ЧĂВАШ МУЗЫКИ ТӖНЧЕ ШАЙНЕ ТУХРӖ
Халăх теми вăл музей экспоначӗ мар. Вăл матери, унпа ӗçлеме, усă курма юрать
Вера Кожеманован творчествипе интересленекенсем тахçанах кӗтеттӗмӗр çак пулăма. Кӗтни çитрӗ – тинех Shanu ушкăнăн «Taran var» акăлчанла манерлӗ ятпа альбомӗ тухрӗ. Хамăрла каласан «Тарăн вар». Анчах акăлчанлатнине пӗрре те хурлас килмест, чăвашлах вуланать-çке. Йăлтах акăлчанла пулнă-тăк, «тарăн вар» «deep ravine» пулса тăратчӗ. Çапла майпа Shanu ушкăн чăваш этно-музыкине тӗнче шайне кăларать.
Альбом тухни пирки чăваш хаçатӗнчен мала иртсе Еntermedia.io интернет-журнал пӗрремӗш çырса кăларни те хурлантармасть пире. Пач тепӗр май – савăнтарать. Чăваш культурин аталанăвне курни, тимлӗхе илни хăйне май тепӗр ырă пулăм.
Shanu ушкăнăн пӗрремӗш альбомӗ Yummy Music лейблпа тухнă. Унта пӗтӗмпе сакăр трек кӗнӗ, çав шутра чăваш халăх юррисен никӗсӗнче калăпланисем те.
Ушкăн шучӗпе, альбомра джаз сăррисем халăх темипе хутăшса кайса хăйне май хӗрлӗрех кăвак градиент йӗркелеççӗ. Çапларах тӗспе кураççӗ вӗсем хумханнă чунсемпе виçеллӗ амбицисене. Интернет-журналта çырнă тăрăх, Shanu ушкăнăн юхăмӗ мӗнлерех пулмаллине Вера Кожеманова вокалисткăн харпăр интересӗсем палăртнă.
Пирӗн вулакансем пӗлеççӗ ӗнтӗ – Аксу районӗнчи Беловкăра çуралса ӳснӗскер вăл чăваш халăх культурине ачаран курса ӳснӗ, асанне-кукамайсен юррисене ăша хывнă.
Астăватăп-ха Вера редакцие килсен Хусанта хăйне ăнланакан, музыка çине пӗр пек пăхакансене тупни çинчен хавхаланса каласа панăччӗ. Дима Лысов пианиста кăтартнă вăл чи малтан хăй юррисене. Çапла пултаруллă вокалистка тавра музыкантсем пуçтарăнма тытăнчӗç – Андрей Казанцев барабанщик, Эльвира Аблиевапа Даниель Морено (кăшт каярах) бас-гитаристсем тата Арслан Сайфи скрипач. Пӗчӗккӗн репертуар та пуçтарăнма тытăнчӗ. Музыка коллективӗ (ун чухне ушкăн ячӗ çукчӗ-ха вӗсен) час-час Хусанти джаз клубсенче пӗчӗк концертсем пама пуçларӗ. Унтан вӗсене пысăк та паллă фестивальсене чӗнме пуçларӗç. 2019 çулта вара ят та тупăнчӗ – Shanu.
«Taran var» композицийӗсене музыкантсем ӗçленӗ пӗрремӗш çулах пуçтарса, хатӗрлесе çитернӗ пулсан альбом кăларасси икӗ çула тăсăлнă. Вера сăмахӗпе, хăш-пӗрисем Shanu музыкине «димонически» тесе палăртаççӗ. Ку ӗнтӗ ăна композитор тата аранжировщик Дима Лысов пулнăран калаççӗ. Вăл чи пысăк витӗм кӳрет музыка йӗркеленӗвне.
Shanu ушкăнăн музыкине фольклорпа пӗрех танлаштарма çук, никӗсре халăх кӗвви-юрри пулсан та. Альбома кӗнӗ трексем ытларах джаз стилӗпе çырăннă. «Тарăн вар» юрăра ритм пӗлтерӗшлӗ те тӗп вырăнта. Альбомра вăл свинг (акăлчан чӗлхинчен вырăсла «раскачка» тесе куçать. Свинг джаз техникине палăртать, ку чухне пӗрремӗшпе иккӗмӗш нотăсем икӗ пая уйрăлса е кӗскелеççӗ, е вăрăмланаççӗ. – Авт.) майлă пулса тухнă.
Альбомра «Тевет», «Урапа» юрăсем те çӗнӗлле илтӗнеççӗ. Музыкантсем каланă тăрăх, пуринчен ытла вӗсене «Селиме» юрăпа ӗçлени чуна тарăн кӗрсе юлнă. Итлекенсем патне çитериччен ăна темиçе хут та улăштарса çыртарнă. Юлашки версине барокко музыкишӗн пӗлтерӗшлӗ орган сасси те, панк-рокăн экспрессивлă ритмӗсем те, джаз нотисем те кӗнӗ.
– Композиторсем те, юрăçсем те хуть хăçан та халăх юррисемпе интересленнӗ. Ку классикăра та курăнать. Оперăра е пӗр-пӗр симфонире никӗсре халăх юрри пулма пултарнине эпир пӗлмессе те пултаратпăр. Сăмахран, «Князь Игорь» оперăна кӗнӗ «Хор половецких девушек» кӗвве Александр Бородин халăх кӗввинчен илнӗ. Халăх теми вăл музей экспоначӗ мар. Вăл матери, унпа ӗçлеме, усă курма юрать. Çапла шутлатпăр эпир. Тӗрӗсех, вăл халăх еткерӗ, анчах эпир ăна çӗнетсе чун кӗртетпӗр. Халăх юррисене чӗртрӗмӗр тесе алăпа сулкалашас тӗллев те çук пирӗн. Хамăра кăмăла каяканнисене илетпӗр те ӗçлетпӗр. Енчен те ку тăван культурăна аталантарма пулăшать, чăвашсенче чӗлхе патне интерес çуратать пулсан – питӗ лайăх, уншăн савăнатпăр кăна. Малашнехи плансенче ытти халăхсен юррисемпе те ӗçлеме тӗллев пур пирӗн, – тенӗ Вера Кожеманова интернет-журнала панă кӗске комментарире.
Ирина ТРИФОНОВА.
В.Кожеманова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев