ЧĂВАШСЕН ЛЕКТОРИЙӖ ЧИ ЛАЙĂХХИ
Конкурс ертӳçи йăхташсене курсан куççульленнӗ
Чăваш наципе культура автономийӗн хастарӗсем халăх культурине Пӗтӗм Раççейри AR/VR Хакатон конкурса хутшăнса кăтартрӗç. Ку мероприятие РФ Культура министерстви, Хусанти патшалăх культура институчӗпе унăн Этнохудожествăпа музыка пӗлӗвӗн кафедри йӗркеленӗ. ИТ-индустрин тата халăх илемлӗ пултарулăх культурин ертӳçӗ специалисчӗсен «Лекториум: культурăри хальхи технологисем» проекчӗ Хусанти патшалăх культура институчӗн площадкинче октябрӗн 5-мӗшӗнчен пуçласа 15-мӗшӗччен онлайн-режимра пычӗ. Çак хушăра Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан нацисем хăйсен культурипе, йăли-йӗркипе паллаштарчӗç.
«Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен йăла культури. Чăвашсем» секци ӗçне ертсе пыма Тутарстанри ЧНКА хастарне, «Мерчен» хореографи ушкăнӗн ертӳçине Галина Семеновăна явапланă. Чăваш халăхӗн фольклорӗпе, тумтир аталанăвӗпе тата историйӗпе вăл анлă лекци хатӗрленӗ. Профессиллӗ ташăçă пулнă май, чăваш халăх ташшипе те паллаштарчӗ куракансене.
– Культура институтӗнчен халăхсен фольклорӗпе çыхăннă конкурса хутшăнма чӗнсен хаваспах килӗшрӗм. Мана чăваш тумӗ çинчен лекци хатӗрлеме ыйтрӗç. Маларах ку ӗçе тума Этнохудожествăпа музыка пӗлӗвӗн кафедрин преподавательне Лилия Саттаровăна явапланă пулнă. Чирленипе мана сӗнчӗç. Çапла чăваш тумӗн авалхи Пăлхар тапхăрӗнчен пуçласа паянхи куна çитиччен улшăнса пынă историйӗпе лекци хатӗрлерӗм. Паллах, кун пек ӗçе пӗччен тума çук, тата лекци вуласа пани кăна кичем. Туслăх Çуртӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмне ертсе пыракан Сильвия Чаркинăпа калаçрăмăр. Вăл хаваспах чăваш тумӗн кăтартăвне йӗркелеме пулчӗ. Çапла пӗчӗк ачасен тумӗнчен пуçласа мăн çын таранччен тумтир пуçтартăмăр. Нумайăшӗ чăннипех те авалхи кӗпесем пулчӗç, – каласа парать Галина Владиславовна. – Zoom площадкинче пире курнисем çав тери мухтарӗç. Конкурс ертӳçи куççульленнине те каларӗ кайран. Чăвашсен лекторийӗ чи лайăххи пулнине пӗлтерчӗ, – савăннине пытармарӗ хореограф.
Чăваш халăх тумне кăтартнă çӗре Хусан чăвашӗсен хастарӗсем – Вера Юнусова, Зоя Бултыкова, Татьяна Романова, Сильвия Чаркина хӗрӗсемпе Софийăпа тата Стефанийăпа тата Культура институчӗн студенчӗсем хутшăннă. Сăмах май, куравра хальхи кӗпесемпе пӗрле 100 çулхисем те пулнă.
Ирина ГОРДЕЕВА.
С.Чаркина сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев