Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Писательсен союзӗ чăвашла кӗнекесем кăларма шантарать

Иртнӗ эрне вӗçӗнче эпир тинех ТР Писательсен союзӗн председателӗпе Ркаиль Зайдуллинпа тӗл пултăмăр. Плана чăвашла кӗнекесене пичетлессине те кӗртме ыйтсан Ркаиль Рафаилевич 2023 çулта Тутарстан чăваш çыравçисен анталогине кăларма тата списока пӗр чăваш кӗнекине те пулин кӗртессине каларӗ.

 

Сентябрӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ пухура тăватă çыравçа – Анатолий Малышева, Маргарита Литтана, Валентин Бурайкина, Андриян Григорьева ТР Писательсен союзне кӗртессине резолюциех çырса хăвартăмăр. Шел пулин те, пирӗн съезда союзран пӗр представитель те хутшăнаймарӗ ун чухне.

Паянхи куна ТР Писательсен союзӗнче чăваш çыравçисенчен пӗр пайташ кăна юлчӗ – Евгений Турхан. Николай Сорокин та çав шутраччӗ те, пурнăçӗ кӗтмен çӗртен татăлнипе шут каллех катăлчӗ. Анчах Тутарстан çыравçисен пӗрлӗхӗнче чăвашсенчен ик çын кăна пулни те сахал, пӗрре пулни – ячӗшӗн. Унта туллин ӗçлесе тăракан чăваш секцийӗ пулмаллах. Эпир тăван республикăра пурăнакан чăвашсем-çке, кунта килсе ермен.
Хам шухăшсене тӗлпулура Ркаиль Рафаилевича уççăн пӗлтертӗм, вăл та манпа килӗшсе ӗлӗкрех чăваш секцине В.Юдин ертсе пынине, вăл вăхăтра пит вăйлă ӗçленине аса илчӗ.
Сăмах май, Ркаиль Зайдуллин чăвашла та калаçкалать. Пӳлӗме кӗрсе тăрсан вăл мана чăвашлах сывлăх сунчӗ. Хăй вăл Чăваш Республикинчен куçса килнӗскер. Комсомольски районӗнчи Чӗчкен ялӗнче 1962 çулхи январӗн 23-мӗшӗнче çуралнă. 8 çулта чухнех сăвăсем çырма пуçланă. Сăввисене Тутарстанра тухса тăракан çамрăксен хаçат-журналӗсене ярса панă. Анчах редакци ыйтнине тивӗçтерменнипе вӗсене пичетлемен. Ку Ркаила тата та вăйлăрах ӗçлеме хистенӗ кăна. Нумай вулама, çырма тытăннă. Çапла хăй ӗмӗтне пурнăçланах. Паян вăл паллă писатель кăна мар, çав çыравçăсене ертсе пыраканӗ те. Ркаиль прозăпа та, поэзипе те, драматурги жанрӗпе те ӗçлет, 13 кӗнеке авторӗ.  Ун хайлавӗсене тӗрлӗ чӗлхесем çине куçарнă, çав шутра чăвашла та.
Те вăл чăвашсен хушшинче çуралса ӳснипе-ши – пирӗн калаçу ырă çулпа йӗркеленсе пычӗ. Ркаиль Рафаилевич пӗлтернӗ тăрăх, çитес çулта бюджет шучӗпе тухмалли кӗнекесен планне тунă ӗнтӗ. Паллах, унта пӗр чăваш кӗнеки те кӗмен. «Тен, пӗр-пӗр чăваш çыравçин сăвă кӗнекине кăларма май пулмӗ-ши? Калаçса пăхăп-ха, тен, çав списока хӗсӗнме май пулӗ», – шантарчӗ вăл.
ТР Писательсен союзӗн председателӗн сăмахӗсемпе, вӗсене ытларах ача-пăча валли çыракан авторсем интереслентереççӗ. Çавăнпа ку енӗпе ӗçлекенсем çинчен ыйтса пӗлчӗ. Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗнче ку енӗпе Андриян Григорьев, Евгений Турхан ăнăçлă ӗçлеççӗ, вӗсем ачасем валли сăвăсем çыраççӗ.
Ркаиль Рафаилевич Чăваш çыравçисен союзӗнче миçе çын тăнипе, вӗсем миçе çулта пулнипе интересленчӗ. «Мӗншӗн çамрăксем сахал? Çамрăк çыравçăсемпе ӗçлемелле», – пӗлтерчӗ хăй шухăшне. Ăна хамăр та пӗлетпӗр-ха ӗнтӗ.  Çавăнпа резолюцие çамрăк авторсемпе ӗçлессине кӗртсе хăварнă. Ку ӗç приоритетлисенчен пӗри.
Савăнтаракан хыпар та пур. Çулленхи плана чăвашла кӗнекесене пичетлессине те кӗртме ыйтсан Ркаиль Рафаилевич 2023 çулта Тутарстан чăваш çыравçисен анталогине кăларма тата списока пӗр чăваш кӗнекине те пулин кӗртессине каларӗ. Паллах, ку минимум, анчах мӗнрен те пулин пуçламалла пирӗн ку ӗçе. Пурте пӗлетпӗр  паянхи кун кӗнеке кăларма мӗнлерех хӗн пулнине, уйрăмах тивӗçлӗ канурисене.
Пӗтӗмлетсе каласан, пирӗн пӗрремӗш тӗлпулу ырă лару-тăрура иртрӗ. Вăл тухăçлă пулассине малашлăх кăтартса парӗ. Хамăр ыйтмасан пирӗн хыçран никам та чупса çӳремӗ, ӗçлесен кăтартăвӗ пулмаллах. (Сăнӳкерчӗк sptatar.com сайтран).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев