Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш халăх культурин фестиваль-конкурсӗнче I степеньлӗ лауреат ятне илнӗ

Коронавирус тапхăрӗ пурне те çӗнӗлле ӗçлеме вӗрентрӗ. Паллах, онлайн-мероприятисене чӗррӗн иртекеннисемпе танлаштарма çук та, пурпӗрех ку ахаль ларни мар. Социаллă сетьсене кӗрсе пăхатăн та республикăри районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен, Культура çурчӗсен ӗçченӗсем, фольклор ансамблӗсем мӗн кăна тумаççӗ иккен. Халӗ Инстаграмра, Вконтактере, ытти социаллă сетьре хăйсен страницине уçман Культура çурчӗ сахал юлнă. Ку питӗ лайăх, вӗсен ӗçне йăлт курса тăма пулать. Çулталăкри паллă кунсене, уявсене кашни тӗрлӗ мероприяти ирттерсе паллă тăвать.

Тутарстансемшӗн кăçал ТАССР 100 çуллăхӗ пулнипе пӗлтерӗшлӗ. Çавăнпа ăна халалланă мероприятисем питӗ йышлă иртеççӗ. Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел ял хутлăхне кӗрекен Акрельти Культура çурчӗн ӗçченӗсем те питӗ хастар. Инстаграмри хăйсен аккаунтӗнче кашни кун 10-шар сăнӳкерчӗклӗ темиçе пост тухать. Ăна Çарăмсан районӗнчи ЧНКЦ председателӗ, Культура çурчӗн директорӗ тата «Çăлкуç» ансамблӗн ертӳçи Лидия Квакова илсе пырать.

Нумай пулмасть вӗсем ТАССР 100 çуллăхне халалласа «Çулсем иртни ним те мар» («Нам года – не беда»), «Эпир ТАССРтан» проектсем​ йӗркеленӗ. Унта пӗтӗм ял-йыш хутшăннă тесен те юрать. Паллах, ытларах Совет тапхăрӗнче çуралса ӳснисем йышлă. Акрельсен проекчӗсем интереслентернипе Лидия Кваковăпа хăйӗнпе çыхăнма шутларăмăр.
– Кăçалхи çул чарусен режимӗнче иртет пулин те пирӗн пурнăç кичем мар. Тӗрлӗ конкурссемпе мероприятисене хутшăнман уйăх çук та пулӗ. Сентябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче Чăваш Республикинчи Çӗмӗрле районӗн культурăн информаципе ресурс центрӗ ирттернӗ «Эпир чаплă ăруран» конкурса​ хутшăнтăмăр. Вăл онлайн-режимра иртрӗ, – хаваспах ансамбль ӗçӗсемпе паллаштарчӗ Лидия Дмитриевна.
Ансамбль ертӳçи пӗлтернӗ тăрăх, «Çăлкуç» Чăваш халăх культурин халăхсен хушшинчи фестиваль-конкурсӗнче I степеньлӗ лауреат ятне илнӗ. Ансамбле те, Лидия Кваковăна та йӗркелӳçӗсем Хисеп хучӗпе тата Тав çырăвӗпе чысланă.
– Асăннă конкурса Чăваш Республикин 100, Çӗмӗрле районӗн 85 çуллăхне халалланă. Тăван республика Тутарстан пулин те, наци республикин юбилейӗ те пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ. Ку конкурса иртнӗ çул та хутшăннăччӗ, кăçал та юлас мар терӗмӗр. Паллах, Тутарстан 100 çуллăхӗ тӗп вырăнта. Çавна май, эпир унпа çыхăннă мероприяти нумай йӗркелерӗмӗр. Ансамбле çӳрекенсем питӗ активлă. Хуть мӗнле проект пуçарсан та вӗсем хапăл туса йышăнаççӗ, – терӗ Лидия Дмитриевна.
ЧНКЦ председателӗ меропрятисене çамрăксемпе ачасене хутшăнтарма тăрăшнине те палăртса хăварчӗ.

Л.Квакова сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев