнтӗ,  Вера Кузьминична Чăваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ.

Вера Кузьминичнăпа чăваш халăхӗ вăл хăй ӗмӗр тăршшӗпе ӗçленӗ Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗнче сывпуллашрӗç. Унта ЧР пуçлăхӗ Олег Николаев, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова, культура, политика, обществăлла деятельсем,  Вера Кузьминана çывăх куракан тата ытти çынсем хутшăнчӗç.

Эпир те унăн ывăлӗпе Атнер Хусанкайпа унăн çемйипе тата мӗнпур чăвашсемпе пӗрле тарăннăн хурланнине пӗлтеретпӗр. Вера Кузьминан çутă сăнарӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пирӗн асра упранӗ. Унăн ячӗ вилӗмсӗр...

Сăнӳкерчӗк одноклассникинчи ЧНК страницинчен. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество