Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш паттăрне халӗ те бюст лартман

Совет Союзӗн Геройне патшалăх çӗнӗ çурт лартса парасшăн пулнă, анчах вăл килӗшмен

Кăлаткăпуç районӗ Ульяновск облаçне кӗрет, вăл Саратов облаçӗ çумӗнчех вырнаçнă. Кунта 97 процент тутар пурăнать, ун пек район Тутарстанра та çук. Пӗр чăваш ялӗ те хӗсӗнсе вырнаçнă ку тăрăха – Чăваш Кăлаткă, унта паян çур пин çын пурăнать. Çак ялтан Совет Союзӗн Геройӗ И.В.Ильгачев тухнă, анчах чăваш тӗнчинче ăна пӗлсех каймаççӗ пек туйăнать. Мӗнпе палăрнă-ха вăл?

Иван Васильевич Ильгачев 1902 çулта çуралнă, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартса çак сумлă ята илме тивӗçлӗ пулнă.

Хӗрлӗ çара чăваш арне 1941 çулта илнӗ, унтан фронта ăсатнă. Вăл Тӗп фронтăн 65-мӗш çарӗн 193-мӗш стрелоксен дивизине лекнӗ. Иван Ильгачев сапер 1943 çулхи октябрӗн 16-17 мӗшӗсенче Чернигов облаçӗнчи Каменка ялӗ çумӗнче Днепр урлă каçнă чух паттăрлăх кăтартнă. Тăшман вут-çулăмӗ айӗнче хăюллă чăваш паром ăсталанă, юханшыв урлă хулăн вӗрен (канат) каçарнă, паромпа Днепр леш енне танксене хирӗç тăмалли 4 тупă, 5 миномет батарейи тата çар хатӗрӗсем илсе каçнă.

СССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн 1943 çулхи октябрӗн 30-мӗшӗнчи Указӗпе И.В.Ильгачева командовани лартнă задание вăхăтлă тата тӗрӗс пурнăçланăшăн, паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзӗн Геройӗ ятне панă, унпа пӗрле – «Ылтăн Çăлтăр» медаль тата Ленин орденӗ.

1944 çулхи çурла (август) уйăхӗнче паттăр чăваш аманнă,1945 çулта вара 2-мӗш ушкăнри сусăр (инвалид) пулса капитан званипе тăван ялне таврăннă. Фронтран таврăнсан ун патне район пуçлăхӗсем пынă, райком йышăнăвӗпе Героя патшалăх шутӗнчен çӗнӗ çурт лартса парассине пӗлтернӗ. Анчах сăпайлă чăваш ку шухăша хирӗçленӗ.

Вăрçăра пурте паттăр пулнă, анчах кашнин кăкăрӗ çине çăлтăр çакма май çук. Эпӗ пӳрт хам валли хамах лартаятăп. Эсир тăлăха юлнă салтак арăмӗсене, ашшӗсӗр юлнă ачасене çуртсем туса парăр, – тенӗ вăл пуçлăхсене.

Мирлӗ пурнăçра та питӗ сăпайлă çын пулнă Иван Васильевич, хăйне паттăр вырăнне хунине килӗштермен. Вăл 1962 çулччен «Пионер» колхоза ертсе пынă, унтан пысăклатнă «Коммунар» колхоз председателӗ пулнă. Каярах ял Совечӗн председателӗнче, районти çул-йӗр тăвакан уйрăм заведующийӗнче тăрăшнă.

 Герой 1981 çулхи августăн 2-мӗшӗнче вилнӗ. Ялта Ильгачев урамӗ пур, унти пӗр çурт çине тăванӗсем укçа пуçтарса Асăну хăми çапнă. Ял масарӗ çинчи палăкне те вӗсемех туса лартнă.

Кăлаткăпуç районӗнчен тухнă, кайран ытти çӗрте пурăннă, ют çӗртен вăрçа кайса Герой ятне илнисене район территорийӗнче бюстсем лартнă. И.В.Ильгачев çак районтан вăрçа тухса кайнă, çакăнтах таврăннă, ӗмӗрне тăван ялӗнче ирттернӗ, ун бюстне вара паянччен те лартман. Çакă кӳренӳллӗ пулса тухать ял-йышшăн. Кун пирки районти Ветерансен канашӗн ертӳçи Ханяфи Ахметжанович Насыров нумай чупнă район пуçлăхӗсен кабинечӗсем тăрăх, анчах ăна ăнланакан, пулăшакан пулман, çавăнпа ку ыйту халь те уçă тăрать-ха. Халăхпа укçа пуçтармалла-и бюст валли тесе шутлакансем те пур ялта.

Паян Чăваш Кăлаткăра Геройăн Клавди (1927) тата Вера (1937) ятлă хӗрӗсем пурăнаççӗ-ха. Эпӗ темиçе çул каялла Вера Ивановна патӗнче икӗ хут та пулнăччӗ, мана вăл ашшӗ çинчен чылай каласа панăччӗ.

Николай ЛАРИОНОВ.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Йĕркесӗрлӗх,парадсем тăват путин вилĕмсĕр полк,а бюст ссср геройне халте лартаймаç,йĕркесӗрлӗх