Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашлах пулать-и ку?

Киле килсен пӗр ӳркенмесӗрех интернета уçса пăхрăм та чӗре йӗппе чикнӗ пекех ыратса кайрӗ...

Чăваш тумӗпе ӗçлекен модельерсен фантазийӗ чикӗсӗр пулнине пӗлнӗ-ха, анчах та çакăн пекех тесе шутламанччӗ. Ноябрӗн 10-мӗшӗнче Самарăра иртнӗ «Кӗр сăринчен» шалт тӗлӗнсе таврăнтăм. Мӗнле кăна тум сӗнмеççӗ артистсене! Сцена çине вырăнти артист ăнланмалла мар калпакпа тухсан, манăн кăна мар, ытти куракансен те пуçра тӗрлӗ шухăш çуралчӗ пуль. Вăтам çултисене (аслă çултисем çинчен каламалли те çук) пире тӳрех вăрçă çинчен курнă киносем аса килчӗç. Киле килсен пӗр ӳркенмесӗрех интернета уçса пăхрăм та чӗре йӗппе чикнӗ пекех ыратса кайрӗ. Ара, ку калпак кӳлепипе нимӗç полицай картусне аса илтерет вӗт. Чăвашăн тата «фрицболка» кăна тăхăнмалли юлчӗ иккен. (Н. Давыдов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России