Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧӖЛХИ ТЕ, ЮРРИ ТЕ ЯНРАТĂР ЧĂВАШĂН!

Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗ чăваш çырулăхӗ йӗркеленнӗренпе 150 çул çитнине халалласа апрелӗн 30-мӗшӗнче кӳршӗллӗ районсенчи чăваш ансамблӗсемпе пӗрле «Янра, çепӗç чӗлхем!» пысăк концерт лартрӗ.

Культура çурчӗн ертӳçи Владимир Охотников пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус пандемийӗ пуçланнăранпа ялта ку пӗрремӗш пысăк мероприяти. Ăна Культура çурчӗн ӗçченӗсем шкул, библиотека, ача сачӗн тата ял хутлăхӗн ӗçченӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ. Чăваш халăхӗн 100 пин юрă, 100 пин тӗрӗ пулнине çапла майпа кăтартса пама шутланă вӗсем. Халăхăмăрăн кун-çулӗпе, йăли-йӗркипе тата культурипе ал ӗç, апат-çимӗç, кӗнеке куравӗ паллаштарчӗ.
Чăваш çырулăхӗ йӗркеленнӗренпе 150 çул çитнине халалланă мероприятие Иван Яковлевич Яковлев çинчен ӳкернӗ видеороликпа уçрӗç. Унтан Чăваш Шупашкарӗн «Илем» ансамблӗ хитре юрă шăрантарнă хыççăн вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Моляков пурне те уявпа саламларӗ. Сцена çинче вырăнти «Çăлкуç» ача-пăча ансамблӗ, Чистай районӗнчи Анат Кăтрата Культура çурчӗн «Илем», Чистай хулинчи «Шăпчăк», Юлдузри «Çăлтăр», Аксу районӗнчи «Саврăш ен», Çарăмсан районӗнчи Акрель Культура çурчӗн «Хавас» ансамблӗсем пӗрне-пӗри ылмаштарса кăна тăчӗç. Кашни хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчӗ.
Хаклă хăнасемсӗр те иртмерӗ уяв. Чăваш çырулăхне 150 çул çитнӗ ятпа саламлама Çӗнӗ Шуçăм муниципаллă районӗн культура уйрăмӗн ертӳçи Галина Носова, çак ялтан тухнă сăвăç Сергей Ермолаев тата «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова килчӗç. Вӗсем ăшă сăмахсем каларӗç. Сергей Ермолаев кунта иртнӗ ачалăха, çамрăклăха аса илсе хăйӗн сăввине каласа пама та ӳркенмерӗ. Ирина Трифонова вара залра ларакан ял çыннисене чăвашсем çырулăхлă, культурăллă вăйлă халăх пулнине аса илтерчӗ, тăван чӗлхене упраса хăвармалли, ашшӗ-амăшӗсемпе аслашшӗ-асламăшӗсен ачисемпе мăнукӗсене тăван чӗлхене вӗрентмелли çине пусăм турӗ. Паянхи кун Тутарстан чăвашӗсен пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ, культурипе йăли-йӗрки çинчен çыракан пӗртен-пӗр республика хаçатне – «Сувара» –  çырăнма чӗнсе каларӗ. Пурне те чăваш çырулăхӗ йӗркеленнӗренпе 150 çул çитнӗ тата Мăнкунпа саламларӗ вăл, вырăнти Чăваш наципе культура центрне кӗнекесем парнелерӗ.
Те мероприятийӗ кăнтăрла иртсен пуçланнипе, те чăвашшупашкарӗсем хӗрсех Мăнкуна хатӗрленнипе, те коронавирус инфекцийӗнчен хăранипе концерта ял çыннисем пит нумайăнах пуçтарăнманччӗ. Тен, тепӗр пысăк мероприятирен юлмӗç? Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Моляков пӗлтернӗ тăрăх, пандемипе çыхăннă лару-тăру япăхланмасан, август уйăхӗнче кунта «Выля, хуткупăс!» республика фестивальне ирттерме палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев