Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чистай тата Анат Кама епископне Игнатие Кемерово тăрăхне ăсатнине чăвашсем хурланса йышăнчӗç

Чистай тата Анат Кама епископне Игнатие санран хăтарнине пӗлсен чӗре ыратса кайрӗ. Хусанти Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворйинче наместникре тăрăшнă чух паллашнăччӗ унпа, Игнатий атте тесе чӗнеттӗмӗр-ха ăна ун чухне. Хăнăхнă, чунпа йышăннă пачăшкăна Кама леш енне тӗн службине пурнăçласа пыма йышăну тусан эпир, хусансем, питӗ хурланнăччӗ.Халӗ каллех ун паствине кӗрекенсене юратнă пачăшкăпа уйрăлу кӗтет. Ăна кӳршӗллӗ республикăсене те мар вӗт, Кемерово хули еннех ăсатаççӗ. Çакă пӗтӗмпех пачăшкăсен пӗр ушкăнӗн каварӗпе пулнă япала.

Чистай тата Анат Кама епископне Игнатие санран хăтарнине пӗлсен чӗре ыратса кайрӗ. Хусанти Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворйинче наместникре тăрăшнă чух паллашнăччӗ унпа, Игнатий атте тесе чӗнеттӗмӗр-ха ăна ун чухне. Вăл ирттернӗ кӗлӗсене хаваспа, тулли кăмăлпа çӳреттӗм. Тӗн енӗпе пулакан ыйтусене Игнатий атте тӗплӗ ăнлантарса паратчӗ. Хуйхă-и, инкек-и – ялан пулăшма васкатчӗ. Савăнăçа та пӗрле пайлама пӗлетчӗ. Вăл çынна юратма, хисеплеме пӗлекен ырă чӗреллӗ çын. Чăн-чăн Турă çынни. Хусанти Чистай урамӗнче вырнаçнă чиркӳре ӗçлеме пуçласан унта çӳрекенсен шучӗ самай ӳссе кайрӗ. Праçник кун мар, шăматкунпа вырсарникунхи кӗлӗсенче те тăма вырăн çитместчӗ. Хăнăхнă, чунпа йышăннă пачăшкăна Кама леш енне тӗн службине пурнăçласа пыма йышăну тусан эпир, хусансем, питӗ хурланнăччӗ. Ара пирӗн пачăшкă инçете каять-çке... Вăл Чистая куçсан ун патӗнче темиçе хут та пулма тӳр килчӗ, телефонпа та çыхăнăва татман. Тата хаçатра рубрика илсе пыма пуçласан тӗн наставникӗ çумра пулнă пекех туйăнчӗ. Хусанти прихожансем те ун патне кайса çӳремесӗр тăман. Майпен хăнăхрăмăр çак инçӗше.

Халӗ каллех ун паствине кӗрекенсене юратнă пачăшкăпа уйрăлу кӗтет. Ăна кӳршӗллӗ республикăсене те мар вӗт, Кемерово хули еннех ăсатаççӗ. Çакă пӗтӗмпех пачăшкăсен пӗр ушкăнӗн каварӗпе пулнă япала. Ăмсану, курайманлăх вӗсене суккăрлатнă. Ара, Игнатий хуть ăçта ӗçлесен те ун тавра çиччас халăх пуçтарăнать. Асанне-кукамайсене улталаймăн, вӗсем пачăшка чунпа сисеççӗ. Ача-пăча та мӗнлерех туртăнать тата ун патне. Чистайпа Анат Кама епархине кӗрекен хăш-пӗр прихут наместникӗсене çӗнӗ епископăн тӳрӗ ӗçӗ килӗшмен. Игнатий тӗрӗслев пуçласан вӗсен нумай йăнăшӗ, епархирен пытарса хăварни çиеле тухнă. Халиччен иртӗнсе пурăнма хăнăхнăскерсем çирӗп йӗркепе пурăнма килӗшмен. Кунта чи тӗлӗнмелли вӗсем тӗн çыннисем пулни. Турра та шанмаççӗ-ши е хăрама пăрахнă? Шутлап та шуйттана парăннă пекех туйăнать мана, ара, укçапа чирлесе кайнине епле ăнлантармалла? Игнатий владыкăна ӗçлеме памарӗç, ун ырă ятне таптама тăрăшрӗç. Интернетри пӗр сайтра мӗн кăна çырмарӗç-ши тата? Çак сăмахсене тӗн çыннисемех çуратни тӗлӗнтерет. Иисус Христоса Иуда вăтăр кӗмӗлле сутнă пекех пулса тухать-çке ку? Кун хыççăн чиркӳ çыннисене епле шанмалла, каçарттару ыйтма тăмалла? Хăйсен те çылăхӗсем пулсан? Кунта Вырăс Православи Чиркӗвӗн йышăнăвӗ шухăшлаттарать. Мӗншӗн-ха вӗсем пӗр ене итлесе кăна йышăну тунă? Мӗншӗн чиркӗве çӳрекен çынсен шухăшне тӗпе хуман. Сăмах май, эпӗ Мускав Патриархине çыру янăччӗ кун пирки. Хуравӗ те килчӗ. Çавна хаçатра пичетлетпӗр. Унта вăрттăнлăх çук.

Тӗрӗслӗх çавах çиеле тухасса шанатăп. Кунта ман пӗртен-пӗр ыйту парас килет пачăшкăсене. Пурне те мар, паллах, вӗсен хушшинче ырă та таса чун-чӗреллисем сахал мар. Ыйтăвӗ çавăн пек: «Мӗн тетӗр-ши эсир вăхăт çитсен Турă умне тăрсан? Е ун пирки пач та шутламастăр?»

Сăнӳкерчӗк chistopol-eparhia.ru сайтран.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев