Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Республикин Пуçлăхӗпе Олег Николаевпа тӗл пултăмăр

Октябрӗн 22-мӗшӗнче ЧР Правительство Çуртӗнче Раççей регионӗсенчи Чăваш наципе культура автономийӗсен, пӗрлешӗвӗсен лидерӗсем Чăваш Республикин Пуçлăхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулчӗç. Ку тӗлпулу ЧНК Мăн Канашӗ умӗн иртрӗ. Мероприятие ЧР Культура министрӗ Светлана Каликова йӗркелесе ертсе пычӗ. Тӗлпулура чăвашлăха аталантарассипе, тăван чӗлхепе культурăна упраса хăварассипе çыхăннă тӗрлӗ ыйтăва пăхса тухрӗç. Пуçлăх калаçăвӗнче пӗр япала çеç шухăша ячӗ. Чăваш чӗлхине упраса хăварассинче грамматика кирлӗлӗхне вăл мала хурса каламарӗ. ЧР Пуçлăхӗн шучӗпе грамматикăна пӗлни кирлех те мар, калаçа пӗлни те çитет. Анчах вула пӗлмен чăваш хăй чӗлхине упраса хăварайӗ-ши? 

Октябрӗн 22-мӗшӗнче ЧР Правительство Çуртӗнче Раççей регионӗсенчи Чăваш наципе культура автономийӗсен, пӗрлешӗвӗсен лидерӗсем Чăваш Республикин Пуçлăхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулчӗç. Ку тӗлпулу ЧНК Мăн Канашӗ умӗн иртрӗ. Мероприятие ЧР Культура министрӗ Светлана Каликова йӗркелесе ертсе пычӗ. Тӗлпулура чăвашлăха аталантарассипе, тăван чӗлхепе культурăна упраса хăварассипе çыхăннă тӗрлӗ ыйтăва пăхса тухрӗç. Олег Николаев кӗскен 2021 çулта тунă ӗçсемпе паллаштарса çитес çула палăртнă задачăсем çинче чарăнчӗ. Кăçалхи Сăр чиккин çулталăкӗнче пуçланă ӗçсене малалла тăсас тӗллевпе çитес 2022 çула Чăваш халăхӗн паллă çыннисен çулталăкӗ пек ирттерессе пӗлтерчӗ. Ун калаçăвӗнче пӗр япала çеç шухăша ячӗ. Чăваш чӗлхине упраса хăварассинче грамматика кирлӗлӗхне вăл мала хурса каламарӗ. ЧР Пуçлăхӗн шучӗпе грамматикăна пӗлни кирлех те мар, калаçа пӗлни те çитет. Анчах вула пӗлмен чăваш хăй чӗлхине упраса хăварайӗ-ши? 

Регионсенчен калаçакансен хушшинче УО ЧНКА председателӗ Олег Мустаев, Тутарстанран ТР ЧНКА председателӗн çумӗ Константин Малышев, «Сувар» хаçат тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Санкт–Петербургри ЧНКА председателӗ Валериан Гаврилов пулчӗç. Олег Мустаев кăçал чăваш çырулăхӗн 150 çулне палăртнине, çак тӗллевпе Ульяновск хулинче палăк уçма хатӗрленнине пӗлтерчӗ. Палăка тунă çӗре укçа парса пулăшакансене ЧР Пуçлăхне, ЧНК президентне Николай Угаслова тата ытти активистсене тав турӗ. 

Константин Малышев малалла та пӗрле туслă ӗçлемеллине асăнчӗ. Мăн Канаша Тутарстанран ытларах çын килме кăмăл тунине асăнса тӳрӗ эфир йӗркелеме ыйтрӗ. Хам енчен ЧР Вӗрентӳ министерствине ача сачӗсенче чăваш чӗлхине вӗрентме кирлӗ методика пособийӗсене федераллă переченьне кӗртме ыйтрăм. Мӗншӗн тесен унсăрăн пирӗн ТР Вӗрентӳ министерстви кӗнекесем туянаймасть. Тата «Чăвашкинона» упраса хăй халлӗн ӗçлесе пурăнакан предприяти пек хăварма ыйтрăм. ЧР Пуçлăхӗ каланă тăрăх« организаци НТРК шутне кӗнинчен хăрамалла мар. Вăл хăйӗн «Чăвашкино» брендне упраса хăварӗ. Тӗрӗс пулӗ-и ку утăм, чăваш киноне еплерех вăл аталантарӗ – ăна вăхăт татса парӗ. 

ЧНК президенчӗ Николай Угаслов хăй çак должноçран тухассине пӗлтерни паллах, пире хурлантарать. Çак çулсенче вăл чăваш наци лидерӗ пулса пире пӗрлештерсе тăчӗ, ыр ӗçӗсене шутласа кăларма алăри пӳрнесем çитмеççӗ. Тивӗçлӗ те пур енлӗн аван ӗçлерӗ вăл. Хăй вырăнне Вларий Клементьева хăварассине пӗлтерчӗ.  

Тӗплӗнрех кун пирки «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пултаратăр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество