Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш шкулӗсенчен кăçал сахалрах заявка килнӗ. Кăмăл пуррисен ноябрӗн 3-мӗшӗччен вăхăт пур-ха.

Вӗрентӳ министерствин наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, чăваш шкулӗсенчен ытти çултисемпе танлаштарсан заявкăсем сахалрах килнӗ. Конференцин тӗп тӗллевӗ – вӗренекенсене тăван чӗлхепе интереслентересси, вӗренме хавхалантарасси тата тăван чӗлхепе çырнă кӗнекесене вулама илӗртесси.

ТР Вӗрентӳпе наука министерствин йышăнăвӗпе РФ халăхӗсен тăван чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗпе наукăпа практика конференцийӗ кăçал та иртет. Октябрӗн 25 – ноябрӗн 3-мӗшӗсенче заявкăсем пухас пӗрремӗш тапхăр пырать, ноябрӗн 3-15-мӗшӗсенче ярса панă ӗçсене жюри пайташӗсем пăхса тухса финалистсене палăртаççӗ. Финала тухнисене заявкăра кăтартнă электрон адрес çине çыру ярса пӗлтерӗç. Ноябрӗн 26-мӗшӗнче виççӗмӗш, пӗтӗмлетӳ, тапхăрӗ пулать. Вăл яланхи пек Хусанти Совет районӗнчи «180№ Нумай профильлӗ полилингвальлӗ гимназире» пулӗ.  

Вӗрентӳ министерствин наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, чăваш шкулӗсенчен ытти çултисемпе танлаштарсан заявкăсем сахалрах килнӗ.

Конференцин тӗп тӗллевӗ – вӗренекенсене тăван чӗлхепе интереслентересси, вӗренме хавхалантарасси тата тăван чӗлхепе çырнă кӗнекесене вулама илӗртесси. Унта 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшăнма пултараççӗ. Кăçалхи наукăпа практика конференцийӗ 7 секци çине пайланса ӗçлемелле: вырăс, чăваш, тутар, удмурт, мордва, мари, пушкăрт филологийӗсен секцийӗсем.

Кăçал республикăра тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ, çавăнпа ку конференцие чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хăйсен вӗренекенӗсемпе пӗрле йышлăн хутшăнасса шанас килет.

Ирина ГОРДЕЕВА.

О.Бердникова сăнӳкерчӗкӗ.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование