Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чи лайăх воспитатель Хулаçырминче пурăнать

Январӗн 16-мӗшӗнче «Çулталăк воспитателӗ – 2019» конкурсăн муниципаллă тапхăрӗнче Хулаçырми (Çӗпрел районӗ) Наталья Тарасова виççӗмӗш вырăн йышăннă.

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчи ача сачӗ çӗнӗ 2019 çула савăнăçпа пуçларӗ. Пӗтӗм Раççейри «Çулталăк воспитателӗ – 2019» конкурса хутшăнса кунти Наталья Тарасова воспитатель виççӗмӗш вырăн илме тивӗçнӗ. Садик заведующийӗ Елена Александровна Мутина сăмахӗсемпе, шкулчченхи учрежденисен хушшинчи конкурссене вӗсем 1988 çултанпах хутшăнман. 

«Çулталăк воспитателӗ – 2019» конкурсăн муниципаллă тапхăрӗ Кивӗ Çӗпрелӗнчи 2№ «Сказка» ача садӗнче январӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ. Конкурса шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗсен педагогсен профессилле пултарулăхне уçса парас тӗллевпе ирттереççӗ, район тапхăрне пурӗ 7 воспитатель хутшăннă. Конкурсăн пӗрремӗш тапхăрӗнче педагогсем 15 минутлăх урок кăтартнă. Çак хушăра вӗсен хăйсен пултарулăхне, ачасемпе ӗçлеме, вӗсем патне çул тупма пӗлнине кăтартмалла пулнă. 

«Творчествăлла презентаци» – иккӗмӗш тапхăр. Кунта воспитательсем хăйсен вӗрентӳри опычӗпе, ӗçӗпе паллаштарнă. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе Наталья Тарасова виççӗмӗш вырăна йышăннă. Пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырăнсене район центрӗнчи ача сачӗсенче ӗçлекен педагогсем тивӗçнӗ.

Наталья Тарасова Хулаçырминчи ача садӗнче 2012 çултанпа ӗçлет. Çак хушăра хăйне лайăх педагог, пултаруллă та яваплă воспитатель пек кăтартнă. Вăл Çӗпрел районӗнченех, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Вăтам шкултан вӗренсе тухсан Ульяновск хулинчи 1№ педагогика училищинче пӗлӳ илнӗ. Ача садӗнче ӗçленипе пӗрле 2013-2018 çулсенче Ульяновскри И.Н.Ульянов ячӗллӗ педагогика университетӗнче куçăн мар майпа малалла вӗреннӗ.

Воспитатель пурнăçӗнче ачасем пысăк вырăн йышăнаççӗ. Ку ӗç килте малалла тăсăлать. Паллах, çемьере вăл анне, çапах професилле пӗлӳ  амăшсен умне тухса тăракан чылай кăткăс ыйтăва тӗрӗс татса пама пулăшать. Наталья Ильинична сапăр çын, çитӗнӗвӗсемпе мухтанма юратмасть, хăй ӗçӗнче ачасемпе пӗр чӗлхе тупма, ăнланма пултарнине малти вырăна хурать. Пушă вăхăтра чечексем пăхса ӳстерессипе аппаланама кăмăллать. Çуркунне ача сачӗн территорине тирпейлесе чечек лартас ӗçе активлă хутшăнать. (Сăнӳкерчӗк Хулаçырми ача сачӗн архивӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дошкольное образование