Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсем Донбаса пулăшма кайнӑ

Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев ертсе пыракан делегаци (ЧР промышленноçпа энергетика министрӗ Александр Кондратьев, Шупашкарти электроаппарат завочӗн генеральнăй директорӗ Алексей Ильбеков, чăваш эстрада артисчӗсем) çак кунсенче Донбаса кайнă.

Аса илтеретпӗр, ЧР Промышленноçпа энергетика министерстви ДНР Промышленноçпа суту-илӳ министерствипе кăçал июнь уйăхӗнче Торезпа Донецкри электротехника завочӗсене шефа илесси пирки калаçса татăлнă. Шупашкарсем пулăшнипе ку заводсем ДНРти юрăхсăра тухнă электроснабжени объекчӗсем валли оборудованисем кăларма пуçлӗç. Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев ДНР Пуçлăхӗпе Денис Пушилинпа тӗл пулсан шăпах çак заводсене юсаса хута ярасси пирки калаçнă та. Шупашкарти электроаппарат завочӗ палăртнă план тăрăх, вӗсем икӗ-виçӗ уйăхранах пӗрремӗш продукци кăлармалла. Сăмах май, Донецкпа Торез завочӗсем пӗр кооперацие пӗрлешсе ӗçлӗç. Вырăнти халăха 100 çӗнӗ ӗç вырăнӗпе тивӗçтерӗç. Асăннă заводсене мӗнле юсаса çӗкленине Чăваш Ен делегацийӗ вырăна кайса паллашнине пӗлтерет cap.ru сайт. 

Производствăпа технологи процесне йӗркелессипе ӗçсем пуçланнă та ӗнтӗ кунта. Шупашкарти электроаппарат завочӗ Торезпа Донецкри электротехника завочӗсемпе пӗрле ДНР энергообъекчӗсене юсаса хута ямалли проектсене хутшăнма хатӗр, конструктор документацине хатӗрлесе донецксене панă. Документацие тишкерсе мӗн чухлӗ укçа уйăрассине çу вӗçлениччен палăртӗç те производствăна сентябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче хута ярӗç. 

ДНР электросеть хуçалăхне юсаса çӗклеме мӗн кирлине ытти регионсенчен кӳрсе вăхăта ирттериччен, çул çине тăкакланиччен вырăнтах кăларас шутлă икӗ регион. Блокпа модуль çуртсен каркасне Донецкри электротехника завочӗ хатӗрлесен, ăшлăхне – Торез завочӗ. Пӗрремӗш подстанци ноябрӗн 1-мӗшӗнче ӗçлесе каймалла. Йăлтах аван пулсан ку производство 500 миллион тенкӗ таран тупăш парӗ.

Кунсăр пуçне регионсен Пуçлăхӗсем И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗпе Донецк техника университечӗ Донецка çав тери кирлӗ инженери кадрӗсем хатӗрлессипе те килӗшӳ тунă. 

Олег Николаев сăмахӗсемпе, Чăваш Ен электротехника кластерӗнче пулăшнисӗр пуçне ДНРăн пурăнмалли çурт-йӗр фондне те тӗрев пама хатӗрленет. Чăваш предпринимателӗсемпе пӗрле кунта чӳречепе алăксем кăларма пуçласшăн. 

Делегаци йышӗнче чăваш эстрада юрăçисем – Алексей Шадриков, Сергей Кувшинов, Диана Павлова, Катя Петрова тата Мария Гущина та пур. Вӗсен хăйсен миссийӗ – Донбасс халăхне чăваш культурипе паллаштарасси, ятарлă çар операцине хутшăннă чăваш салтакӗсене хавхалантарасси, тăван енрен кучченеçсем çитересси. Концертсем Дебальцево, Макеевка, Донецк, Торез тата Комсомольски хулисенче иртӗç. (Сăнӳкерчӗксем cap.ru тата culture.cap.ru сайтсенчен).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество