Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсен те музыка премийӗ пулать

Шупашкарта «Тӑван Юрӑ» музыка премийӗ» конкурсра чи лайӑх юрӑҫсене, чӑвашла юрӑсем валли сӑвӑ ҫыракансене, музыкантсене, ушкӑнсене, дуэтсене 10 номинацире чыслӗç.

Шупашкар чи лайӑх юрӑҫсене, чӑвашла юрӑсем валли сӑвӑ ҫыракансене, музыкантсене, ушкӑнсене, дуэтсене 10 номинацире чыслассине пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ ЧР цифра аталанӑвӗн тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин хыпарӗ çине таянса. «Тӑван Юрӑ» музыка премийӗ» конкурса Чӑваш Енӗн НТРК «Тӑван радио» (100.3 FM) уҫӑлнӑранпа 5 ҫул ҫитнине халалланă-мӗн. Унта 18 ҫултан аслӑраххисен ( опыт пухнисем те, тин кăна пултарулăх ани çине тăнисем те) çеç хутшăнма ирӗк пур-мӗн. 

Конкурс условийӗсем тăрăх, композицисене кӑҫал ҫырнине кăна шута илеççӗ. Аранжировкăпа сăмахсен пахалăхне те пăхаççӗ. Ӗҫсене «Тӑван радио» (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) редакцине е tavanradio@mail.ru электроннăй адрес çине ноябрӗн 1-мӗшӗччен ярса памалла-мӗн. Чăн та, сайт ку конкурса ăçти чăвашсем хутшăнассине асăнмасть. (Сăнӳкерчӗк www.cap.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев