Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чи çирӗп çемьесем Атня, Балтаси тата Çӗпрел районӗсенче пурăнаççӗ

Самоизоляцирен тухнă хыççăн, май уйăхӗн 12-мӗшӗнчен, пӗрлешекенсем республикăра пулчӗç, уйрăлас текенсем вара çук. ЗАГС уйрăмӗсене хальлӗхе пӗр заявлени те килмен.

 ТР Министрсен Кабинечӗн ЗАГС уйрăмӗн ертӳçин Гульшат Нигматтуллинан  коронавирус пандемийӗ Тутарстан çемйисене çирӗплетнине, мăшăрсем кризиса пӗрле чăтса ирттерме тăрăшнине пӗлтернӗ А. Кузьминăн «Интервью без галстука» кăларăмӗнче. Çемьесем уйрăласси çак вăхăтра 90 процента чакнă. Чи çирӗп çемьесем Атня, Балтаси тата Çӗпрел районӗсенче пурăнаççӗ-мӗн.  Кунта çемье хакне пӗлеççӗ. Гульшат Нигматтуллина пӗлтернӗ тăрăх, мăшăрсем кашни 5 çултан уйрăлас хăрушлăх пур, ку вăл хутшăнусен кризисӗпе çыхăннă иккен. Çавăнпа вӗсене заявлени панă хыççăн шухăшлама вăхăт панисӗр пуçне ăнлантарма  та тăрăшаççӗ. Заявление каялла илекенсем сахал мар-мӗн. Хальхинче те çапла пултăрччӗ. Асăннă интервьюна «Событи» сайтӗнче вулама, видеоверсине «Татар-информ» агентствăн YouTub каналӗнче, телеверсине «Интервью без галстука с Андреем Кузьминым» программăра паян 18.30 минутра пăхма пулать.(А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество