Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШ ШУПАШКАРӖНЧЕ ХУТКУПĂС ЯНĂРАРӖ

Фестиваль-конкурса Тутарстанăн 6 районӗнчен 16 халăх коллективӗпе уйрăм купăсçăсем хутшăнчӗç

Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнче кăçал, августăн 21-мӗшӗнче,  иккӗмӗш хут «Выля хуткупăс» фестиваль-конкурс иртрӗ. Шучӗпе вăл 12-мӗш пулчӗ. Асăннă фестиваль-конкурса пуçласа Лениногорск районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Ольга Орлова пуçарнăччӗ. Кашни çул вăл республикăри районсенчен пултаруллă купăсçăсемпе ансамбльсене пуçтарать. Кăçалхи мероприяти питӗ шăрăх вăхăта лекрӗ. Урамра 38 градус ăшă тăрать. Анчах вăл тăван культурăна юратакансемшӗн чăрмав пулмарӗ. Ирхине 10 сехет тӗлне «Выля хуткупăс» парадне пуçлама ял шкулӗ умне коллективсем пуçтарăнса тăнăччӗ.

Мероприяти Тутарстанăн Туслăх Çурчӗ, Çӗнӗ Шуçăм районӗн культура уйрăмӗ, районăн централизациленӗ клуб системи, Чăваш Шупашкарӗн ял хутлăхӗн администрацийӗпе Культура çурчӗ, вăтам шкул,  «Колосок» ача сачӗпе ял активисчӗсем пулăшнипе йӗркеленнӗ. Паллах, спонсорсемсӗр паян пӗр мероприяти те иртмест. Вӗсем пурте тенӗ пек Чăваш Шупашкарӗнчен. Çавсен шутӗнче «Енче» тулли мар яваплăхлă общество...   

Фестиваль-конкурса Тутарстанăн 6 районӗнчен 16 халăх коллективӗпе уйрăм купăсçăсем хутшăнчӗç. Çак кун килнӗ хăнасемпе ял-йыша Алексеевски, Аксу, Анат Кама, Çӗнӗ Шуççăм, Нурлат, Чистай районӗсенчи фольклор ансамблӗсемпе купăсçăсем савăнтарчӗç. Чăваш Енпе Самар облаçӗнчен те килнӗччӗ. Ял артисчӗсем сцена çине тухсан куракан халăх чăтса тăрайманнипе ташша та тухрӗ.

Хусантан çитнӗ хаклă хăна – Культура министерстви çумӗнчи «ТР Культура сферине инновацисем кӗртессипе тата йăла-йӗркесене упрассипе ресурс центрӗ» патшалăх учрежденийӗн фестивальсемпе конкурс программисен уйрăмӗн заведующийӗ Нафиса Сагбиева чăвашшупашкарсен культура мероприятине лайăх хак пачӗ. Ун шучӗпе ку йышши фестивальсем нацисен йăла культурине упраса хăварма питӗ те кирлӗ.

Мероприяти маларах çырнă пек купăсçăсемпе ансамбльсен парадӗнчен пуçланчӗ. Чăвашсемпе пӗрле вырăс, тутар, крешӗн халăх представителӗсем те çумлăн утни ăна илемлӗрех те турӗ. Нумай нациллӗ республикăра урăхла пулаймасть те. Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче уйрăмах.

Фестиваль-конкурса хутшăнакансем тӗп урампа утса парк патне çитрӗç. Сăмах май, ял паркне 200 пин тенкӗлӗх грант укçипе тирпей-илем кӳнӗ.  Кунта çак ялта çуралса ӳснӗ паллă педагога тата математика, обществăлла ӗçчене Н.М.Охотникова халалланă бюста уçрӗç. Пуçтарăннисен умне Çӗнӗ Шуçăм районӗн пуçлăх çумӗ Надежда Попкова, ял хутлăх пуçлăхӗ Сергей Моляков тухса калаçрӗç.

  • Никифор Охотников пирӗн ялтан пулнипе эпир мăнаçланатпăр. Вăл Ленинăн вӗренекенӗ пулнă. Паллă ентешӗмӗр çырса хăварнисене халӗ те интересленсе вулатпăр. 1883 çулта Никифор Михайлович Амстердамра иртнӗ халăхсен хушшинчи конференцире ылтăн медале тивӗçнӗ. Ял-йыша малашне те Никифор Михайловича асра тытма, парк умӗнчен иртсе çӳренӗ  чух ун бюсчӗ патне чечек хума сӗнес килет,  – терӗ Сергей Владимирович. Унтан палăка лартма пулăшнă «Лукойл Ритэка» тав турӗ.

Паллă ентешӗн палăкне район пуçлăхӗн çумӗ уçрӗ. Ман шутпа, ку тивӗçе ялти сумлă çын е Никифор Охотниковăн тăванӗсем пурнăçласан тӗрӗсрех пулатчӗ пулӗ.

Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи культура ӗçченӗсем «Выля хуткупăс» фестиваль-конкурса ял уявӗпе пӗрлештернӗ. Паллах, ку йӗркелӳ ӗçӗсене, тăкаксене оптимизацилеме пулăшать. Çапах купăсçăсен конкурсне уйрăммăн ирттерни вырăнлăрах пулмалла. Ку шухăшпа йӗркелӳçӗсем хăйсем те килӗшрӗç. Çапла мероприяти икке пайланчӗ. Пӗрремӗш пайӗ – ял кунӗ. Çӗнӗ Шупашкар 162 çулне паллă турӗ. Надежда Попковапа Сергей Моляков районпа ялăн паянхи лару-тăрăвӗпе, тунă ӗçсемпе тата малашнехи плансемпе паллаштарчӗç. Сентябрь уйăхӗнче пулмалли суйлава та асăнма манмарӗç. Çавăн пекех ӗçре палăрнисене, юбилярсене тав çырăвӗсемпе тата парнесемпе чысларӗç. Тухса калаçакансен хушшинче куракансене «Савăнăç» халăх ташă ансамблӗпе «Çăлкуç», «Илем» фольклор ушкăнӗсем юрă-ташăпа савăнтарчӗç.

Фестивале Аксуран «Саврăшпуç кинемийӗсем», Чистайран «Çăлтăрпа» «Шăпчăк», Анат Камăран «Шăнкăрав хутшăнчӗç. Юрий Киселев, Алика Илюхина, Анатолий Никоноров, Васлий Абрамов, Петр Носков, Рашида Миннабутдинова, Анатолий Мрясов, Анатолий Трофимов, Владимир Охотников, Эдуард Ильин, Елена Сибатова тата Максим Новиков купăсçăсем вылянă чух вара пуçтарăннă халăх ташламасăр чăтаймарӗ. Пит ăста калаççӗ вӗсем купăспа.

Купăсçăсен пултарулăхне ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи искусствăсен ача-пăча шкулӗн вӗрентекенӗ Александр Немцов, Çӗнӗ Шуçăм районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Галина Носова, «Выля хуткупăс» республика фестиваль-конкурсăн гран-при çӗнтерӳçи Алексей Демидов хакларӗç.  

«Уйрăм купăсçăсем» номинацире пӗрремӗш вырăна Василий Абрамов (Нурлат районӗ), иккӗмӗш вырăна Анатолий Мрясов (Самар облаçӗ, Шентала районӗ), виççӗмӗш вырăна Анатолий Никоноров (Алексеевски районӗ) тивӗçрӗç.

«Уйрăм юрлакансем» номинаци çӗнтерӳçисем çаксем: Максим Новиков – 1-мӗш (Алексеевски районӗ), Елена Сабитова – 2-мӗш (Алексеевски районӗ), Юрий Киселев – 3-мӗш (Çӗнӗ Шуçăм районӗ).

«Янра, такмак! Хутăш ансамбльсем» номинаци çӗнтерӳçисем: «Саврăшпуç кинемийӗсем» – 1-мӗшсем, «Илем» ташăпа юрă ансамблӗ – 2-мӗшсем пулчӗç. 3-мӗш вырăна вара «Çăлкуç» ача-пăча тата «Шăпчăк» фольклор ушкăнӗсем пайларӗç.

Гран-прие вара кăçал Элметри Тутар Ялтанӗнчен килнӗ тутар купăсçи Рашит Миннибаев выляса илсе çӗнӗ купăслă пулса тăчӗ.

Ирина ГОРДЕЕВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев