Сувар

Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ Александр Семенов мăсăльмансен конференцине хутшăнчӗ

Декабрӗн 6-7-мӗшӗсенче Мускавра Атăлçи Пăлхар ислам тӗнне илни 1100 çул çитнине халалланă «Атăлçин ислам çулӗ тата араб тӗнчи. Шăпасен хӗресленӗвӗ» халăхсен хушшинчи конференци иртнӗ. Пӗрремӗш хут çак анлă мероприятие чăваш представителӗ хутшăнчӗ – Александр Никонович Семенов, Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ пулчӗ вăл. Çакăн пек сумлă та ятлă мероприятие чăваш халăхӗн историйӗпе çыхăннă ыйтусене çӗклени питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Сăмах май каласан, Тутарстанран нумай историк-ăсчах хутшăннă конференцие. Çавсен шутӗнче ХФУ ректорӗ И.Гафуров, ХФУ Халăхсен хушшинчи хутшăнусен институчӗн директорӗ Р.Хайрутдинов, Ф.Хузин, А.Ситдиков, Г.Давлетшин историксем. Пӗтӗмпе конференци ӗçне 27 историк-ăсчах, академик  хутшăннă.
Икӗ куна тăсăлнă конференцире пурӗ 8 сесси ӗçленӗ. Каласа хăвармалла, анлă мероприятие Раççей наука академийӗн Хӗвелтухăç вӗрентӗвӗн институчӗ йӗркеленӗ. Конференцие уçнă çӗре Раççей Наукăсен академийӗн Хӗвелтухăç вӗрентӗвӗн институчӗн наука ертӳçи В.Наумкин академик, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсен Раççейри чрезвычайлă тата полномочилле элчи Хамад Рашид Аль Хабси, ХФУ  ректорӗ И.Гафуров хутшăннă.
– Мускава çав тери лайăх кайса килтӗм. Пурӗ 15 çӗршывран ăсчахсем пуçтарăнчӗç. Докладсем ӗнтӗ Атăлçире ислам тӗнӗ сарăлнипе çыхăннă пурте. Эп тӗлӗнтӗм, ют çӗршыв историкӗсем Атăлçин Х–XI ӗмӗрсенчи тапхăрне пит аван пӗлеççӗ, вӗсем Ибн Фадлан çырса хăварнисене пиртен лайăхрах та пӗлеççӗ пек туйăнчӗ, – каласа парать Александр Никонович. Хăй вăл «Сакалибы, кто они?» темăпа тухса калаçнă. Ку тӗпчевпе вăл вунă çула яхăн ӗçлет. «Чăваш ачи, Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнчен», – тесе паллаштартăм хампа. Мӗн калать-ха ку Саврăшпуç çынни тесе-ши – тимлӗ итлерӗç вара.  
Александр Семенов тӗпчев ӗçӗсене унччен тутар историкӗсене те кăтартнă, анчах вӗсем тӗпчеве шута илесшӗн пулман. Вара вăл хăй ӗçне Мускава Наукăсен академине ярса панă. Тӗпчев килӗшнӗ мускавсене, Семенов таврапӗлӳçе чӗнсе илнӗ.
– Мана чи чаплă хăнана кӗтсе илнӗ пек йышăнчӗç, аэропортран уйрăм машинапах, – кăмăллăн калаçать хисеплӗ таврапӗлӳçӗ.
Александр Семенов çӗкленӗ темăпа ăсчах-ученăйсен пӗр шухăш çук, сакалибсем тесе камсене каламалли пирки нумай тавлашу пырать. Хăш-пӗрин шучӗпе сăмах славян халăхне, теприсен шухăшӗпе пăлхарсене палăртать, виççӗмӗшсем пач та Византире пурăннă скифсемпе çыхăнтараççӗ. Александр Семенов «сакалиба» сăмаха икӗ пая – «сакал» тата «иба» çине пайласа тата В.Бартольд ӗçӗнче çырни çине («Сын Яфета Саклаб был вскормлен собачьим молоком») таянса тӗпчет. Ун шучӗпе арабсем çурçӗр халăхӗсене этносне кура мар, тӗнне кура (ислам тӗнне илменнисене. – Авт.) «сакалиба» тесе палăртма пултарнă, çавăн пекех «сакалиба» сăмах волхв йăхне те пӗлтерме пултарать.
Мӗнпе усăллă пулнă-ха ку тӗлпулу таврапӗлӳçӗшӗн?
– Тутар историкӗсен енчен тимлӗх çукчӗ малтан. Халӗ пӗр-пӗринпе çывăх паллашса, пӗр-пӗрин шухăшне пӗлсе малалла ӗçлеме пулать, – хавхаланса каласа парать Александр Никонович. – Хусанти федераллă университетăн ректорӗ те алла пырса чăмăртарӗ. Çапах малтанласа манăн тӗпчеве Хусанта пăхса тухмалла пулнине те каласа хăвармасăр чăтаймарӗ.
Александр Семеновăн тӗпчев ӗçӗсем çакăнпа вӗçленмеççӗ, паллах, умра çӗнӗ тӗллевсем, задачăсем. Хăйӗн чылай кӗнекине вăл  Мускав академикӗсене парнелесе хăварнă. «Мама, ты только не плачь» кӗнеки вара «Неизвестный солдат» комплексăн музейӗнче упранӗ.

Сăнӳкерчӗк А.Семеновăн харпăр архивӗнчен.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: