Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШЛА ДИКТАНТ ÇЫРМА КИЛ!

ТР Президенчӗн Р.Н.Миннихановăн хушăвӗпе ТР Вӗрентӳпе наука министерстви октябрӗн 16-мӗшӗнче кашни муниципаллă районти хуласемпе ялсенчи вӗрентӳ учрежденийӗсенче Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисемпе диктант çырма хушу кăларнă.

Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ Сильвия Чаркина та редакцие шăнкăравласа пӗлтерӳ турӗ.

Октябрӗн 16-мӗшӗнче Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт адреспа вырнаçнă Хусанти Туслăх Çуртӗнче чăваш чӗлхипе диктант çыртараççӗ. Сильвия Николаевна пӗлтернӗ тăрăх, диктант виçӗ çул ӳсӗмӗнчисем валли пулать.

  1. 8-14 çулти ачасем 13.00 сехетре диктант çыраççӗ.
  2. 15-25- çулти çамрăксем – 14.00 сехетре.
  3. Аслисем – 15.00 сехетре.

Кам та кам чăваш чӗлхин грамматикипе хăйӗн пӗлӳ шайне тӗрӗслес килет, пурте диктанта хутшăнма пултараççӗ.

Тăван чӗлхесемпе диктант çырассине ТР Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев