Чи лайăх комбайнера CHEVROLET NIVA автомобиль панă

Районăн чи пысăк кăтарту тунă комабайнерне вара район укçан премипе кăна хавхалантарас темен курăнать, CHEVROLET NIVA автомобиль хатӗрленӗ.
Çӗнӗ Шуçăм районӗнче çак кунсенче иртнӗ район канашӗн сессийӗнче «Чи лайăх комбайнер – 2018» республика тата район конкурсӗсене пӗтӗмлетнине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Район администрацийӗн пуçлăхӗ Вячеслав Козлов тырçие лайăх вӗçленӗ ятпа механизаторсене кăна мар, хӗрӳ вăхăтра вӗсен сывлăхне тӗрӗслесе тăнă медицина ӗçченӗсемпе кăмăл-туйăма çӗклеме пулăшнă культура ӗçченӗсене те тав тунă. Ку та тӗрӗс, вӗсем те хăйсенчен пай кртнӗ вӗт. Çанталăк кăçал питех савăнтармарӗ пулин те, районăн кăтартăвӗсем япăх мар, пӗтӗмпе 103 пин тонна тырпул пухса кӗртнӗ. Хирте тата йӗтемсем çинче кунсерен 500 ытла çын тăрăшнипе пулнă ку.
«Чи лайăх комбайнер» республика çӗнтерӳçисем районта пурӗ 8-ăнах. Вӗсене республика ертӳçисем маларах шантарнă пекех, 30 тата 50-шар пин тенкӗ укçан премипе чысланă. Районăн чи пысăк кăтарту тунă комабайнерне вара район укçан премипе кăна хавхалантарас темен курăнать, CHEVROLET NIVA автомобиль хатӗрленӗ. Çапла вара «Кулон»«Агрофирма» тулли мар яваплăхлă обществăн комбайнерӗ Исхак Назипов çав кун киле вӗр-çӗнӗ автомобильпе таврăннă. Вăл çак парнене АКРОС–580 комибайнпа 2291 тонна тырă çапса тивӗçнӗ. (Сăнӳкерчӗк ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-службин).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
16 января 2021 - 08:19Пандеми саврăшпуçсен планне пăсайман Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче Çӗнӗ çул умӗн стадион уçăлни, Сосновка поселокӗнчи çуртсене тахçан кӗтнӗ газ яни ял хутлăхӗнчи 2020 çула вӗçлекен чи илемлӗ те хаваслă пулăмсем пулни иккӗленӳллӗ мар. Стадион, тӗслӗхрен, ачасене те, çамрăксене те пӗрлештерекен вырăн халь. Варрине 5 метр çӳллӗш капăр чăрăш лартса халăхпа пӗрле уçнă ăна. Çӗнӗ çул уявӗн кунӗсенче чун каничченех конькипе ярăнман çын юлмарӗ те пуль ку ялта. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Зиновьевич Николаев пӗлтернӗ тăрăх, стадиона ашшӗ-амăшӗсем хăйсен вăйӗпе тунă. Эпир ку яла пынă чух ӗç йăлтах вӗçленменччӗ-ха, шыв сапса тунă каток çинче вара шăпăрлансем ярăнатчӗç те ӗнтӗ.4200
-
15 января 2021 - 14:06Вӑкӑр ҫулталӑкӗнче кама ытларах ӑнать Вăкăрăн йывăр кăмăлӗ Шывтăканăн çăмăл характерӗнчен тӗпрен уйрăлса тăрать15001
-
15 января 2021 - 13:56ПИРӖН ТУССЕН ШУЧӖ ӲСРӖ Тăванăмăрсем, сире пысăк тав хаçата пысăк хак панăшăн, пирӗн ӗçе çӳле хурса хакланăшăн. Малашне те пӗрле пулар, тăван халăхăмăрăн пуласлăхӗ пиртен кашнинчен килет.8800
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр2700
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.2900
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ36600
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.89000
-
13 января 2021 - 19:23Икӗ кун тӑман тустарать Тутарстанӑн Патшалӑх автоинспекцийӗ водительсене ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра ҫул ҫине тухма асӑрханса тӑма ыйтать19101
-
13 января 2021 - 09:46Телевизор каллех суять Телефонри температура виçекенни те –32 кăтартать, сенкер экран çинче –2815501
-
15 января 2021 - 14:06Вӑкӑр ҫулталӑкӗнче кама ытларах ӑнать Вăкăрăн йывăр кăмăлӗ Шывтăканăн çăмăл характерӗнчен тӗпрен уйрăлса тăрать15001
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика