Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш культурин аталанăвӗ юрă-ташăра мар – литературăра

Октябрӗн 30-мӗшӗнче Ульяновск хулинче «Чӗмпӗр – чăваш литературин сăпки» Регионсем хушшинчи чăваш литературин пӗрремӗш форумӗ иртрӗ.

Чӗмпӗрсем форума хăйсен тăрăхӗнчи чăваш çыравçисен «Атăл юррисем» журналӗ тухнăранпа 100 çул çитнине халалланă пулсан та чăваш тӗнчишӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ мероприяти пулнине палăртмалла.

 

Наци культурин аталанăвӗ юрă-ташăра мар, литературăра пулнине аса илтерчӗ вăл. Шел, чăваш çыравçисен шучӗ çуллен сахалланать, аслă çулти сăмах ăстисем пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса пыраççӗ, чӗлхене туякан çамрăк çыравçăсем вара питӗ те сахал. Шăпах çак сăлтавпа чăваш çыравçисен регионсем хушшинчи пӗрлешӗвне туса хурас шухăша пӗлтерчӗ те Чӗмпӗрти Чăваш наципе культура автономийӗ (ертӳçи Олег Мустаев) йӗркеленӗ форум. Ыйтăва чăваш çырулăхӗ, литератури çуралнă, 19 ӗмӗр вӗçӗнче чăваш юхăмӗ пуçланнă хулара – Чӗмпӗрте çӗклени те пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртмалла. Тепӗр çул чăваш çырулăхне 150 çул çитет.

Коронавирус пандемине пăхмасăр ентешсем тӗлпулăва онлайн-форматпа йӗркелес темен. Литературăпа тӳрреммӗн çыхăннисем: çыравçăсемпе поэтсем, литература ӗçченӗсем, журналистсем куçа-куçăн тӗл пулмалла тенӗ. Санитари нормисене пăхăнса хулари «Чăваш кил-çуртӗнче» иртрӗ форум. Хăнасем Шупашкартан, Пушкăртстанран тата Тутарстанран килнӗччӗ. Шел те, чăваш литературин шурсухалӗсене пурне те курма май килмерӗ. Сăлтавӗ паллă – çулӗсем сахал марскерсем коронавируспа чирлес хăрушлăх пысăк. Çапах та пухăннисен хушшинче нумайăн мар пулсан та, сăмах ăстисем Серте Мишши, А.Богатов, В.Егоров (Аванмарт), В.Родионов, А.Тарасов пурччӗ.

Форумăн пӗлтерӗшӗ пысăк пулнине Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн наци ыйтăвӗсемпе ӗçлекен çумӗ С.Паховский, ЧНК вице-президенчӗ В.Тяпкин, Серте Мишши, «Хыпар» Издательство çурчӗн, «Сувар», «Урал сасси» хаçат, «Тăван Атăл» журнал тӗп редакторӗсем И.Вашуркина, И.Трифонова, Ю.Михайлов, А.Тарасов тата ыттисем пӗлтерчӗç. В.Родионов профессор чăваш литературин пирвайхи утăмӗсем çинчен тунă докладӗнче нумай çӗннине, интереслине каласа пачӗ. Форум регионсенчи чăваш çыравçисен пӗрлешӗвне йӗркелеме резолюци йышăнчӗ. (Автор тата И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев