Сувар

Чечеклентӗр кăна ял

Çӗпрел районӗнчи ял кунӗсем Хулаçырминче старт илеççӗ те кӗр енне тин вӗçленеççӗ. Йăлана кӗнӗ тăрăх Хулаçырминчи ял уявӗ Турă шыва кӗнӗ кун иртет.

Массăлла мероприятисем пирки халăхра тӗрлӗ шухăш çӳрет. Хăшӗсем вӗсем кирлӗ мар, уяв таврашне халăх тимлӗхне социаллă проблемăсенчен пăрас тӗллевпе ирттереççӗ теççӗ, теприсем мероприятисем нацисен, конфессисен туслăхӗшӗн, общество пӗрлӗхӗшӗн кирлех тесе çирӗплетеççӗ. Ку – шухăш, пурнăçăн вара хăйӗн тӗрӗслӗхӗ. Ак, уява килетӗн те, тахçантанпа курман çынсем пӗр-пӗринпе ăшшăн алă тытнине, шăпа уйăрнă туссем ыталаса саламланине куратăн та кун пек тӗлпулусем кирлине ăнланатăн.

Тӗнче тăрăх саланнă ял çыннисем ӗлӗкрех Çимӗкре кăна пуçтарăннă пулсан, халӗ ял кунӗнче те килсе çитеççӗ. Кам кăна çук вӗсен хушшинче! Хулаçырми хăйӗн ывăл-хӗрӗпе мухтанма пултарать. Вӗсен хушшинче Аслă вăрçă, Ӗç паттăрӗсем, наука, искусство, политика, обществăлла пурнăç ӗçченӗсем, бизнесменсем пур. Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ Григорий Семенов,  физикăпа математика наукисен  кандидачӗ, физик-экспериментатор Валерий Евдокимов, математика наукисен кандидачӗ Николай Шихранов, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов. Çак списока тата та тăсма пулать. Сăмах май, Хулаçырмин пултаруллă çыннисем пирки Анатолий Шихрановпа Иршад Гафаров «Городище» документлă кӗнекинче питӗ тӗплӗ çырса панă. Интересленекенсем çак кӗнекепе паллашма пултараççӗ.

Хулаçырмин ял кунӗ кăçал çиччӗмӗш хут иртрӗ. Йăлана кӗнӗ тăрăх хисеплӗ хăнасене укăлчара çăкăр-тăварпа, ташă-юрăпа кӗтсе илчӗç. Çавсен шутӗнче хисеплӗ ентешӗмӗр Николай Угаслов, район пуçлăхӗ Марат Гафаров пулчӗç. Унтан Турă курăнни ячӗллӗ чиркӳре ирхи служба пуçланчӗ. Ăна Сергий пачăшкă ирттерчӗ. Район пуçлăхӗ те çурта тытсах тăчӗ чиркӳре. Çапла майпа вăл конфессисене уйăрманнине, мӗнле тӗнпе пурăнсан та ăна хисепленине кăтартрӗ. Ман шутпа ертӳçӗшӗн ку тӗрӗс позици.

Уявăн иккӗмӗш пайӗ Культура çуртӗнче иртрӗ. Чӗннӗ хăнасем, пуçтарăннă халăх малтанласа ташă залӗнче вырăнти маçтăрсен  – Светлана Портнован, Нина Тарасован, Татьяна Чугунован, ача садӗнче ӗçлекенсен ал ӗçӗсен куравӗпе паллашрӗç.  «Радуга добра» ыркăмăллăх фончӗ йӗркеленӗ ярмăрккăна хутшăнса пулăшу кӳме май пурччӗ. Фонд директорӗ Валентина Бушуева Инстаграмри аккаунтӗнче пӗлтернӗ тăрăх, Хулаçырминче вӗсем 10 пин ытла тенкӗлӗх тӗрлӗ япала сутнă. Пуçтарнă укçа-тенкӗ пӗтӗмпех нумай ачаллă, чирлӗ е инвалид ача ӳстерекен çемьесене пулăшма каять.

Çанталăк çурхи майлăрах тăнипе  хӗллехи спорт ăмăртăвӗсене йӗркелеме май пулмарӗ. Çавăнпа ăмăртусем те çак залрах кире пуканӗ йăтассипе, алă вăйӗ виçессипе тата ыттипе пулчӗç. 

Мероприятин культура пайне ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Салифанов уçрӗ. Ял-йыша вăл православи уявӗпе – Кăшарнипе тата ял кунӗпе саламларӗ.

Район пуçлăхӗ Марат Гафаров хăй сăмахне чăвашла пуçларӗ, çынсене килӗшрӗ ку, паллах. «Хулаçырминчен пуçлатпăр ял кунне ирттерес программăна. Кунта питӗ те ӗçчен, пултаруллă халăх пурăнать. Ял историйӗ те авал, 1861 çултанпа чиркӳ шкулӗ ӗçленӗ. Талантлă çынсем йышлă тухнă кунтан. Николай Федоровича тав тăватăп. Хăй ялӗшӗн çеç мар, пӗтӗм районшăн вăл питӗ пысăк ӗçсем туса пырать», – терӗ район ертӳçи.

Николай Угаслов питӗ хавхаланса калаçрӗ. 2020 çул Аслă Çӗнтерӳ – 75, ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине палăртса паллă пулăмсене тивӗçлӗ кӗтсе илме чӗнсе каларӗ. Май килнӗ таран ырă ӗçсем тумаллине палăртрӗ. Раççей Президенчӗ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă Чӗнӗвӗн демографипе çыхăннă блокне асăнса: «Халӗ çӗршывра икӗ хӗрарăм пуçне пӗр ача тухать, 2023 çул тӗлне çак цифра улшăнмаллах, пӗр хӗрарăм пуçне икӗ ача тухтăр. Мӗншӗн калатăп кăна? Ял ан пӗттӗр тесе, вăл пултăр, пурăнтăр тесе», – хӗрӳллӗн калаçрӗ Николай Федорович.

Çакăн хыççăн концерт программи пуçланчӗ. Номерсем хушшинче ялти тӗрлӗ ӗçсене тума, шкула, ача садне пулăшакан спонсорсене Тав çырăвӗсемпе парнесем парса чысларӗç. Çавсен хушшинче: И.Угаслова, Е.Малина, В.Матросов, Н.Усмендеев, Е.Попова, В.Салифанов, Р.Алимов, В.Мугин, А.Портнов, А.Исли тата ыттисем. Кăçал ылтăн тата кӗмӗл туй палăртакансене те хисеп турӗç. Геннадий Константиновичпа Ольга Васильевна Пуйгинсем пӗрле – 50, Николай Петровичпа Татьяна Васильевна Петровсем 25 çул пурăнаççӗ. Ялта икӗ çемье те тӗслӗхлӗ, ырă шутланать. Хăйсене çын умӗнче ялан тивӗçлӗ тытнă, çынна, обществăна юрăхлă ачасем çуратса ӳстернӗ.

Хам енчен «Сувар» хаçата тухса тăма пуçланăранпах çырăнакансене «ТАТМЕДИА» АО филиалӗ – «Сувар» хаçат редакцийӗ ятӗнчен Тав çырăвӗсем патăм. Çавсен шутӗнче С.Салифанов, М.Бушуева, А.Арманов, В.Гордеев пулчӗç. Хулаçырминче кăна мар, пӗтӗм районӗпех пирӗн вулакансен шучӗ ӳсессе шанас килет.

Культура çурчӗн илемлӗ пултарулăх ушкăнӗ хатӗрленӗ концерт питӗ интереслӗ пулчӗ. Унта шкул ачисем, клуб ӗçченӗсем хутшăнчӗç. Концерта ялтан тахçанах тухса кайнă çынсене явăçтарни уйрăмах паха. Сцена çине Евгений Сеслюков купăспа тухсан пӗтӗм зал унпа пӗрле юрларӗ. Кӳршӗ ялтан та çитнӗ артистсем, çавсен шутӗнче  Степан Унисков пулчӗ. Уяв чунне вара районти «Хӗлхем» халăх ансамблӗ парнелерӗ. Концерта уçакансем те, хупакансем те вӗсем пулчӗç. Талантлă, вăйлă, чаплă, çӗкленӳллӗ, хӗлхемлӗ – мӗнпур паллă ят вӗсене тивӗç. Костюмӗсем епле хитре. Ансамблӗн купăсçисенчен пӗри Владимир Такмаков пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем пурте  – хӗрарăмсен хушпу-мăй çаккинчен пуçласа арçынсен калпакӗ, сăран атти таранах Кивӗ Чакăри чиркӳ пачăшкин Олег аттен парни. Ансамбль ертӳçи, Тутарстан культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Людмила Сердцева та ял  халăхне темиçе юрă парнелерӗ. Пархатарлă куракан хӗлхемсене темӗнччен алă çупса тав турӗ.

Ял кунӗ Шупашкар артисчӗсен концерчӗпе вӗçленчӗ. Кăçал хулаçырмисене Петр Ермолаев, Андрей Шадриков, Альбина Пăрчăкан савăнтарчӗç. (Автор тата Н. Клементьева сăнӳкерчӗкӗсем).

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: